- Чăвашла верси
- Русская версия
Малалла-ха пурнăç, малалла
СССР халăх артистки Вера Кузьмина 95 çула çитнине тăванĕсемпе, юлташĕсемпе, кураканĕсемпе пĕрле чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче паллă тăвать. Уяв çывхарнă май ят-сум çĕнсе илнĕ чăваш хĕрарăмĕпе, унăн çывăх çыннисемпе тĕл пулса калаçас килчĕ.
Байкалта шыва кĕнĕ
Мăшăрĕ Петĕр Хусанкай тавра сăмах пуçарсан Вера Кузьминан сăнĕ йăл кулăпа çуталчĕ. Вĕсем Мускавра пĕр-пĕрне тупнă. «Эпир, ГИТИСра пĕлÿ илекен студентсем, общежитире пурăнаттăмăр. Хусанкая вырăсла пьесăна чăвашла куçарма ятарласах чĕнсе илнĕччĕ ун чухне. Ăна та общежити пÿлĕмне вырнаçтарни тĕлĕнтернĕччĕ. «Сцена çинчи калаçăвăн хăйне евĕрлĕхĕ» предмет пурччĕ пирĕн. Эпĕ Петĕр Хусанкайăн «Таня» поэмине вĕренни асра.
Петĕр Хусанкая урине сиплеме госпитале вырттарнăччĕ. Пире, студентсене, 10 пуслăх укçа пуçтарса ăна шăнкăравлама кирлĕ тесе кайса пама ыйтнăччĕ. Çапла майпа паллашнă та эпир», — çамрăклăхне куç умне кăларчĕ Вера Кузьминична. <...> Мăшăрне чăваш халăхĕ сума суни нимрен пĕлтерĕшлĕ уншăн.
«Петĕр Хусанкайăн юрату туйăмĕ хăçан вăраннине пĕлместĕп. Эпĕ вара ăна «Таня» поэмине вĕреннĕ чухне хăйне курмасăрах юратса пăрахрăм. Кайран сăпайлăхĕнчен, анлă тавра курăмĕнчен, хăйне тыткаланинчен тĕлĕнеттĕм. Пуян чунлăскер никама та ăмсанман. Вăл ытти республикăри, çĕршыври çынсемпе çыхăну тытни, ытларах пĕлме тăрăшни, тĕрлĕ халăхăн культу-рипе, йăли-йĕркипе кăсăкланни мана та ырă витĕм кÿнĕ. Эпир унпа тĕл пулмасан та пултарнă вĕт. «Эсĕ мана ывăл çуратса пар», — терĕ. Атнер çут тĕнчене килнĕшĕн мĕнешкел савăнчĕ. Мăшăрăм пĕ-ĕ-ĕчĕк пепкине йăтса çÿрени сăн ÿкерчĕксенче упранса юлнă. <...> Мăшăрăм чирлесен питĕ йывăр пулчĕ. Анчах унпа юнашар пурăнни, калаçни, юлашки сывлăш тухиччен пĕрле пулни пурăнма пулăшать.
Тата çынна юратнă ĕç кирлĕ. Çакă вăй-хăват парса тăрать. Эпĕ — телейлĕ, мĕншĕн тесен хам юратнă ĕçпе пурăнатăп. Килте йăлтах йĕркеллĕ. Хама ирĕклĕ туятăп — хваттерте ачасем хăйсемех тирпейлеççĕ-пуçтараççĕ, апат-çимĕç хатĕрлеççĕ. Эпир килĕштерсе пурăнатпăр. Çавăнпах ĕçлеме те кăмăллă. Мана çаплипех рольсем параççĕ. Театрта ĕçлеттернĕшĕн савăнатăп. Çĕнĕ пьеса илсен паянхи кунчченех «Мана валли роль пур-ши?» — тесе ĕмĕтленетĕп. Сцена çине пĕчĕк сăнарпа тухсан та телейлĕ эпĕ.
Театра ура ярса пуснăранпа 70 çул сисĕнмесĕр иртрĕ. Çаплипех театр еннелле утас, сцена çине тухас килет», — чунне уçать СССР халăх артистки Вера Кузьмина.
Кинне Гажидма Дамбаевнăна тирпейлĕ, сăпайлă пулнишĕн юратать вăл. Ăна Байкал кÿлли хĕррине илсе кайнăшăн тав тăвать. <...> «Шăнса вилсен те Байкалта шыва кĕретĕпех», — терĕм <...>», — кула-кула каласа кăтартать нимрен те хăраман чăваш хĕрарăмĕ.
Вера Кузьминична ытти театрти çĕнĕлĕхсемпе кăсăкланать, вĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн савăнать. Художниксен кураври ĕçĕсемпе кăмăлтан паллашать.
«Хусанкай калашле, малалла-ха пурнăç, малалла», — çакна яланхи пекех тулли кăмăлпа, чун-чĕре ăшшипе калать халăх юратакан артистка.
Поэзи тата театр ачи
«Ман пирки хăй вăхăтĕнче Геннадий Айхи «Атнер Хусанкай — поэзи ачи» тесе каланă. Эпĕ хам çинчен поэзи кăна мар, театр ачи те теме пултаратăп. Килте никампа та хăварайманран анне мана театра илсе каятчĕ. Сăмахран, Ефим Никитин пьеси тăрăх хатĕрленĕ «Сарпике» юмаха темиçе те курнă. Манăн анне тĕп сăнара — Сарпикене — вылятчĕ. Спектакль вăхăтĕнче сцена çинчи люк уçăлатчĕ те çĕр тĕпĕнчен тухакан усал вăйсем ăна тапăнатчĕç. Çак самант мана, ачана, питĕ тарăхтаратчĕ.
Театр труппипе пĕрле гастрольсене çÿренĕ. Мана, хулара çитĕнекенскерне, ял пурнăçĕ интереслентернĕ. Эпир çынсем патĕнче те, шкулта та çĕр каçнă. Аннепе пĕрле вĕреннĕ-ĕçленĕ артистсене лайăх ас тăватăп.
Ун чухне сцена ăстисене пĕр ялтан теприне грузовикпа илсе çитеретчĕç. Çумăр хыççăн çул пă-сăлатчĕ. Ял çыннисем кĕтÿ хăваласа кĕртсен, выльăх çитерсен тин спектакль курма пуçтарăнатчĕç. Манăн ун чухне çывăрас килетчĕ.
Каярах асанне Тутарстанри Сиктĕрмерен пирĕн пата куçса килчĕ. Эпир унпа вăхăт ытларах ирттернĕ. Çурт картишне выляма тухсан: «Этнер, киле кĕмелле», — чĕнетчĕ. Этнер тени мана килĕшместчĕ. Вăл чăваш чĕлхи йĕркипе тĕрĕс каланине кайран тин ăнлантăм.
Анне вылянă спектакльсене пурне те курнă. Борис Чиндыков çырнă «Хура чĕкеç» монодрамăпа сцена çине тухни хăех мĕнешкел сумлă. Унта пĕтĕм ĕç унăн пуплевĕ тăрăх аталанать.
Кăçалхи чи пĕлтерĕшлĕ самант — аннене «Ылтăн маска» преми пани. Мускаври Пысăк театра Александр Ширвиндт, Валентин Гафт, Иван Краско, Алла Покровская... пынăччĕ. Анне хăйĕн сăмахĕнче пурне те тав турĕ, Мускавра вĕреннине аса илчĕ. Çакăн хыççăн вырăсла калаçакан студентсем аннене хисеплесе чăвашла такмаклама пуçларĕç. Вĕсен йышĕнче пĕри чăваш пулнине кайран тин пĕлтĕмĕр. Вăл те асламăшĕнчен, те кукамăшĕнчен такмак сăмахĕсене вĕреннĕ. Çав ÿсĕмрисенчен Владимир Зельдин, Вера Васильева тата манăн анне «Ылтăн маска» премие тивĕçнĕ. Халĕ икĕ Вера Кузьминична юлчĕç», — амăшĕпе тивĕçлипех мăнаçланать Атнер Хусанкай.
Тăван амăшĕ пекех
Кинĕ Гажидма Дамбаевна Мускавра Атнер Хусанкайпа пĕрле аспирантурăра вĕреннĕ вăхăтра Вера Кузьминичнăпа паллашни, Шупашкара куçса иккĕмĕш амăшĕпе пĕрле пурăнма пуçлани çинчен хамăр хаçатра çырнăччĕ.
«41 çул хушшинче аннепе иксĕмĕр пĕр-пĕрне сивĕ сăмах каласа кÿрентермен. Маншăн 3 сыпăкри тăвансем пĕрле пурăнни — хăнăхнă пулăм. Çемьере пĕр-пĕрне хисеплесен пĕр чĕлхе тупма çăмăл.
«<...> Атнерăн амăшĕ маншăн çав тери çывăх. Улан-Удэре тăван анне пурăннă чухне Вера Кузьминичнăна «эсир» теттĕм. Анне çут тĕнчерен уйрăлса кайсан хам сисмесĕрех ăна «эсĕ» теме пуçларăм.
«Вера Кузьминичнăран тĕслĕх илĕр» — çырса лозунг хатĕрлес килет. Вăл никама та сивлесе калаçмасть, чун-чĕре хушнине итлесе, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнать.
<...> Куракансем анне мунча кĕме юратнине пĕлеççĕ. Çавăнпах чечек вырăнне милĕк парнелесен те хĕпĕртет вăл.
Вера Кузьминична мăнукĕпе Петĕрпе мăнаçланать. Сăн ÿкерчĕк тăрăх танлаштаратăп та ывăлăм аслашшĕне Петĕр Хусанкая аса илтернине куратăп. Анне Атнер Петровичăн, манăн, Петĕрĕн юлашĕсемпе те туслă», — палăртать Гажидма Цыбенова.
«Ипполит Агаков культуролог сĕннипе «Хура чĕкеç» монодрама çырăнчĕ. Ку шухăша темиçе çул аталантартăм. Çав ĕçре Вера Кузьминан шалти тĕнчине кăтартас, амăшĕн сăнарне пĕтĕçтерес тĕллев пулнăччĕ», — Вера Кузьмина валли ятарласа çырнă ĕç тавра сăмах пуçарсан аса илчĕ чăваш драматургĕ Борис Чиндыков. 1995-1996 çулсенче çемйи Мускава куçсан Вера Кузьминапа Атнер Хусанкай патĕнче хĕл каçнă вăл. Ун чухне Гажидма Дамбаевна ывăлĕпе Мускавра пурăннă. «Вера Кузьминична пасартан тăпăрч илсе килетчĕ. Эпир çывăрса тăнă çĕре репетицие кайма ĕлкĕретчĕ вăл. Ирхине апатланмашкăн тăпăрча варенипе пăтратса сĕтел çине лартса хăваратчĕ», — калаçăва тăсать Атнер Хусанкайăн та, Вера Кузьминичнăн та юлташĕ.
Мăшăрлану керменне кайиччен...
«Университетра вĕреннĕ вăхăтра пирĕн ушкăн кураторĕ Атнер Хусанкай пулнă. Ун урлă Вера Кузьминичнăпа паллашнă. 1991 çулта çемье çавăрма шухăш тытрăмăр. Манăн пулас арăм — Çĕнĕ Шупашкартан. Унăн картлашкапа хăпармалли Мăшăрлану керменĕнче çырăнас килнĕ. Çавăнпах спутник хулари пĕр хутлă ЗАГСа каяс темерĕмĕр. Шупашкарти Мăшăрлану керменĕнче çырăнма вара тĕп хулари прописка кирлĕ. Мĕн тумалла? Вера Кузьминичнăран пулăшу ыйтрăм. <...> », — пурнăçĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ саманта аса илет Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторăн çумĕ Владимир Степанов. Тулли верси...
Марина ТУМАЛАНОВА хатĕрленĕ.
Комментари хушас