Малашлăха алăран ан вĕçертĕр!
Ĕнер пин-пин çамрăкшăн çĕнĕ пурнăç пуçланчĕ: тин кăна вăтам шкул пĕтернĕ яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç валли аслă, вăтам, пуçламăш професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисен алăкĕсем уçăлчĕç. Шупашкарти коопераци институтĕнчи Пĕлÿ кунне халалланă савăнăçлă уява Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, паллă ытти çын хутшăнчĕ, студент пулма хатĕрленекенсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламларĕç. Кăçал коопераци институчĕн 1-мĕш курсне 512-ĕн вĕренме кĕнĕ.
Пĕлтерĕшлĕ çак кунпа çамрăксене чи малтан институт ректорĕ Валерий Андреев саламларĕ: «Нумаях пулмасть тăван шкулпа сыв пулашрăр, юратнă профессие алла илес тесе вĕренÿ учрежденийĕсене документ парассишĕн ăшталантăр... Чуна çывăх профессие палăртасси çăмăл мар. Çак суйлав пĕрре тата яланлăх. Шел те, тепĕр чухне йăнăшасси те пулать. Анчах коопераци институтне суйласа эсир тĕрĕс тунине шанатăп. Вĕренÿ учрежденийĕн йăли-йĕркине çирĕп пăхăнсан, 1-мĕш курсранах вĕренме пуçласан тепĕр тăватă çултан пурте дипломлă пуласси иккĕлентермест».
Шупашкарти коопераци институтĕнче çирĕм çул каяллах бюджет вырăнĕсене пĕтернĕ. Çавăнпах çамрăксен ректорăн шанăçне тÿрре кăларассишĕн çеç мар, ашшĕ-амăшĕн укçине сая ярасран асăрханса та тăрăшса вĕренме тивет. Паян тумаллине ырана хăвармасан çитĕнÿ пулатех.
Коопераци институчĕ республикăра çеç мар, çĕр-шывра та тахçанах ырă ят çĕнсе илнĕ. Çакна Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен, ют çĕр-шывсенчен йышлăн вĕренме килни те çирĕплетет. Кăçал студент пулнисен йышĕнче Чăваш, Мари, Мордва республикисенчен, Тюмень, Мускав, Свердловск, Чул хула, Иркутск хулисемпе облаçĕсенчен, Самартан, Краснодартан, Дагестанран, Адыгейăран, Сирирен т.ыт. çĕртен килнисем пур. Тĕрлĕ халăх ывăл-хĕрне Валерий Витальевич туслă пурăнма, вĕренÿре, кулленхи пурнăçра пĕр-пĕрне пулăшса пыма ыр сунчĕ. «Чăваш тусăмсене ютран килнисемпе уйрăмах тимлĕ пулма ыйтасшăн. Вĕсене чăваш çĕрĕ, халăхĕ, Шупашкар пирки ытларах каласа кăтартăр. Хăйсем ăçта вĕреннине пĕлччĕр, унпа мухтанма пултарччăр!» - терĕ вăл.
Вĕренÿ учрежденийĕ тахçанах влаç органĕсемпе, республикăри предприяти-организаципе туслă ĕçлĕ çыхăну йĕркеленĕ. Пĕр-пĕрне куллен пулăшса пырасси - икĕ еншĕн те çирĕпленнĕ йăла-йĕрке. Пĕлтĕр институт студенчĕсене республика Пуçлăхĕ саламланăччĕ. Кăçал çак тивĕçе Иван Моторин премьер-министр пурнăçларĕ. «Эсир халĕ пĕр пысăк çемье пек. Сирĕн пĕрешкел тĕллев - вĕренÿ. Кунта илнĕ пĕлÿ малашнехи пурнăç никĕсне выртĕ», - терĕ вăл пухăннисене Пĕлÿ кунĕпе саламланă май.
Иван Борисович юридици факультечĕн деканне Михаил Тимофеева ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп хучĕпе наградăларĕ. Çавăн пекех премьер-министр «Çулталăк студенчĕ» конкурс çĕнтерÿçисене - общество ĕçне хастар хутшăннă, спортра, ытти енĕпе пысăк çитĕнÿ тунă хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме - чысларĕ.
