Мал туртăмлă студент ĕç вырăнĕсĕр юлмĕ

21 Ака, 2017

Хальхи саманара пахалăхлă аслă пĕлӳ илес тесен аудиторире преподаватель вĕрентнине ăса хывни çителĕксĕр, ĕç паракан предприятисемпе организацисенче тăтăш пулса практика тухни пĕлтерĕшлĕ. Çакна ăнланса республикăри аслă шкулсем вĕрентӳ ĕç-хĕлне предприятисемпе тачă çыхăнса пурнăçлаççĕ. Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Мускав автомобильпе çул-йĕр институчĕн Атăлçи филиалĕнче «Вузсемпе ĕç паракансен туслă çыхăнăвĕн выпускниксене пахалăхлă хатĕрлес ĕçри витĕмĕ» темăпа «çавра сĕтел» иртрĕ. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.

Уçă калаçăва вузра аслăрах курссенче ăс пухакансем, учрежденирен вĕренсе тухнă специалистсем, çул-йĕрпе транспорт тытăмĕнче вăй хуракан предпринимательсем хутшăнчĕç. Институт ертӳлĕхĕ ĕнентернĕ тăрăх, выпускниксен 85 проценчĕ ĕçе хăйсен специальноçĕпе вырнаçать. Çул-йĕрпе транспорт тытăмĕнче хăйсен ĕçне йĕркелесе янисем те чылай. Çакă, филиал директорĕн Наталья Евсюковăн шухăшĕпе, аслă шкул специалистсене хатĕрленĕ май практика тĕлĕшпе ăсталăх парассине тимлĕхре тытнипе çыхăннă.

Михаил Игнатьев республикăра çамрăксене аталанма миллионшар тенкĕ тăкакланине, уçăлакан Професси компетенцийĕн центрĕсем вузсене хатĕр кадрсем кăларма май панине палăртрĕ. Ырă тĕслĕх вырăнне электротехника кластерĕнчи специалистсен хатĕрленĕвĕ çӳллĕ шайра пулнине асăнчĕ. Чăн та, асăннă тытăмра рынок ыйтнине тивĕçтерекен кадрсем хатĕрлеме малта пыракан предприятисем хастар хутшăнаççĕ.

— Çул-йĕрпе транспорт отраслĕ аталанса пынă май ку тытăма студентсене халех явăçтармалли куç кĕрет. Чăваш Республикинче Çул-йĕр фондне йĕркелени регионти обћектсене вăхăтра тирпейлесе пыма пулăшать, — терĕ Михаил Васильевич. — Кăçал бюджетран çул-йĕр фондне уйăрнă укçапа, 5 миллиард ытла тенкĕпе, 297 километр çула тĕплĕ юсама, 104 çухрăма çĕнĕрен сарма, çуртсен таврашĕнчи 260 картишпе вĕсем патне çитерекен çулсене тирпейлеме палăртатпăр.

Студентсене явăçтармалла тенĕрен, хăш-пĕр предприяти ку енĕпе аслă шкулсемпе çыхăну йĕркеленĕ те ĕнтĕ. Акă МАДИн Атăлçи филиалĕн партнерĕсенчен пĕри хăйĕн обћекчĕсене Чăваш Ен студенчĕсене практика ĕçне йыхравлать. Кун çинчен «çавра сĕтелре» филиал директорĕн заместителĕ Филипп Ходаев пĕлтерчĕ.

Çул-йĕрпе транспорт комплексĕнче ăста специалистсем хатĕрлени хăрушсăрлăх органĕсенче тăрăшакансен ĕçне те чылай çăмăллатĕччĕ. Çак шухăша уçă калаçура Шалти ĕçсен министерствин Чăваш Енри ÇÇХПИ управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Романов палăртрĕ. Хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене хускатнă май ведомство ĕçченĕсем студентсемпе тачă çыхăну тытнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Сăмахран, ÇÇХПИ управленийĕ шкул ачисемпе пуçарнă проекта — çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн паспортне хатĕрлес ĕçе — пурнăçламашкăн шăпах студентсем хастар пулăшнă.

«Çавра сĕтелĕн» пысăк пайне Михаил Игнатьев студентсен ыйтăвĕсене хуравлани, вĕсен шухăшĕсемпе кăсăкланни йышăнчĕ. Дмитрий Гогонов акă малашлăхра Чăваш Енре логистикăн пысăк центрне курасшăн. Çавнашкал центр уçăлнă май чылай ĕç вырăнĕ йĕркеленессине курса тăраканскер кĕç-вĕç алла илекен специальноçпа тăван тăрăхрах ĕçлесе пурăнасшăн. Михаил Васильевич ку ыйту тавра правительствăра калаçу пынине пытармарĕ. Шел, хальлĕхе бизнес-проекта хута ямашкăн пуçăнма хăюллă предприниматель тупăнман. Евгений Воробьев сăмахĕнчен студент республикăри çул-йĕр аталанăвне çирĕп сăнаса тăни палăрчĕ. Республика ертӳлĕхĕ çитес пилĕк çулта ку хутлăхра мĕнле пысăк ĕçсем пуçарма палăртнипе интересленчĕ вăл. Пулас специалиста Михаил Игнатьев ĕç вырăнĕсĕр юласран шикленме тивмессе, çывăх вăхăтра 65 обћектра строительство-реконструкци ĕçне пикенме хатĕрленнине систерчĕ. Гульнара Шарафутдинова республика Пуçлăхĕ хăйсем патĕнче хăнара чухнехи меллĕ самантпа усă курса вырăнти правительство çамрăксене хавхалантарма майсем тупнăшăн тав турĕ. 4-мĕш курс студентки Канашри шкултан вĕренсе тухнă чухне физикăпа тытнă ППЭре лайăх кăтартупа палăрнă — 84 балл пухнă. Аслă шкул алăкне уçсан хĕр пĕрремĕш курс тăршшĕпех уйăхсерен 2-шер пин тенкĕ хушма стипенди илсе тăнă. Михаил Кулебяев, вузри «21-мĕш регион» студентсен стройотрячĕн ертӳçи, хăйсен ушкăнĕ Мускав, Питĕр хулисенчи пысăк обћектсен строительствине хутшăнса ырă ят илнине асăнчĕ. «Эпир республикăри ĕçсене хутшăнма та хаваспах килĕшетпĕр. Кирек мĕнле обћектра ĕçе пуçăнма хатĕр», — терĕ хастар. Оптимистăн хĕрӳллĕ сăмахĕ Чăваш Ен Пуçлăхне килĕшрĕ паллах. «Эпĕ сире илтрĕм», — терĕ вăл ăшшăн кулса.

Ирина ИВАНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.