Мал ĕмĕтлĕ çамрăк

10 Чÿк, 2016

Çĕр ĕçĕ çăмăл мар. Çапах пултаруллă, маттур çамрăксене хăратмасть вăл. Йывăр лава хăюллăнах кӳлĕнеççĕ, аталанаççĕ вĕсем. Вăрмар районĕнчи Тикешри Владимир Иванов фермер пирки те çаплах каламалла.

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн çамрăк агроном Вăрмарти пĕр предприятие вырнаçнă. Анчах çĕр ĕçне, тăван тавралăха юратни çĕнтернех ăна. Кĕçех Тикешри «Пучах» пĕрлешĕве ертсе пыма тытăннă. Çулталăкран вара каччă фермер хуçалăхне йĕркеленĕ. Пур япалана та тĕплĕ тума хăнăхнăскер çухалса кайман. Аслă пĕлӳллĕ специалист çĕр ĕçне, ял хуçалăх продукцине туса илессине çĕнĕлле йĕркелеме тăрăшнă. Выльăх-чĕрлĕхрен ытларах тупăш кĕнĕ май çине тăрсах ăна аталантарма тытăннă.

2014 çулта çемье фермине йĕркелеме 5 млн тенкĕ грант илнĕ. Укçапа ĕне вити çĕкленĕ. Унта сĕт сумалли, ăна сивĕтмелли залсем тунă. Сĕт, шыв пăрăхĕсем вырнаçтарнă. Паллах, палăртнине пурнăçа кĕртме нухрата хăйĕн кĕсйинчен те самай кăларма тивнĕ. Халĕ çутă та таса витере ĕçлеме те кăмăллă.

Çак тапхăрта фермерăн усă куракан çĕрсен лаптăкĕ 4089 гектара çитнĕ. Кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 5807 тонна пуçтарса кĕртнĕ. Утă, сенаж, силос палăртнинчен ытларах хатĕрленĕ. Фермер хуçалăхĕнче кĕрхи культурăсем 300 гектар акса хăварнă, çĕртме 2 пин гектар тунă.

Выльăх йышне те ӳстерсех пыраççĕ кунта. Иртнĕ çул хуçалăхра 495 тонна сĕт сунă. Кăçалхи кăрлач-юпа уйăхĕсенче кăтартăва 4,2 процент ӳстернĕ. Çак тапхăрта 20 тонна аш-какай туса илнĕ ?иртнĕ çулхин 172,8 проценчĕ%.

Чӳк уйăхĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 310 пуç шутланнă, çав шутра сăвăнаканнисем - 137. Кĕтӳ пысăкланнă май фермер хуçалăхĕнче 100 пăру вырнаçмалăх витене çĕнетнĕ. Проекта пурнăçлама 3,2 млн тенкĕ тăкакланă. Ăна Владимир Иванов йăлтах хăй укçипе тунă. Çĕнĕ витере икĕ çын вăй хумалла. Пурĕ вара хуçалăхра 21 çын тăрăшать. Ĕнер савăнăçлă лару-тăрура çĕнелсе илемленнĕ производство объектне хута янă.

Лариса НИКИТИНА.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.