"Мана пурнăç парнеле"

2 Çĕртме, 2015

Раççейри çире пур хĕрарăмсенчен кашни виççĕмĕшĕ хырăм пăрахни обществăна чăннипех хумхантарать. Аборт тăвакансен йышĕ юлашки çулсенче чакать пулсан та пирĕн çĕршыв ку енĕпе тĕнчере чăннипех "палăрса" тăрать. Медицинăн официаллă статистики тăрăх - çуллен вăтамран пĕр млн яхăн хĕрарăм чĕри айĕнче тĕвĕленнĕ тĕпренчĕкĕн пурнăçне çут тĕнчене киличченех татать. Чăн та, акушер-гинекологсенчен чылайăшĕ ку кăтарту икĕ хут пысăкраххине çирĕплетет: уйрăм çын клиникисем хăйсем ирттернĕ абортсем пирки пĕлтермесен те пултараççĕ. Росстат кăтартăвĕсем тăрăх - ăрăва тăсма пултаракан ÿсĕмри /15-49 çулсенчи/ 1000 хĕрарăм пуçне çакнашкал 29,3 операци тивет, Швеципе танлаштарсан - 1,5, Германиринчен 4 хута яхăн нумайрах эппин.

Этем пурнăçĕ амăшĕн варĕнче тĕвĕленнĕ самантран пуçланать тесе çирĕплетекен чиркÿ çыннисемпе пĕрлех медицина ĕçченĕсене, общественноçа аборт ыйтăвĕ канăçсăрлантарать. Хырăм пăрахнă кашни пиллĕкмĕш хĕрарăм сывлăхне хавшатать çакă: хăшĕсенне - вăхăтлăх, теприсенне - чылайччен /унашкаллисем амăшĕн телейне туймасан та пултараççĕ/.

Пирĕн çĕршывăн чылай регионĕнчи хуласенче аборта сивлесе тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Июнь уйăхĕнче, тĕслĕхрен, Пĕтĕм Раççейри йăлана кĕнĕ "Мана пурнăç парнеле" акци иртет. Унта ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви те хутшăнать, çав шутра Çĕнĕ Шупашкарсем те аякра юлмаççĕ.

Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли куна халалласа "Грани" хаçат тата ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин "Çĕнĕ Шупашкарти медицина центрĕ" БУ пуçарнипе май уйăхĕн 21-мĕшĕнче хулари хĕрарăмсен консультацийĕнче "çавра сĕтел" иртрĕ. Медицина учрежденийĕн ертÿçисемпе тухтăрсене, журналистсемпе психологсене, чиркÿ çыннисемпе хула пухăвĕн депутачĕсене, хĕрарăмсен тата ашшĕсен канашĕсен представителĕсене, вĕренÿ пайĕн яваплă çыннисене пĕрле пухăнса канашлама хистенĕ тĕп сăлтав - çут тĕнчене килме хатĕрленекен çĕнĕ кайăк пурнăçне упраса хăварассишĕн тата обществăра çемье хаклавĕн, амăшлăхпа ашшĕлĕх пĕлтерĕшĕсене ÿстерессишĕн пурнăçламалли малашлăх тĕллевĕсене сÿтсе явасси.

Чару мелĕ юрăхсăр

Чăн та, хальхи саманара хырăм пăрахассине чару мелĕсемпе, тĕрлĕ акци - аборт тумасăр ирттернĕ кунсене е эрнисене - йĕркелеме йыхравланипе кăна сирме çук. Çуратас темен хĕрарăма чун тĕпренчĕкĕнчен хăтăлмалли май халĕ çителĕклех. Çавăнпа кун пек чухне йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕскере /урăхла калаймăн, мĕншĕн тесен ăрăва тăсакана кунçул парнеленинчен пархатарли нимĕн те çук, çакнашкал хăрушă утăм тума хистекенни унăн чунне шĕкĕ евĕр кăшлать/, тен, социаллă хÿтлĕх кирлĕ, пурлăх тĕлĕшĕнчен пулăшмалла, унпа юнашар ларса калаçмалла, ырă сăмахпа чĕрине ăшăтмалла?

