- Чăвашла верси
- Русская версия
Малта пулма яланах хавас
Ытлари кун Шупашкарти Павлов Мичман урамĕнчи вырнаçнă ятарлă пушар чаçĕнче çамрăк пожарнăйсен дружинисен республикăри финал ăмăртăвĕ иртрĕ. Савăнăçлă уява уçнă май Раççейри Чрезвычайлă лару-тăру министерствин ĕçченĕсем сăмах илчĕç, çамрăксене пурнăçра тата ăмăртура ăнăçу сунчĕç.
Вăй-хала кунсерен çирĕплетмесен, тренировкăсене çÿ- ремесен çăлакансен спорчĕн упражненисене пурнăçласси çинчен ĕмĕтленме те кирлĕ мар. Икĕ метр çÿллĕш хÿме урлă вăшт çеç каçса, пушар насусĕн пыршине сыпăнтарса, вĕрентÿ башнине штурмласа, инкеке лекнĕ çынна пĕрремĕш пулăшу парса ăмăртрĕç тĕрлĕ район ачисем.
Пĕрремĕш вырăна Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр вĕренекенĕсем, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Патăрьел районĕнчи Патăрьелĕнчи 2-мĕш шкул тата Шупашкар районĕнчи Кÿкеç лицей пайларĕ.
Мал ĕмĕтлĕскерсем
– Кун пек слетра пĕр-ремĕш хут эпир. Эх, мĕн тери вăй-хăват пуçтарса килтĕмĕр. Тĕп тĕллев – çĕнтерессиччĕ, пултарулли пулассиччĕ. Шел, телейĕ пирĕн еннелле çаврăнса пăхмарĕ. Çук, çĕнтерÿ картлашки çине хăпарайманнишĕн пĕрре те кулянмастпăр. Ара, чи кăмăлли – асăннă ăмăртăва хутшăнма тÿр килни. Тепĕр тесен, пурте çĕнтерÿçĕсен йышне лекеймеççĕ вĕт-ха, – терĕç Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккасси шкулĕн хастар вĕренекенĕсем пĕр харăссăн.
Вуннăмĕш класра вĕренекен çамрăксем Никита Никитин, Денис Константинов, Олег Рыжов, Маша Тимофеева нихăçан та пуçа усса кулянакансен йышĕн-че мар.
– Кунта ăнăçмарĕ пулсан, ытти çĕрте хамăра кăтартăпăр, – терĕ ушкăн капитанĕ Никита Никитин.
Хастар яш – вĕренÿ отличникĕ. Спортра та йăрă. Çăмăл атлетикăра район ăмăртăвĕ-сенче яланах пĕрремĕш вăл. Футболла вылясси те чун иленĕçĕ.
– Килес çул, вун пĕрмĕш класра вĕреннĕ чухне, хĕрÿ вăхăт пуçланать. Пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма вăхăт çитет. Тухтăр профессине суйласа йывăр вăхăтра çынсене пулăшас килет, – терĕ вăл.
Никита пекех пур предметпа та «5» паллăпа ĕлкĕрсе пыракан Маша Тимофеева та тухтăр пулас ĕмĕтлĕ.
– Çак профессие алла илес тесен биологи, хими пред- мечĕсене лайăх пĕлмелле. Пирĕн шкулта вара ку тĕлĕшпе педагогсем питĕ аван ĕçлеççĕ. Вĕсен кашни сăмахне тимлĕ итлесе ăша хыватпăр. Тĕрлĕ олимпиадăра çитĕнÿ еннелле ăнтăлатпăр, – тет Маша.
Пике слета хутшăннă май, пушар хуралĕнче вăй хуракансене çав тери хисеплет.
– Паттăрла ĕç тăваççĕ вĕ-сем. Нимрен хăрамасăр вут-çулăм ăшне кĕрсе çын пурнăçне çăлаççĕ. Пĕлĕтелле кармашса ташлакан «хĕрлĕ автана» парăнтарса кÿршĕ-аршăн хуралтисене сыхласа хăвараççĕ. Пушара вăхăтра сÿнтермесен вăл куç умĕнчех ялĕпех тĕп туса хума пултарать. Кирек хăш вăхăтра та вут-çулăмран сыхланмалла пирĕн, – терĕ Маша шухăша путса.
Хĕр ача хăй те кирек хăçан та çынна ырă тума ăшталанать. Унран пулăшу ыйтакана вăл нихăçан та: «Вăхăт çук, кайран», – тесе каламан. Май тупса алă пама тăрăшать.
– Йывăр вăхăтра ăшă сăмахпа йăпатни те – пулăшу. «Ах, санпа калаçса ăша пусартăм, чунра та ырă пулса кайрĕ», – терĕ пĕррехинче вăрçă ветеранĕ Семен Степанович Сорокин. Ун патне эпир час-час пулăшма çÿретпĕр. Ялан тарават кĕтсе илет вăл пире. Вăрçă саманчĕсене аса илсе калама тытăнать те хамăн та куçăм куççульпе тулать. Ай, йывăр пурнăç пулнă çав унăн! Хырăм выççине те пĕрре мар тÿсме тивнĕ, çапах пуçне усман. Ырă самант çитессе, пурнăç улшăнасса ĕмĕтленсе пурăннă. «Урăх вăрçă курас марччĕ», – тет яланах. Унăн сăмахĕсемпе эпĕ килĕшетĕп, – тет Маша.
