Малаллах талпăнаççĕ

20 Çу, 2016

Çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти "Волгастальконструкция" обществăра пулчĕ.

Производство корпусĕсенче курса çÿрерĕ, ООО ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ. Предприятие 1969 çулта уçнă, 473 çын вăй хурать /пĕлтĕр 370-ĕн тăрăшнă/. Пĕрремĕш кварталри кашни уйăхри вăтам ĕç укçи 25390 тенкĕпе танлашнă /иртнĕ çул — 23080/. Общество 2015 çула ăнăçлă вĕçленĕ, кăрлач-пуш уйăхĕсенче çулталăк каяллахи çав тапхăртинчен чылай лайăхрах кăтарту тунă. Кĕскен: экономика санкцийĕсен витĕмне пачах туймасть.

Халиччен ку предприятире пулса курманччĕ. Куç умне 4-5 хутлă пурăнмалли çуртсене аса илтерекен çĕнĕ цехсем тухса тăчĕç. Вĕсене иртнĕ çулсенче çĕнĕ инвестор — Олег Дельман генеральнăй директор — ертсе пынипе хăпартнă. Цехсенче сивĕре те ăшă.

Тĕп продукци — тимĕр тата тент конструкцийĕсем, пенополистирол. "Вĕсен 80 проценчĕ çар промышленноçне тивĕçтерме каять, — пĕлтерчĕ ертÿçĕ. — 20-шĕ республикăра вырнаçать".

ЧР Пуçлăхĕ ĕç технологийĕпе кăсăкланнă хыççăн коллективпа тĕл пулчĕ. Юнкун республикăра Информаци кунĕ иртнĕ май экономикăпа социаллă пурнăçри пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене çутатрĕ. Сăмахне предприятири ырă улшăнусене палăртнинчен пуçларĕ. "Сирĕн общество ÿлĕм ĕçе вăйлатас шанăç пур, — терĕ. — Раççей Президенчĕ Владимир Путин çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче Патшалăх Канашĕн ларăвĕнче регионсен ертÿçисен умне 5-10 çул хушшинче çынсене пурăнмалли вырăнпа туллин тивĕçтерме тĕллев лартрĕ. Сирĕншĕн çуртсем валли тимĕр конструкцийĕсем хатĕрлеме çул уçăлĕ".

Республикăн социаллă кăтартăвĕсем лайăхланнине çирĕплетекен цифрăсене тишкерчĕ. Çĕр çулран иртнĕ çын Чăваш Енре паян — 93, пĕлтĕр 64 çеç пулнă. 85 çулран иртнисем — 16565-ĕн. Экономикăра вăй хуракансен кашни уйăхри ĕç укçи чакнă, çемьесен бюджетне тупăш иртнĕ çулсенчипе танлаштарсан сахалрах кĕрет пулин те ытларах пурăнас туртăм куçкĕрет.

"Эпир тупăш сахал илекен çемьесене çăмăллăх туса парассишĕн — коммуналлă пулăшу тăкакĕн пĕр пайне саплаштарассишĕн — республикăн 2016 çулхи хыснинче укçа пĕлтĕрхинчен 20 процент нумайрах пăхса хăвартăмăр, — терĕ Михаил Игнатьев. — Ăна çемьесем кашни уйăхра вăхăтра илеççĕ".

2015 çулта Шупашкарти кăнтăр-хĕвеланăç районĕнче тĕнче шайĕнчи стадион хута янине, вăл пĕр кун та пушă тăманнине, çавăн пеккине малашне те чылай тăвассине палăртрĕ. Залра ларакан рабочи тĕп хулари "Шупашкар" суту-илÿ çурчĕпе юнашар лаптăкра стадион уçас ыйтупа кăсăкланчĕ. Леонид Черкесов мэр ăна килес çул татса пама пулчĕ. Часах Алькешре çĕнĕ поликлиника уçăлĕ. Ăна Сад микрорайонĕнче те ĕçе кĕртме тĕллев лартнă. Çурчĕ пур, тĕпрен юсаса оборудованисем вырнаçтармалла çеç.

"Республикăн онкологи диспансерĕн хирурги уйрăмне тума кăçал федераци бюджетĕнчен 363 миллион тенкĕ илетпĕр, — пĕлтерчĕ М.Игнатьев. — Ăна хута ярсан медоборудовани 175 миллион тенкĕлĕх вырнаçтаратпăр. Кунта çуллен 5 пин операци тăвĕç. Хирургин кивĕ корпусне тĕпрен юсанă тата çĕнĕ оборудовани лартнă хыççăн çулталăкра пурĕ 12 пин операци тума тытăнмалла".

Кăçал Шупашкарти "Радужный" микрорайонта тепĕр ача сачĕн никĕсне яраççĕ. Гладков урамĕнче шкул çуртне çĕклеççĕ. "Виçĕ çулран тĕп хулара икĕ сменăпа вĕренекен ачасем пулмалла мар, — терĕ ЧР Пуçлăхĕ. — Çак тĕллеве пурнăçлассишĕн çуллен шкул уçатпăр".

Тĕлпулăва хутшăннисен ыйтăвĕсене хуравласа çитес çулсенче нумай ачаллă çемьесемшĕн автотранспортран тытакан налука пĕчĕклетме палăртманнине, патшалăхпа муниципалитет органĕсенче ĕçлекенсене çывăх вăхăтра 65 çул тултарсан çеç пенсие кăларассине пĕлтерчĕ.

Республика Пуçлăхне пенсионерсем кăçалччен усă курнă çăмăллăха та аса илтерчĕç. Сăмах пенси укçи çумне кашни уйăхра хушса панă 1082 тенкĕ пирки пырать. Республикăн ĕçлекен ветеранĕсене ăна кăçалтан памаççĕ. Çав укçана производствăран кайсан кăна уйăхсерен илеççĕ.

М.Игнатьев коллектива "Трактор завочĕсем" концернăн Шупашкарти предприятийĕсен умĕнчи йывăрлăхсем çинче те чарăнса тăчĕ. Вĕсен продукцийĕ аванах сутăннă чухне кунта 9,5 пин çын тăрăшнă. Укçа çаврăнăшне йĕркелейменрен тата производство чарăннăран кăçалхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен коллективăн пысăк пайĕ ĕçсĕр тăрса юлнă. ЧР Пуçлăхĕ ку ыйтăва Раççей Правительстви шайĕнче пĕрре çеç мар çĕкленине палăртрĕ. Концернăн Красноярскри тата Волгоградри завочĕсене сутнă хыççăн, кăçалхи утă-çурла уйăхĕсенче, Шупашкарти предприятисем тепĕр хут трактор туса кăларма пуçлас шанăç пуррине асăнчĕ. Юлашкинчен вăл тата Л.Черкесов журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕç.

Юрий МИХАЙЛОВ

В.КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.