«Институтра пур енлĕн аталанма майсем çителĕклĕ. Пĕтĕмпех хамăртан килет: пурнăçра хамăрăн вырăна тупасси те, çĕнĕлĕхсем уçасси те, малалла ăнтăласси те... Тăрăшса вĕренĕр, мероприятисене хастар хутшăнăр - пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулĕ», - çамрăк тусĕсене ăс вĕрентсе каларĕ конкурс çĕнтерÿçисенчен пĕри Лариса Медведева. Çамрăксемшĕн тĕслĕх пулма тивĕç хĕр 5 курсра вĕренет. Çав вăхăтрах институтра пĕлÿ илекен специальноçпа хулари пĕр колледжра ĕçлет.
РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков хăй вăхăтĕнче коопераци институтĕнче çамрăк ăрăва пĕлÿ, воспитани панă. Ĕнерхи уява вăл та хутшăнчĕ. «Коопераци институчĕн студенчĕсем яланах хастар, пуçаруллă, ăслă пулнă. Малашне те çаплах пуласса шанатăп. Чăваш Ене, Раççее аталантарма тарăн пĕлÿллĕ специалистсем кирлĕ. Эсир - Чăваш Республикин, Раççей Федерацийĕн шанăçĕ!» - терĕ Анатолий Геннадьевич.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов çамрăк ăрăва «йывăрлăхсем урлă выртакан çулпа çăлтăрсем патне ертсе пыракансене» - вĕрентекенсемпе преподавательсене - тав турĕ. Унтан студентсене ыр сунчĕ: «Паян сирĕн умра пĕлÿ тĕнчин кăткăслăхĕсем уçăлаççĕ. Çак самантран ăс-тăна пуянлатса вăйлăрах пулма тăрăшатăр, çĕнĕ юлташсем тупатăр, пысăк тĕллевсем палăртатăр. Пĕлÿ тата ăнтăлу ăнăçупа çĕнтерÿ никĕсĕ пулнине ан манăр!»
Хальхи вăхăтра «Акконд» предприяти республикăра чи хăватлисенчен пĕри, нумай налук тÿлекенни. Çакă пĕр кунта пулман паллах. «Пĕлÿ çумне пĕлÿ, тенкĕ çумне тенкĕ хушнипе пулать вăл çитĕнÿ, - предприятин кун-çулĕ пирки каласа кăтартнă май палăртрĕ Валерий Иванов генеральнăй директор. - Лайăх çынсем, пултаруллă специалистсем пулма тăрăшăр. Экономика лайăх экономистсене, ертÿçĕсене кĕтет. Нихăçан та пуç ан усăр. Кирек епле йывăрлăхран та пăрăнса иртме тăрăшăр. Малашлăх сирĕн алăра».
Валерий Николаевич студентсене «Акконд» предприятийĕсене пырса курма йыхравларĕ. Çамрăксем экскурсие кайма хаваспах килĕшрĕç.
Этем шăпи турă аллинче теççĕ. Йывăр вăхăтра чунтан ыйтсан - пулăшатех. Николай Иванов протоиерей ыр сунса каланă сăмахсем студентсене вĕренÿре, кулленхи пурнăçра хÿтĕлессĕн туйăнчĕç.
...Акă 1-мĕш курсра пĕлÿ илме хатĕрленекенсемшĕн тахçанах кĕтнĕ самант. Сцена çине символла паллăсене - пĕлÿ тĕнчин алăкĕн уççине тата студент билетне - илсе тухрĕç. Чи пăлхануллă, ĕмĕр асра юлакан, чĕресене кăрт-кăрт таптаракан самант. Çак пăлханура - Шупашкарти коопераци институчĕн студенчĕ пулса тăнăшăн мăнаçланни те, хальхишĕн савăнни те, малашлăхшăн канăçсăрланни те...
Валентина БАГАДЕРОВА.
Сергей ЖУРАВЛЕВ
сăн ÿкерчĕкĕ