«Людмила пур чухне...»

15 Çурла, 2014

Пурăнса ирттернĕ кашни кун историре юлать. Çапла майпа çул хыççăн çул иртет. Çĕнĕ пулăмсем халĕ мĕн пуррине манăçа кăлараççĕ, кивелнĕ япаласем кирлĕ мар пулса юлаççĕ. Эпир вĕсенчен хăтăлма тăрăшатпăр, çĕннисене çул паратпăр. Телее, «аваллăхпа» сыв пуллашма васкаманнисем те пур-ха. Унашкаллисен шутне Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Нарат Чаккинче пурăнакан Людмила Даньковăна кĕртнĕ пулăттăм. Людмила Геннадьевна мăшăрĕн çывăх çыннисенчен юлнă еткерлĕхе - авалхи ĕç хатĕрĕсене, йăла-йĕркепе çыхăннă япаласене, куллен усă курнă савăт-сапана тата ыттине те - упраса хăварнă. 2007 çулхи ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче - хăйĕн çуралнă кунĕнче - «Сире кĕтекен çурт» ятпа музей-çурт уçнă. Аваллăхран упранса юлнă япаласене, музейри пек каласан - экспонатсене, унччен вите, сарай пулнă хуралтăсенче, пĕчĕк пÿртре вырнаçтарнă. Паллах, вĕсене тĕпрен юсаса, тирпейлесе илемлетнĕ. Кашнин алăкĕ çине чăвашла, вырăсла, акăлчанла ăнлантарса çырса хуни пур. Даньковсен ырă пуçарăвĕ пирки хыпар хăвăрт саланнă, кĕçех туристсем, тавра пĕлÿçĕсем Нарат Чаккине çул хывма пуçланă. Вĕсем çеç мар, журналистсем те, чиновниксем те. Лайăх япала пурне те килĕшнĕ, çакă кил хуçисене тата та хавхалантарнă.

Людмила Геннадьевна - пултарулăх çынни. Асăннă районти Октябрьски салинче çуралса ÿснĕ. 1982 çулта Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищинчен вĕренсе тухсан ăна Нарат Чаккине ĕçлеме янă, кунти хорăн пултарулăх ертÿçи пулса тăнă. Çавăнтанпа - паянхи кунччен. Вăхăтлăха вăл - Хуракассинчи культура учрежденийĕн директорĕ. Хăйсен ертÿçи декрет канăвĕнчен тухсан каялла тăван ялĕнчи культурăпа кану центрне таврăнĕ. Шел, хальлĕхе центрăн хуçи çук-ха, Людмила Геннадьевна вырăнне юлнă методист утă уйăхĕнче ĕçлеме пăрахнă. Апла-и, капла-и - Данькова тăван клубне манăçа хăвармасть. Унта хальхи вăхăтра юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Ăна пурнăçлаканĕсем те - вăлах тата мăшăрĕпе ывăлĕ, Валерий Витальевичпа Даниил. Вĕсем тÿлевсĕрех ĕçлеççĕ. Маччана юсанăшăн çеç ятарласа тытнă строителе кăштах тÿлеме май тупнă. Малалла пурнăçламаллин вĕçĕ-хĕрри те курăнмасть пек. Тĕрĕссипе, чи пĕлтерĕшлине - çурта газпа хутса ăшăтассине - иртнĕ çул хатĕрлесе çитернĕ. Çавăнпа та ытти ĕç Людмила Геннадьевнăшăн «шăл çемми» кăна-мĕн. Паллах, стройматериалпа, укçа-тенкĕпе вăхăтра тивĕçтерсен тенĕ пулăттăм. Данькова вара, кирек мĕнле лару-тăрăва те çĕнтерме хăнăхнăскер, кăçалхи раштав уйăхĕнче ялти хорăн 90 çулхи юбилейне тĕпрен çĕнетнĕ клубра паллă тума ĕмĕтленет. Уява пире халех йыхрав турĕ.

Музей патне таврăнар-ха. Уçнă çулах унта чикĕ леш енчи хăнасем те килсе курнă. Çакна картишри ятарлă стенд çинчи сăн ÿкерчĕксем те çирĕплетеççĕ. Унта Людмила Геннадьевнăна хура ÿтлĕ пикепе юнашар куратпăр. Пике «Россия сегодня» телеканалăн Англири ĕçченĕ-мĕн. 2007 çулхи чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче Раççей телеканалĕн «Вокруг света» ятлă акăлчанла программин ушкăнĕ çапла çырса хăварнă, «Питĕ лайăх йышăннăшăн, сирĕн ырă кăмăлăршăн, тараватлăхшăн чун-чĕререн тав тăватпăр! Пире кунта пурте килĕшрĕ, уйрăмах - чăваш сăри. Телей, сывлăх, ăнăçу сунатпăр!» СТС канал саккасĕпе 2009 çулта «YBW-qroup" компани нумай ярăмлă «Неоплачиваемый отпуск» телепрограмма ÿкернĕ, авăн уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш Енре пулса чăваш ялĕн паянхи пурнăçне, йăли-йĕркине туллин çутатса панă. Çакăншăн Даньковсен хăна çурчĕн хуçи ячĕпе тав сăмахĕллĕ телеграмма килнĕ.

