Литература каçалăкĕнче - 30 çул

2 Авăн, 2014

Федерацин «Рослесозащита» учрежденийĕн Чĕмпĕр облаçĕнчи филиалĕн инженер-лесопатологĕ Николай Казаков литература ĕç-хĕлне кÿлĕннĕренпе 30 çул çитнине паллă турĕ.

Вăл - тăван тавралăх ыйтăвĕсемпе çырнă темиçе кĕнеке авторĕ, Чăваш Ен тата Чĕмпĕр облаçĕн хаçат-журналĕнче вун-вун статья пичетленĕ. Çавăн пекех тĕрлĕ ÿсĕмри çынсене çут çанталăка юратма вĕрентет, авалхи Чĕмпĕр кĕпĕрнин историйĕпе кăсăкланать, культура еткерлĕхне тĕпчет.

Ĕçтеше, юлташа Чĕмпĕр хулинчи 17-мĕш наци библиотекинче саламларăмăр. Уява журналистсем, çыравçăсем, общество деятелĕсем хутшăнчĕç. Чи малтан кĕпĕрнаттăрăн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канашçи, чăваш наци культура автономийĕн ертÿçи В.Сваев тата «Эткер» ыр кăмăллăх фончĕн директорĕ О.Мустаев сăмах илчĕç. Н.Казаковăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.Юман каласа кăтартрĕ. Ĕçтешĕсем /А.Дуванов, В.Титов, А.Липатов, Е.Сайгушева/ юбиляра саламласа ыр сунчĕç. Шкул ачисем уява пухăннисене Н.Казаковăн хайлавĕсене вуласа пачĕç.

Чăваш наци культурине сыхласа хăварас тата аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн, общество ĕçне хастар хутшăннăшăн, историпе культура еткерлĕхне халăхра сарнăшăн Н.Казакова Чĕмпĕр облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн Хисеп хучĕпе чысларĕç.

 

А.КУЛЬКОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.