Олег Рыжовпа Денис Константинов та алла аттестат илсен çĕр-шыва юрăхлă çынсем пуласшăн.
Килес çул тата хастар пулăпăр!
Красноармейски районĕнчи Мăн Шетмĕ ачисем те:
– Май килнĕ таран çитĕнÿ тума тăрăшрăмăр. Анчах ĕмĕтленнĕ пек килсе тухмарĕ. Килес çул тата хастартарах пулăпăр. Халĕ майне-шывне пĕлетпĕр ĕнтĕ. Чи кăмăлли – ăмăртăва хутшăнни. Ытти çамрăксен опычĕсемпе паллашни, – терĕç кĕскен.
Спорта юратакан Володя Васильев, Денис Никитин, Андрей Тимофеев тата Ксения Александрова та хăйсем нимĕншĕн те пăшăрханманнине пĕлтерчĕç.
– Эпир, ял ачисем, ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ. Кунта мала тухаймарăмăр пулсан, ытти çĕрте сатур эпир. Утă çулма, вутă çурма тата ытти ĕçре, ăмăртура пирĕнтен никам та иртеймĕ, – теççĕ вĕсем.
Акă сăмахран, Денис Никитин ОБЖ предмечĕпе иртнĕ район ăмăртăвĕнче 1-мĕш вырăна тухнă. Унпа пĕрле вĕренекенсем мăнаçланаççĕ.
Красноармейскинчи пушар хуралĕн уйрăмне час-часах çÿреççĕ çамрăксем. Унти ĕç-хĕлпе паллашса хăйсем валли çĕнĕлĕх тупаççĕ.
– Ачасемпе тĕл пулу ирттерме яланах хавас эпир. Кирек хăш вăхăтра та хапăлласа кĕтсе илетпĕр. Тен, кам пĕлет, вĕсенчен хăшĕ те пулин пушар хуралĕнче ĕçлеме кăмăл тăвĕ. Эпĕ те, авă, нихăçан та çак профессипе ĕçлессе шухăшламан. Шупашкарта пурăннăскер тăван тăрăха куçса килмелле пулчĕ. Çук, кунта вăй хунишĕн халĕ пĕрре те ÿкĕнместĕп. Килĕшет мана хамăн ĕç. Ĕнтĕ вун тăхăр çул унта. Çак çулта тем те курса тÿснĕ. Çапах та чи хăрушă ÿкерчĕк – 2010 çулта Красноармейски районĕнчи Еншик Чуллă тăрăхĕн- чи вăрман çунни пулчĕ. Тĕрлĕ йывăç шатăртатса тÿннине, куçа-çăвара сĕрĕм кĕнине епле манăн? Хамăрăн машинăсене вут-çулăм ярса илесрен чун çукчĕ. Тем пек йывăр пулсан та пушара парăнтартăмăрах. Унтан хăрушши çук çав. Вăрă хыççăн йĕр юлать, пушар хыççăн кĕл юлать. Çавăнпа вут-кăварпа питĕ асăрхануллă пулмалла. Сыхланакана Турă сыхлать тет, – терĕ Красноармейскинчи пушар хуралĕн пуçлăхĕ Михаил Николаевич Арсентьев.
– Михаил Николаевич пек хастар çынсене эпир сывлăх та телей сунатпăр. Чăтăмлăхĕ те виçесĕр пултăр, – терĕç çамрăксем.
Уйри салтак пăтти!
Ăмăртăва килнĕ çамрăксене салтак пăттипе хăналарĕç.
– Тутлă пулчĕ. Уйрăмах уйра, ушкăнпа пĕрле апатланнирен пахи мĕн пултăр? – терĕç Вăрнар районĕн- чи Вăрнарти 2-мĕш шкулăн вĕренекенĕсем Настя Ермошкина, Миша Самаров, Алексей Андреев, Евгений Кондратьев хăпартланса.
– Апачĕ техĕмлĕ пултăр тесе тăрăшрăмăр. Апат тенĕрен ăна эпĕ мĕн пĕчĕкрен пĕçерме кăмăлланă. Эпир аттепе аннен пилĕк ывăл пулнă та кирек епле ĕçе те хамăрах пурнăçланă. Эпĕ янтăланă яшкана, пăтта, шарккăва пурте юратса та мухтаса çиетчĕç. Какайне нумайрах яма тăрăшаттăм, ара, ун пек тата та тутлăрах пулать-çке, – терĕ Шупашкарти тарлă пушар чаçĕн пуçлăхĕ Алексей Мефодьевич Владимиров.
– Мана та пăтă килĕшрĕ. Ăмăртăвĕ те. Ара, эпир виççĕмĕш вырăна тухрăмăр-çке. Çакă мана пушшех хавхалантарчĕ, – терĕ Кÿкеç лицейĕн вĕренÿ отличници Алеся Мартьянова хăпартланса.
Комментари хушас