Общество канашĕ тата çире пуррисен кризис центрĕ вĕсене ĕçе вырнаçтарма, пурăнмашкăн вăхăтлăх кĕтес тупса пама, юридици ыйтăвĕсене уçăмлатма, сĕнÿ-канашпа тивĕçтерме, шăпине ырă витĕм кÿме пултараççех. Çире пурринчен ятарласа хăтăлнин сиенĕ çинчен çитĕннисемпе кăна мар, çул çитменнисемпе ăша витермелле калаçмалла. Çĕнĕ Шупашкарсене ку енĕпе Турă çыннисем пысăк пулăшу параççĕ: чиркÿсенче çире пур хĕрарăмсем валли молебен ирттереççĕ, пачăшкăсем амăшĕсен шкулĕн занятийĕсенче тухса калаçаççĕ.

"Общество канашне чăмăртаннисем çынсене çемье, ашшĕ-амăшлăхĕн хаклавне хисеплемеллине, ывăл-хĕрĕн ачалăхне телей кÿмеллине аса илтерессишĕн чунпа хыпса çунакансем", - тет "Çĕнĕ Шупашкарти медицина центрĕ" БУ тĕп врачĕ Алексей Кизилов.

Алексей Владимирович палăртнă тăрăх - ĕçлĕ çакнашкал тĕлпулу Çĕнĕ Шупашкарта тăтăшах иртет. Мероприяти хĕрарăмсен консультацийĕн никĕсĕ çинче пухăнни те ахальтен мар: медицина учрежденийĕ виçĕ тытăма - çул çитмен çамрăксен, медицинăпа психологи пулăшăвĕсен, çире пур хĕрарăмсен кризислă центрĕсене - пĕрлештерсе тăрать. Аборта профилактикăлас, çуралнă ачасене больницăрах хăварас текенсен кăмăлне улăштарас тĕлĕшпе кунта куллен ĕçлеççĕ, çуратма хатĕрленекенсене те, ача амăшĕ пулнисене те медицинăпа психологи пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ. Çул çитмен çамрăксем тĕлĕшпе тухтăрсем уйрăмах тимлĕ, сывлăх сыхлавĕн ыйтăвĕсемпе шкулсенче ятарлă уроксем ирттереççĕ, çемьери ырă хутшăнусен пĕлтерĕшĕ пирки ăнлантараççĕ.

Тĕп тухтăр палăртнă тăрăх - 2012 çултанпа /медицина центрне уçнăранпа/ аборт тăвакансем /çав шутра çул çитмен хĕрачасем/ сахалланнă, çуратакансем вара йышланнă.

Медицина кăтартăвĕсем тăрăх хырăм пăрахассине диагностика тĕрĕслевне тĕпе хурса тухтăрсен коллегийĕ татса парать. Чăн та унашкаллисем йышлă мар, çулталăкра вăтамран 8-10 çын.

"Çавра сĕтел" хушшинчи калаçу витĕмне кура общество канашĕн членĕ Иван Копейкин тăтăшах пухăнма сĕнчĕ. Вăл çакна та палăртрĕ: çемье хаклавне çĕклес, сăлтавсăр хырăм пăрахассинчен асăрхаттарас тĕллевпе хулара социаллă реклама ытларах вырнаçтармалла. Унăн шухăшне ырласа чылайăшĕ хăйсене хÿтĕлеме пултарайман чунсене кун çути парнелеме амăшĕсене хавхалантарас тесе массăллă информаци хатĕрĕсенче амăшлăх телейĕ тапса тăракансем пирки материалсем ытларах çырма сĕнчĕç: пĕрремĕш ача çие юлнисем, тен, çуратма шикленеççĕ те пулĕ. Хулари перинаталь центрĕнче хальхи йышши кăткăс оборудовани, ăста та опытлă специалистсем пулăшнипе çăмăллăнах çуратма, кăмăла кура уйрăм палатăна вырнаçма май пур.

Михаил атте сăмахне пухăннисем уйрăмах тимлĕ итлерĕç. Унăн шухăшĕпе - çут тĕнчене килме ĕлкĕреймен тĕпренчĕкĕн пурнăçне татни - çынна вĕлерниех, çапла тăвакан хĕрарăм - чунсăр тата чи хăрушă вĕлерекен. Çынна Турă пурăнма пилленĕ пулсан вăл кун çути курма тивĕç.

Хĕрарăмсен канашĕн хастарĕсем хырăм пăрахассине профилактикăлама йыхравлаççĕ. Асăннă ыйтупа вĕсем ятарлă проект туса хатĕрленĕ, тĕллевĕ - этем пурнăçĕнче çемье пĕлтерĕшĕ тĕп вырăн йышăнмалла, ача-пăчан мăшăрланура тăракан, венчетре пулнă ашшĕ-амăшĕн хÿттинче çитĕнмелле тата вĕсем виççĕрен кая мар пулмалла. Ун пек чухне пирĕн çĕршыва демографи "лакăм-тĕкĕмĕ" хăратаймĕ, общество тĕреклĕхпе палăрса тăрĕ.

Медицина центрĕн специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх - хăшпĕр хĕрарăм ача пăрахни пурнăç йывăрлăхĕпе пачах çыхăнман, çакнашкал операци вĕсемшĕн - хырăм юласран сыхланмалли мел иккен. 38 çултискер 36 хут абортра пулнине тĕслĕхшĕн илсе кăтартрĕç вĕсем.

"Пурнăçри пăтăрмахсенчен чылайăшĕ пĕлÿ çитменнипе çыхăннă. Апла-тăк арçынпа хĕрарăм хушшинчи хутшăнусем мĕн патне илсе пынине çул çитмен çамрăксене тĕплĕн, ĕмĕрлĕх асра юлмалла ăнлантармалла", - сĕнчĕç пĕрисем. Теприсен шухăшĕпе - кун пек чухне чунĕпе тĕрекленсе çитмен ача: "Пирĕн те çапла тума юрать-и?" - тесе ыйтма пултарасси пирки те сисчĕвленмелле. Ар çыхăнăвĕ пирки сăмах пуçарнă чухне асăрхануллă та тимлĕ пулмалла, виçсе калаçмалла. Тĕрĕссипе, воспитани ĕçне çемьеренех тытăнмалла, шкулта ăна профессионалсен - педагогсемпе психологсен - малалла тăсмалла.

"Эпĕ шурă халатпа çÿретĕп пулин те, профессипе - педагог, - пĕлтерчĕ кризис центрĕн социаллă тытăм специалисчĕ Валентина Оплетаева. - Хырăм пăрахас шухăшлă хĕрарăмсене тÿрех: "Сире ÿкĕтлеместĕп. Хăвăр шухăшласа пăхăр, кайран ÿкĕнмелле ан пултăр", - тетĕп. Чăн та, каш-нинпе чуна уçса калаçатăп. Çакăн хыççăн чылайăшĕ кăмăлне улăштарни савăнтарать.

Нумаях пулмасть перинаталь центрĕнче мана çамрăк мăшăр сывлăх сунчĕ. Ыйтуллăн пăхнине кура хĕрарăм: "Паллаймарăр-и? Сирĕн пата аборт тăвас ыйтупа пынăччĕ. Халĕ вара пирĕн Вика çитĕнет. Эсир пирĕнпе ăшшăн калаçман пулсан хĕр пĕрчисĕр юлаттăмăр вĕт. Тавах сире", - терĕ.

Тепĕр тĕслĕх те илсе кă-тартатăп: май уйăхĕн 12-мĕшĕнче ĕçе васкаттăм. Хирĕç килекен хĕрарăм чарăнса тăрсах калаçрĕ. Палласа илтĕм. Вăл та çав ыйтупах ман патра пулнăччĕ. "Анне пулма хатĕрленетĕп, виççĕмĕш уйăхри хырăмпа çÿретĕп", - терĕ вăл кăмăллăн. Епле савăнмăн-ха кун пек самантра? Пирĕн ĕç харама каймасть вĕт, çут тĕнчене çĕнĕ кайăка илсе килме май парать. Апла-тăк, демографи лару-тăрăвне ла-йăхлатмашкăн эпир те сумлă тÿпе хыватпăр".

"Çавра сĕтел" хушшинчи калаçăва вĕçленĕ май унта хутшăннисем хулари перинаталь центрĕнче июнĕн 1-мĕшĕнчен "Шăплăх эрни" ирт-терме тата "Телейлĕ амăшлăх" программăна пурнăçа кĕртме йышăнчĕç.

 Патак икĕ вĕçлĕ...

Раççейре аборт ыйтăвне тепĕр хут хускатрĕç. Тĕрĕсрех каласан - ăна коммерциализацилессине. Çире пурринчен искусствăлла майпа хăтăлас енĕпе паракан медицина пулăшăвне РФ Патшалăх Думин депутачĕсем ОМС тытăмĕнчен кăларас тĕллевлĕ. Тÿлевсĕррисене медицина кăтартăвĕсем тăрăх хăварасшăн /унашкаллисем статистика тăрăх 3 процент кăна/. Пурнăçри йывăрлăха пула ачана сыхласа хăварма пултарайман хĕрарăмăн абортшăн укçа кăларса хума тивет.

"Хĕрарăм сывлăхне тата пурнăçне сиен кÿрекен медицина е социаллă кăтартусем пулмасан паянхи финанспа экономика условийĕсенче аборт тунишĕн тÿлени - ытлашши тăкаклану", - палăртнă саккун проектĕнче. Урăхла каласан çĕршывра кризис хуçаланнă вăхăтра хĕрарăмсен çуратмаллах.

Анчах кунашкалли малтан та пулнă вĕт. 1956 çулччен Совет Союзĕнче аборт тума чарнă. Апла пулин те хĕрарăмсем хырăм пăрахман тетĕр-и? Тĕрлĕ майпа усă курнă кун пек чухне: карчăксем патне çÿренĕ, хăйсене хăйсем нушалантарнă, тĕрлĕ наркăмăш ĕçнĕ. Çавна пула вăхăтсăр вилекен е ĕмĕрлĕх сусăрланакан йышлă пулнă. Инкеке сирес тĕллевпе çĕршыв ертÿлĕхĕ çуратас мар тĕллевлĕ хĕрарăмсене больницăри условисенче тивĕçлĕ пулăшу пама йышăннă.

Цивилизациллĕ майпа ирттерекен абортсене халăх хăнăхнă ĕнтĕ. Çуратас тет-и вăл е çуратас темест-и - çакна хĕрарăм хăй татса парать, ăна ÿпкелеме пултараймастпăр, унăн пурнăçне пĕлместпĕр вĕт.

Халĕ каллех иртнĕ вăхăта таврăнма шухăшлаççĕ. Хырăм пăрахма чарнипе Раççейре çуллен 5 млрд тенкĕ перекетленет иккен. Саккуна пăхăнманнисенчен 200 пинрен /уйрăм çыншăн/ 2,5 млн /юридици сăпатĕнче тăраканшăн/ тенкĕ шыраса илеççĕ. Çак укçана ют енчĕке ярас мар тесе уйрăм çын клиникинче аборт тума чараççĕ.

Сăмах май, çире пурринчен вĕсенче ытларах хăтараççĕ. "Çакнашкал условисенче хĕрарăм хÿтлĕхсĕр юлать, таса мар чунлă медиксенчен ăна сыхлакан çук", - çапла çирĕплетет çĕнĕ саккун проекчĕн авторĕсенчен пĕри, Патшалăх Канашĕн çемье, хĕрарăмсем тата ачасем енĕпе ĕçлекен комитечĕн пуçлăхĕ Елена Мизулина. Унăн шухăшĕпе - саккун абортăн вăрттăн бизнесĕнчен хăтăлма пулăшать.

Çапах та асăннă документ демографи лару-тăрăвне ырă витĕм кÿресси иккĕленÿллĕ, мĕншĕн тесен укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен тулăххисем ку енĕпе тÿлевлĕ пулăшăва патшалăх больницинче тивĕçĕç, нухрат çуккисем мăн асаннесен мелĕпе усă курма тытăнĕç.

...Чир-чĕре сирме çăмăлрах теççĕ халăхра. Кĕтмен çĕртен çие юлассине профилактикăлани - çамрăксене сывă пурнăç йĕрки тытса пыма хăнăхтарни, çемье, ашшĕ-амăшлăхĕн, ачалăхăн хаклавĕсене ăша хывса çитĕнтерни - хĕрарăма йывăрлăха кĕрсе ÿкме памĕ, Турă умĕнчи çылăхран хăтарĕ.

Çемьере юратнă та кĕтнĕ ачасем çитĕнни - пирĕн обществăн шанăçĕ, тĕрекĕ тата ырă малашлăхĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.