Максимов-Кошкинский чĕртнĕ çутă ан сÿнтĕр
Чăваш Ен тĕп хули кинофестивале тăххăрмĕш хут йышăнчĕ. Пĕрремĕшĕ халăхсен патриотлăх туйăмне аталантаракан «Атăл чиккинче» ятлăччĕ. Ун хыççăнхисен теми сахал йышлă халăхсен кинематографипе çыхăнчĕ. Кăçалхи те çак ыйтăвах малалла тăсрĕ.
Палăртма кăмăллă: этника тата регион фильмĕсен конкурсне хальхинче маларахри çулсенчен чылай нумайрах ĕç тăратнă. Якутсен «Заблудившиеся», «Государственные дети», чеченсен «Февраль», бурятсен «Степные игры», «Отражение», тутарсен «Рудольф Нуриев. Рудик», пушкăртсен «Етеган», кабарда-балкарсен «Армия», чăвашсен «Пурнăç урапи», «Егор Шилов», ыттисем — çак ĕçсем пурте хăйнеевĕрлĕ, кăсăклă, вĕсенче — вăл е ку халăх пурнăçĕ, шăпи, ыратăвĕпе юратăвĕ.
Сахал йышлă халăхсен Шупашкарта иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери кинофестивалĕпе çыхăннă шухăшĕсемпе Чăваш Республикинчи Кинематографистсен союзĕн председателĕн заместителĕ Илтимĕр Ефремов паллаштарчĕ.
— Иртнĕ çулхисемпе танлаштарсан кăçалхи кинофестиваль çÿллĕ шайра иртрĕ, — терĕ вăл. — Çĕршывра, çавăн пекех регионсенче те, çак ĕç валли укçа-тенкĕ сахал уйăраççĕ пулсан та фильмсен пахалăхĕ начар мар. Шучĕпе те тивĕçтерет. Ку енĕпе якутсем уйрăмах маттур. Унта иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчех киноотрасль вăй илме пуçланă. Республика ертÿлĕхĕ ăна аталантарма ятарлă пулăшу программисем хатĕрленĕ, наци киностудине тытса тăма бюджетран укçа-тенкĕ уйăрать. Вырăнти Культура министерствинче те кино ыйтăвĕпе ĕçлекен тытăм пур.
Чечняра ку енĕпе лав нумай пулмасть çеç тапраннă темелле. Апла пулин те ырă кăтартусем куç умĕнчех. Унтан килнĕ режиссерсем каласа панă тăрăх — наци киностудине хальхи вăхăт ыйтăвне тивĕçтерекен аппаратурăсемпе, камерăсемпе пуянлатнă, унсăр пуçне кашни хуларах 3-4 заллă кинотеатрсем уçнă. Наци киновне аталантарма пулăшакан фонд йĕркеленĕ.
— Чăваш Енре ÿкернĕ фильмсене ыттисеннипе танлаштарса мĕн каланă пулăттăр?
— Ытти республикăра кино культурăна, наци идейине халăх патне илсе çитерекен хатĕр пулнине тахçанах ăнланса илнĕ. Хамăра илес тĕк, икĕ çул каялла ЧР Кинематографистсен союзне йĕркелерĕмĕр. Çакă вырăнтан тапранма пулăшрĕ. Акă, сăмахран, Шупашкарти кинофестивале малтан пирĕн фильмсем хутшăнман пулсан, юлашки виççĕшĕнче пулчĕç. Союз ун йĕркелÿçисем патне çырупа тухрĕ, пире илтрĕç. Пĕлтĕр Марат Никитинăн «Хорло» фильмĕ «Хĕрарăм сăнарне чи лайăх калăплакан» номинацире çĕнтерчĕ, Владимир Синяевăн «Куратор» ĕçĕ — «Арçын сăнарне чи лайăх калăплакан» номинацире.
Кăçал тата йышлă ĕçпе — сакăр фильмпа /пиллĕкĕшĕ — конкурса/ хутшăнтăмăр. Çакă пире хавхалантарать, анчах вĕсен пахалăхĕ шухăшлаттарать. Техника, оборудовани япăххипе çыхăннă çаксем. Монтаж, актер ăсталăхĕ енĕпе те çитменлĕхсем пур. Сăлтавĕсем нухрат ыйтăвĕпе çыхăннă.
Тата çакна та палăртам: этника фильмĕсене, чăвашсемсĕр пуçне, пурне те хăйсен чĕлхипе, вырăсла титрсемпе ÿкернĕ. Ман шухăшăмпа, çакăнта та халăх патриотлăхĕ, унăн культурипе йăли-йĕркине хисеплени палăрать. Чăваш Енре ÿкернисенче наци идейи питех сисĕнмест.
— Çакăн сăлтавĕ, тен, фильмсен режиссерĕсем чăваш пулманнипе çыхăннă?
— Чăн та, хальхинче вырăс режиссерĕсем ытларах хутшăнчĕç. Фильмсенче çавăнпа чăвашлăх çукчĕ. «История великого народа» /Ю.Сергеев/ çеç чăваш йăли-йĕркипе, халăх кун-çулĕпе çыхăннă. Тата «Колесо жизни» /Пурнăç кустăрми, А.Иванов/ пахалăхĕпе япăхрах пулин те ăшă туйăмсем çуратрĕ.
Якутсем каланă тăрăх — наци темипе вырăсла ÿкернĕ фильмсем прокатра укçа ĕçлесе илеймеççĕ. Çавăнпа вĕсем хăйсен чĕлхипе ÿкереççĕ.
— Кино ÿкерес ĕçре пĕрремĕш утăм тăвакансене сирĕн союз мĕнпе пулăшма пултарать?
— Кинофестиваль кунĕсенче ăсталăх класĕсем ирттертĕмĕр. Пĕри республикăра мультипликаци ĕçне аталантарассипе çыхăннă. Пирĕн ăстасем /ку енĕпе ятарлă пĕлÿ илнисем пур/ анимаципе кăсăкланакансене мультфильм мĕнле çуралнине уçса пачĕç.
Марат Никитин кинокартинăн кун-çулĕпе — режиссер шухăшлавĕнчен пуçласа вăл халăх патне мĕнле çитнипе — паллаштарчĕ.
Союз кăçал Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕпе тăватă проект хатĕрлесе федерацин тĕллевлĕ программине хутшăнчĕ. Эпир «Аван» студи шкулне аталантарасшăн. Унсăр пуçне «Вут-çулăмра иртнĕ çамрăклăх» документлă фильм хатĕрлесшĕн. Унта тăван республикăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи ĕç-хĕлне сăнласшăн. Марат Никитин режиссер вара «Нарспи» илемлĕ фильм ÿкерес тĕллевпе проект çырчĕ.
«Наци анимацийĕ» проектпа та ĕçлетпĕр: вăл мĕнле аталаннине тĕпчесшĕн тата Марина Карягинăн халапĕ тăрăх мультфильм ÿкересшĕн.
Хальхи вăхăтри йывăрлăхсем патшалăх пулăшнипе иртсе каясса шанатăп. Пирĕн камран вĕренмелли, тĕслĕх илмелли пур. Иоаким Максимов-Кошкинский пуçарăвĕпе Чăваш Республики чăмăртаннă тапхăрта та мĕн тери пĕлтерĕшлĕ фильмсем ÿкерме пултарнă. Вăл чĕртнĕ «Чăвашкино» хĕлхемĕ халĕ те йăлтăртатать, маттур каччăсене пысăк ĕçсем тума хавхалантарать.
Надежда СМИРНОВА
калаçнă
Комментари хушас