Мамăк минтер çемçе

Синтетика материалĕсенчен хатĕрленĕ минтер, утиял туянма сĕнеççĕ. Вĕсем тасарах имĕш тата йÿнĕрех те. Çав минтерсем 2-3 çултан юрăхсăра тухаççĕ.

Тĕк-мамăкран тунă минтерсене сайрарах тĕл пулатăн, вĕсем самаях хаклă. Тĕк минтерсем чăтăмлă, 20-25 çул иртсен те кăпăшка, тыткалама кăмăллă. Паллах, тĕк минтерсене вăхăт-вăхăт тасатмалла. Килте çумалла е ятарлă пунктсенче типĕлле тасаттармалла.

Хур тĕк-мамăкĕ кăвакалăннинчен те, чăхăннинчен те лайăхрах. Хур тĕкĕнчен хатĕрленĕ япала 25 çул ытла усă курма юрăхлă, кăвакал тĕкĕ 10 çула яхăн пахалăхне тытать, чăх тĕкĕ 6-7 çул чăтать. Çитĕнсе çитнĕ, лайăх тăрантарнă хурсен тĕкĕ пахарах. Пуснă пĕр хуртан 250-300 г тĕк илме пулать. Кайăк мамăкне татнă чухне асăрхануллă пулмалла. Тирĕ тĕкпе тăпăлсассăн ăна тасатмалла. Вăрăм тĕксене, мамăка, çемçе тĕке уйăрса пымалла. Вăрăм тĕксене шăмминчен чĕрсе уйăрса ыттипе хутăштарма пулать. Татнă тĕке лайăх тĕрĕслемелле. Мамăк чылай чухне таса пулать, ăна çумалла мар. Тĕке минтер тăвиччен типĕ, хĕвел çути лекмен çĕрте упрамалла.

Шурă тĕслĕ тĕк-мамăка хуринчен ытларах хаклаççĕ. Пахалăхĕпе вĕсем пĕр пекех пулин те. Çакă шурă тĕке кирек ăçта та усă курма меллипе çыхăннă.

Çывăракан çыннăн ÿт-тирĕ çĕр каçипе 200-500 г нÿрĕк «сывласа» кăларать. Искусствăлла материалсем нÿрĕке çăтмаççĕ. Тĕк-мамăк минтерпе, утиялпа кĕлеткене «сывлама» çăмăл. Тĕк хăй те сывлать, этем нÿрĕклĕхне пуçтарать, кун каçипе типсе малтанхи шая çитет. Çут çанталăк панă ăшăтмалли материалтан чаплăраххине этем шухăшласа кăларайман-ха. Хурсемпе кăвакалсем хĕл сиввисенче чи ăшă япалапа — мамăкпа — хÿтĕленеççĕ. Мамăк вĕсене пăрлă шыва кĕрсен те шăнтмасть.

Килте темиçе тĕслĕ кайăк-кĕшĕк тытсассăн вĕсен тĕкĕсене уйрăм пуçтармалла.

Шултра тĕке çумалла. Вĕтĕреххисене шăлапир хутаçа чиксе çумалла. Шултрисене — ахалех. Çумалли шыв 30-40° градусран вĕри пулмалла мар. Шыва япала çумалли порошок е шампунь ямалла, ваннăра тĕке пăтрата-пăтрата хумхантармалла, унтан таса шывпа икĕ хутчен чÿхемелле. Тĕке силлесе шыва юхтармалла, хĕвел лекмен çĕрте шăтăклă çÿлĕк е çетка карăнтарса тыттармалла, çÿхен сарса типĕтмелле.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.