«Л.М.» - харсăр пионер

14 Çурла, 2014

Лида чартак чÿречи умĕнче ларать, хăй вăрçăчченех кунта асламăшĕ патне çуллахи каникула килнине аса илет. Темиçе уйăх çеç иртрĕ, анчах ку тахçанах пулнăн туйăнать! Кайран вара вăрçă пуçланчĕ. Асламăшĕ Лидăна Ленингада амăшĕ патне ямарĕ.

Часах фашистсем Иваново хулине çитрĕç. Таçта кунĕн-çĕрĕнех тупă сасси илтĕнсе тăрать. Самолетсем улаççĕ. Машинăсем кĕрлеççĕ. Фашистсем Мускава туртăнаççĕ.

– Пур пĕрех кĕртмеççĕ вĕсене, – тет асламăшĕ çине-çинех. – Мускава Гитлер ури ярса пусмĕ!

Лида шухăшлать-шухăшлать те чÿречерен пăхать. Сасартăк вăл ял хĕрринче темĕнле хускану асăрхать. Такам çул урлă чупса каçрĕ пек. Темĕнле сăрă тĕслĕскер. Туйăнчĕ-ши?

Çук... Акă пĕр сăрă кÿлепе, ун хыççăн тепре... Нимĕçсем... Ытти чухне вĕсем яла никамран пытанмасăрах кĕретчĕç. Сыснасене, кăвакалсене, чăхсене тытатчĕç. Минтерсене, тутăрсене – алла мĕн лекет, çавна туртса илетчĕç. Мĕншĕн вĕсем халĕ йăпшăнса çÿреççĕ тата çырмара пытанаççĕ?

Тĕрĕс, тем шухăшĕ тытнă. Анчах мĕн? Тата кам куçĕ умне курăнасран хăраççĕ-ха?

Лида сăмсипе кантăка перĕнчĕ. Вăрманта икĕ совет танкĕ курăнса кайрĕ. Малтине Иван Мороз старшина, опытлă танкист хускатрĕ, теприне – Алеша Сенцов çамрăк сержант.

Танксем разведкăна тухнă. Малта – ял. Люк хупкăчĕ уçăлчĕ те старшина курăнса кайрĕ.

– Шăп пулас.

Çывăхри пÿртрен пĕр карчăк тухрĕ.

– Ялта нимĕç нумай-и? – ыйтрĕ старшина.

– Çук... Таçта чупса çÿреççĕ, пусмăрçăсем. Сире çеç шанатпăр, салтакăмăрсем!

Чартак чÿречинчен Лидăна танксем аванах курăнчĕç. Малтан вăл вĕсем фашистăн тесе шухăшларĕ. Кайран тимлĕрех пăхрĕ те хĕрлĕ çăлтăрсене асăрхарĕ, мĕн курнине ĕненме те йывăр пек туйăнчĕ.

"Пирĕн! Ăçтан тупăннă вĕсем кунта? Фронт таçта Мускав патĕнчех-çке. Тăшман ункине çĕмĕрсе тухнă-и? Тапăну-и ку? Фашистсене хăвалаççĕ-и? Эпĕ вара кунта мачча çинче ларатăп та нимĕн те пĕлместĕп!"

Нимĕçсем вара? Лида шанк хытрĕ. Акă мĕншĕн нимĕçсем çырмара пытанчĕç. Ахăртнех, пирĕн танксем çинчен пĕлнĕ вĕсем. Çавăнпа пытанчĕç те. Ăнсăртран тапăнасшăн.

Анчах танкистсемшĕн ку хăрушă вĕт-ха. Хăйсене нимĕçсем кĕтсе ларнине вĕсем пĕлмеççĕ. Асăрхаттармалла! Лешĕсем курсан?.. Пултăрах... Асăрхаттармалла!

Лида танксем патне чупса кайрĕ.

– Танкист юлташсем! Кайăр! Сире хупăрласа илесшĕн! Çавăнта – фашистсем!

– Тавах, йăмăкăм! – старшина çăра куç харшисене пĕрĕнтерчĕ. – Халех вĕсене чашлаттаратпăр!

Люк хупăнчĕ. Мотор кĕрлесе кайрĕ. Танксем çырмана вирхĕнчĕç.

Фашистсем çак тапăнăва кĕтмен. Хăраса ÿкнĕскерсем унталла-кунталла сапаланма тытăнчĕç. Анчах кая юлчĕç ĕнтĕ. Танкран пулемет пĕр вĕçĕм шатăртаттарма тытăнчĕ...

Çырмаран хăпарсан, çулсем хĕресленнĕ вырăнта Алеша çав хĕр ачана асăрхарĕ. Вăл ăна тутăрĕпе сулласа илчĕ. Пуçсăр хĕр ача!

Анчах пĕр Алеша çеç мар, фашистсем те курнă иккен хĕр ачана. Обер-лейтенант ăна тытма хушнă. Лидăна тытса килсен вăл чĕлĕмне тивертрĕ, туртма пуçларĕ. Аллисем вара чĕтреççĕ, çакна Лида тÿрех асăрхарĕ.

– Вырăс танкĕсене пирĕн çинчен эсĕ пĕлтертĕн-и-ха?

Лида шăпăртах.

Обер-лейтенант чĕлĕмне вăрăммăн туртса илчĕ. Мĕн тери хăрушă вĕт-ха, танксем çаврăнчĕç те вĕсем çине вирхĕнчĕç! Пĕтĕмпех çак хĕр ачана пула!

– Мĕн ятлă эсĕ?

Тĕлĕнмелле çынсем çак вырăссем. Пĕчĕкскер çеç хăй, шăл çыртма пĕлет. Нимĕн те каламасть.

– Тепре ыйтатăп: эсĕ мĕн ятлă?

Хĕр ача çаврăнса тăчĕ.

– Эпĕ сана вĕлерме пуçлатăп, – терĕ те нимĕç йăл кулчĕ, чĕлĕм тĕтĕмĕпе Лидăна питĕнчен вĕрчĕ. Хĕр ача пит-куçне пĕркелентерсе илчĕ.

Обер-лейтенант чÿрече патне пырса тăчĕ те сăнама пуçларĕ. Урамра урапа тăрать, ун çине салтаксем вилнисене хăпартса хураççĕ.

– Эпĕ пĕлетĕп, вырăссене эсĕ асăрхаттарнă. Эпĕ сана çакса вĕлеретĕп! Хăрамастăн-и?

Хĕр ача сăмсипе нăшлатса илчĕ те шăппăн... кулса ячĕ. Çак кулă нимĕçе ăнран кăларчĕ тейĕн.

– Çакса вĕлермелле! – кăшкăрчĕ вăл хăйĕн салтакĕсене. – Хăвăртрах!

Салтаксем Лидăна алăран тытрĕç, пÿртрен урама тĕксе тухрĕç те çулпа утса кайрĕç.

Лида танк вакланă çул тăрăх утать. Часах пĕтĕм çĕр çакăн евĕр пулса тăрĕ. Вĕсем килĕç, пирĕн танксем! Тăван çĕр çинчен пур фашиста хăваласа кăлармасăр та лăпланмĕç вĕсем!

Пÿрт айккинче Женька тăрать, Лидăпа пĕрле вĕренекенскер. Сăн-питĕнче хăйĕн – шикленÿ.

– Ăçта илсе каяççĕ сана?

– Çакма, – терĕ те Лида арçын ачана аллипе сулчĕ. Женька ĕненмерĕ.

Салтаксем хĕр ачана çăка йывăçĕ патне илсе пычĕç, çÿлелле тинкерсе çирĕпрех турат шырарĕç.

Хăрушă пулса кайрĕ, мĕншĕн тесен ют салтаксен сăн-питĕнче – лăпкăлăх. Вĕсем çынна çакмалли мар, ахаль вĕрен тытрĕç тейĕн.

Лида куçне вĕсенчен тартрĕ. Ял урамне, ÿкнĕ çулçăсемпе хупланнă çĕре сăнама пикенчĕ. Вĕрен тытнă салтакĕ хĕр ачана çăка патне сăмахсăрах тĕкрĕ. Касмăкне вăл хĕр ачан мăйне тăхăнтартрĕ те вăйлă туртрĕ. Лида ÿсĕрме тытăнчĕ, вĕрене аллипе сирме хăтланчĕ. Салтак кулса ячĕ.

Салтаксем туртнă чухне вĕрен икĕ хутчен татăлчĕ. Лида ăнланчĕ, вилетех вăл. Анчах ку тивĕçлĕ вилĕм пултăр. Хăй мĕн тери хăранине тăшмансем нихăçан та ан пĕлччĕр. Вĕсем çине вăл йĕрĕнсе пăхрĕ те шăл витĕр каларĕ:

– Хамах кăтартăп мĕнле тумаллине.

Çăка айĕнчи пысăк чул çине хăпарса тăчĕ те вĕрен туртăнса çитсен аялалла сикрĕ... Лида Матвеева çапла вилчĕ.

Хĕл ларчĕ. Мускав çывăхне çитнĕ фашистсене çапса аркатаççĕ. Çулсем çинчи юр кирпĕч евĕр вакланнă. Кунтан хĕрлĕ çăлтăрлă танксем иртеççĕ. Вĕсен хушшинче Алеша Сенцовăн танкĕ те пур. Вăл яла вирхĕнсе кĕчĕ.

Иваново. Пÿртрен каллех çав карчăк тухать.

– Сывлăх сунатăп, кинемей! Акă эпир килтĕмĕр те! Яланлăхах! Кунта тĕрлĕ тĕслĕ тутăрлă хĕр ача пурччĕ. Кĕркунне вăл пире çăлнăччĕ. Нимĕçсем хупăрласа илсен. Çавна курасчĕ!..

Кинеми пуçне пăркаларĕ.

– Çакса вĕлерчĕç ăна. Çав çăкаран çакрĕç, чун иллисем.

– Хĕр ачана-и? – Алеша сасси чĕтренчĕ.

– Çакрĕç, чиперскере...

– Мĕн ятлăччĕ вăл, кинемей?

– Лида. Матвеева Лида. Ленинградранччĕ вăл.

Танк кайрĕ, кинемей ун çине чылайччен пăхса тăчĕ, пит çăмарти тăрăх шултăра куççуль шăпăртатрĕ.

Алексей Сенцов çулĕ çăмăл пулмарĕ. Шывра та путрĕ вăл, вутра та çунчĕ. Госпитальте икĕ хутчен выртса тухрĕ. Каллех – каçăсем, çапăçусем, ялсем, хуласем.

Йывăр килсен Алеша кашнинчех Иваново ялĕнчи хĕр ачана, Ленинград пионерне Лида Матвеевăна, аса илчĕ. Вăл яланах çумраччĕ. Çунакан танкран тухма, çырана ишсе çитме, чĕрĕ юлма, çĕнтерме пулăшатчĕ.

Ирĕке кăларнă хуласенче çуннă пÿртсем çине Алеша Сенцов унăн ячĕпе икĕ сас палли çырса хăварчĕ: "Л.М." – Лида Матвеева.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.