Манăçми «Эткер»!

6 Çурла, 2015

Кашни çулах пирĕн республикăра тĕрлĕ регионта пурăнакан пултаруллă чăваш ачисем валли «Эткер» кану лагерĕ йĕркелеççĕ.

Кăçал кунта 35 ача килчĕ. Вĕсене Ирина Диарова, Александр Степанов, Любовь Кудрявцева вĕрентекенсем кăмăлпа кĕтсе илчĕç.

Ачасен канăвĕпе паллашар-ха. Вĕсен кун йĕрки еплерех пуян пулни питех те тĕлĕнтерет!

Пĕрремĕш паллашу кунĕ «Несĕл çĕрĕ çинче» ятпа пуçланчĕ.

Оренбургпа Самартан, Тюменьпе Мускавран тата Пушкăртстанпа Тутарстанран, Чăваш Енрен пухăннă ачасем пĕр-пĕринпе паллашрĕç, туслашрĕç. Хаваслăскерсем хăйсем çинчен нумай каларĕç. Лагерьте иртнĕ «Шыравçă», «Çурта» конкурссене хастар хутшăнчĕç… Чăваш халăхĕ çинчен фильм пăхса савăнчĕç. Ывăнма пĕлменскерсем каçхине ташă каçĕнче пулчĕç.

***

«Эткер» лагерĕн иккĕмĕш кунĕнче пурте чи малтанах зарядкăна тухрĕç.

Ирхи апат хыççăн вара И.А. Диарова тата Л.В. Куд-рявцева чăваш чĕлхине хăш ача мĕнле пĕлнине кура Ÿпĕрисем ăнланаççĕ, анчах чăвашла калаçаймаççĕ, теприсем çăмăллăнах пуплеççĕŸ икĕ ушкăна уйăрса вăйă-уроксем ирттерчĕç. Пурте пĕрле пуçтарăнса ушкăна «Туслăх» ят пачĕç. Туслăх сăмахăн кашни саспаллин хăйĕн вăрттăн пĕлтерĕшне тупрĕç: «Т» - тус, «У» - уçă, «С» - сăпайлă, «Л» - лайăх, «Ă» - ăслă, «Х» - хитре. Эппин, кунти ачасем пурте çакăн пекскерсем!

Чăваш Республикипе К.В.Иванова халалланă ăмăртăва «Кĕрен парăсри» кашни ача хастар хутшăнчĕ. Александр Марсович чăваш халăхĕн историйĕпе паллаштарнине кашни тимлĕ итлерĕ. Кăтартнă фильм çамрăксем хушшинче нумай тĕрлĕ ыйту çуратрĕ.

Футболла тата пионерболла выляса киленнĕ хыççăн вожатăйсен концертне канакансем хаваспах курса савăнчĕç.

***

«Эткерĕн» виççĕмĕш кунĕнче чăваш юрри-ташшипе паллашас тĕллевпе ачасем Муркаш районĕнчи Катькасси Культура çурчĕ çумĕнчи «Çăлкуç» фольк-лор ушкăнĕпе тĕл пулчĕç. Тĕлпулу чунра тарăн йĕр хăварчĕ, чĕрери кашни хĕлĕхе хускатрĕ. Чăваш юрри-кĕввипе хăпартланнă ачасем хĕр сăри ташшине А.М.Степановпа вĕренчĕç.

«Алло, эпир талантсем шыратпăр!» конкурса «Туслăх» ушкăн хастар хутшăнчĕ. Юрри те, ташши те, сăвви те пулчĕ унта.

Арçын ачасем вожатăйсене хирĕç футболла вылярĕç, хĕрачасем - пионерболла.

Чăваш чĕлхине вăйă мелĕпе вĕренмелли урокра ачасем тĕссемпе паллашрĕç, шутлама вĕренчĕç.

***

«Эткер» лагерĕн 4-мĕш кунĕ чи пуяннисенчен пĕри пулчĕ тесен те йăнăш мар. Министерствăсенче ĕçлекенсем, Людмила Кинер юрăçă, Олеся Игнатьева спортсменка, Чăваш наци конгресĕн ĕçченĕсем килсе çитрĕç. Ачасене «Чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕ» тата Константин Ивановăн «Нарспи» кĕнекисене парнелерĕç.

Ачасем те парăмра юлмарĕç. Вĕсем хăнасене юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

***

Тепĕр кун «Эткер» кану лагерĕн «Туслăх» ушкăнĕ Шупашкар хулипе паллашрĕ. Маршрут Введени соборĕнчен пуçланчĕ. Ачасем 17-мĕш ĕмĕрти архитектурăпа тата авалхи турăшсемпе паллашрĕç. Ехрем хуçан çуртĕнче вырнаçнă ÿнер музейĕнче пулчĕç, тĕрлĕ картина курса тĕлĕнчĕç. Çеçпĕл Мишши музейĕнче унăн ертÿçи А.В.Андреева кăвар чĕреллĕ сăвăçăн синкерлĕ пурнăçĕ çинчен каларĕ. Шупашкар тинĕсĕпе паллашни, палăксене курса çÿрени нихăçан та манăçмĕ.