2009 çулта Даньковсем ял туризмне аталантарма уйăракан гранта /148 пин тенкĕ/ тивĕçнĕ. Тĕрĕссипе, укçан мар, икĕ пура панă вĕсене. Унпа çуллахи пÿрт çĕкленĕ тата садра беседка туса лартнă. Паллах, çак хуралтăсене йĕркене кÿртсе çитерме çăмăл пулман. Ун пирки Людмила Геннадьевна хăй те пĕлтерчĕ,

- Пурасене саваласа икĕ мотор пĕтертĕмĕр. Çи витти валли стройматериал туянма кредит илтĕмĕр. Укçа нумай тухса кайрĕ. Упăшка маларах Мускава ĕçлеме çÿретчĕ, халĕ иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕнчен килтех-ха.

Даньковсем патĕнче эпир те виçĕ çул каялла пулса курнăччĕ. Унтанпа улшăнусем пур-и. Çуллахи çурта туса пĕтернĕпе пĕрех. Беседка та капăррăн ларать. Йĕри-тавра чечек ешерет. Мĕн пурри пĕтĕмпех туристсем валли. 2011 çулта Патăрьел районĕнчи Турханта иртнĕ Кокель ячĕллĕ пленэра хутшăннă ÿнерçĕсем Нарат Чаккинче пилĕк кун этюдсем ÿкернĕ. Даньковсен хăна çуртĕнче пурăннă. Апат çитерекенĕ те, паллах, Людмила Геннадьевна пулнă. Ун чухне юрать-ха ăна туристсене йышăннăшăн ĕç укçи çумне тата икĕ пин тенкĕ хушса тÿленĕ. Кăшт вăхăт иртсен, укçа çук тесе, пулăшма чарăннă. Апла пулин те Даньковсен музейне халăх йăтăнса килме чарăнман. Ун пирки кил хуçи хĕрарăмĕ акă мĕн шухăшлать,

- Хулара пăчă, сывлăшĕ уçă мар. Ялта ырлăх вĕт, пан улми мĕн чухлĕ сапаланса, çырла тăкăнса выртать. Килччĕр пирĕн пата, яланах хавас кăмăлпа кĕтсе илĕпĕр, мунча хутса кĕртĕпĕр, таса вырăн сарса парăпăр. Çут çанталăк панă ырлăхпа киленччĕр, çĕр улми кăларса, хăяр, помидор татса çиччĕр. Качака, ĕне сĕчĕ пур.

Пысăк хăнасем валли кил хуçи ятарласа наци апачĕ - шÿрпе, хуран кукли тата ыттине те - хатĕрлет. Акă иртнĕ уйăхра кунта Стамбултан «Путешественник» телеканал журналисчĕ Абдула Туркцой тата Савухи Ахмеров оператор тĕрĕк халăхĕсен авалхи йăли-йĕрки пирки фильм ÿкерес тĕллевпе килсе çитнĕ. Йăнăшман. Людмила Геннадьевна ертсе пыракан «Шăнкăрав» фольклор ушкăнĕн пикисем хăнасене хуран куклипе сăйланă, мăн асаннесемпе кукамайсем килти хуçалăхра услам çу мĕнле уçланине, кĕрпе, çăнăх авăртнине, çип арланине сăнласа кăтартнă. Вĕсемпе пĕрле Чăваш Енри паллă ăсчах Николай Егоров та пулнă. Профессор сĕнÿсен кĕнекине çапла çырса хăварнă, «Нарат Чакки ялĕ мĕнле аталанса кайни çинчен пĕр вăтăр çул каяллах çырнăччĕ. Тахçан пĕрре кунта «Çитмĕл те çиччĕ» передача валли чăваш туйĕ те ÿкернĕччĕ. Халь ак татах çаврăнса çитрĕм. Ку хутĕнче Турци телекуравĕпе килтĕмĕр. Туй ÿкернĕ чухне музей Людмила пуçĕнче кăначчĕ. Паян вара Даньковсен пĕтĕм кил-çурчĕ, пĕтĕм хуçалăхĕ музей пулса тăнă. Ĕмĕтĕмре тахçанах музее çаврăннă чăваш ялĕ - этнокультура заповедникĕ пурăнать. Тепре килнĕ çĕре Нарат Чакки, талккишпех пулмасан та, музее çаврăнасса шанса тăратăп. Людмила пур чухне Нарат Чакки чăваш пулсах пурăнасса, Тогаев традицийĕсене аталантарса пырасса шанатăп...»

Эпир те çаплах шухăшлатпăр. Юлашки вăхăтра ял туризмне аталантарасси пирки питĕ нумай калаçатпăр. Нарат Чаккинче вара çак ĕçе 7-8 çул каяллах ăнăçлă йĕркелесе янă. Хăй вăхăтĕнче пуçаруçăсене хавхалантарнă та. Халĕ мĕншĕн пулăшас мар. Людмила Геннадьевна палăртнă тăрăх - вăл çак ĕçе укçа ĕçлесе илес тесе мар, чун валли йĕркеленĕ. Музее пынă пĕр туристран та укçа ыйтмасть. Парас текенни кĕмĕлне унсăрăнах «Хăна çуртне аталантарма» тесе çырнă курупкана ярса хăварма пултарать.

Ял тăрăхĕн, район администрацийĕн ертÿлĕхĕ Нарат Чаккин, çак хутлăхăн сумне, чапне республикăра, çĕр-шывра, тĕнчере çĕклекен Людмила Данькова пирки тепĕр хут аса илетех пулĕ тетĕп. Тĕрĕссипе, ăна кирлех те мар çакă, унсăрах пĕлеççĕ вĕри чĕреллĕ хĕрарăма. Ку яла, района, республикăна, пĕтĕм чăваш халăхне кирлĕ.

Надежда СМИРНОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем

Рубрика: