Мăнкун куличĕ

13 Ака, 2017

Ăна пĕçернĕ чухне пĕлмелли самантсем. Чуста шĕвĕ пулмалла мар — сарăлса каять, çăра та пулмалла мар — хăвăрт типет, тĕпренет. Чустана касса пăхăр, вăл çĕçĕ çумне çыпăçмалла мар. Лайăх çăрмалла — алă çумне, сĕтел çине çыпçăнми пуличчен. Чустана виçĕ хутчен хăпартмалла, пĕрремĕшĕ — кăваслантарнă чухне, иккĕмĕшĕ — пĕçерме кирлĕ мĕн пур япалана хушса чуста çăрсан, виççĕмĕшĕ — формăна тултарсан. Формăна çурри таран тултарса 30-45 градус ăшша лартса хăпартмалла, унтан 200 градус хĕртнĕ духовкăра пĕçермелле.

Хăпарнă кулича çăмартана миксерпа лăкаса хăпартнă кремпа сĕрмелле, унта сахăр, тĕпретнĕ мăйăр хушма юрать.

Пĕчĕк кулича духовкăра сахалрах тытмалла, пысăккине — нумайрах. Пичĕ çунасран, кăштах пиçнĕ кулича таса хутпа витмелле. Пиçсе тухнă кулича сивĕтме хăяккăн хумалла.

Кулич пĕçерме кирлĕ: 7 стакан çăнăх, çур стакан сĕт, 50 г çĕпре, 10 çăмарта сарри, 1 стакан сахăр, 2 стакан ăшăтнă услам çу, чĕптĕм тăвар.

3 стакан çăнăха çур стакан сĕт ямалла, унтах пĕр стакан сĕтре ирĕлтернĕ çĕпре хушса пăтратмалла, хăпартма лартмалла. Чуста хăпарсан унта 10 çăмарта саррине пĕр стакан сахăрпа икĕ стакан сĕте ярса шураличчен пăтратнă хутăша ямалла, çу, тăвар хушмалла, хăпартма лартмалла. Хăпарсассăн чустана тепĕр хутчен çăрса формăсене тултармалла, кăшт хăпартмалла та духовкăна лартса пĕçермелле.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.