***

Лагерĕн 6-мĕш кунĕнче «Туслăх» ушкăнăн тата тепĕр çăлтăр хутшăнчĕ. Пирĕн пата Муркаш районĕн-чи Калайкассинчен алă ăстисем Петр Яковлевичпа Зинаида Васильевна Мазуркинсем тĕлпулăва çитрĕç. П.Я.Мазуркин нумай ĕçе пултарать: юрă юрлать, тĕрлĕ инструмент ăсталать, кĕсле, шăхлич калать, шакмак шаккать. Зинаида Васильевна тухья, умçакки, хушпу, масмак тата чĕнтĕрлесе çыхнă сĕтел çиттипе, алшăллисемпе, тĕрленĕ япаласемпе паллаштарчĕ.

ГТО нормативĕсене кашни ăнăçлă пурнăçларĕ . Кайран ушкăн хăй суйласа илнĕ юмахпа савăнтарчĕ.

***

Саккăрмĕш кунĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнчи Космонавтика музейне çитрĕмĕр. Ун хыççăн çул Шупашкарти Çĕнтерÿ паркне выртрĕ. Ачасем кунта тĕрлĕ вăхăтри çар хатĕрĕсем курчĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайманнисене асăнса ĕмĕр сÿнми çулăм умĕнче пуç тайрĕç. Кун каç енне сулăнсан «Кĕрен парăс» лагерь хорсен ăмăртăвне хутшăнчĕ. Эпир конкурса виçĕ юрă тăратрăмăр: пĕрремĕшĕ – А.Г.Николаев космонавт летчикăн чи юратнă «Вĕç, вĕç, куккук» юрра хорпа юрларăмăр. Иккĕмĕш юрра Пушкăрт çĕршывĕнчен килнĕ Сергей Дмитриевпа Артем Никифоров «Ачасем, ăçта чупса каятăр» юрра шăрантарчĕç, виççĕмĕш юрра Юля Мокеева парнелерĕ.

***

«Эткер» лагерьти «Туслăх» ушкăнăн тăххăрмĕш кунĕ асфальт çинчи ÿкерчĕксен конкурсĕнчен пуçланчĕ.Алина Сулагаевăпа Юлия Павлова çăлтăр çĕнсе илчĕç. Çав вăхăтрах ачасен пĕр ушкăнĕ чăваш халăх юрă ăстин Ираида Вдовинăн хĕрĕ Светлана Васильевна Березнева, мăнукĕ Маргарита Геннадьевна Романова тата вĕсен ачисем Андрей Ларионовпа Кирилл Романов пулчĕç. Тăван халăх юрăçи çинчен кинофильм тата «Кукамай ăшши» презентаци те пăхрăмăр.

«Манăн тăван кĕтес» фотовыставкăра «Туслăх» ушкăн воспитателĕн Любовь Васильевна Кудрявцевăн ĕçĕсемпе паллашни уйрăмах асра юлчĕ. Сăнÿкерчĕксенче тăван кĕтес, атте-анне, тус-юлташ, пахчаçимĕç, чечек, курăк, чĕрчун тата ытти те… «Эткер» лагерь ертÿçи Ирина Алексеевна çирĕплетсех çапла каларĕ: «Тăван кĕтесрен хакли çук çав!» Пĕр самантлăха ÿкернĕ ĕçсем ырăлăх туйăмĕ çуратрĕç.

Ашшĕ-амăшĕсен кунĕ тĕлне лагерьте канакансем ятарлă концерт хатĕрлерĕç. Кашнин кăмăлне кайрĕ вăл. Кăнтăрлахи апат хыççăн ăсталăх сехечĕ «Чăваш апат-çимĕçĕ: хуран кукли» пулчĕ. Ачасем тăпăрчăран хуран кукли хатĕрлерĕç, пурте пĕрле астиврĕç.

Яланхи пекех куçса çÿрекен библиотека ĕçлерĕ. Ачасем нумай кĕнеке, хаçат-журнал вуларĕç…

«Эткерте» çуралнă туслăх хĕлхемĕ ачасен чĕринче нумайччен упранĕ.

Лагерь дневникĕнчи йĕркесемпе Владимир ФЕДОРОВ, Любовь КУДРЯВЦЕВА /сăнÿкерчĕкĕсем/ паллаштарчĕç.

СĂНŸКЕРЧĔКСЕНЧЕ: лагерьти хаваслă кунсем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.