Литература-и вара çакă?
Нумай пулмасть библиотекăран "Антология прозы двадцатилетних" кĕнекен 3-мĕш томне илсе вуларăм. Тĕлĕнтĕм те, пăшăрхантăм та.
Çамрăк писательсем Мускавпа Питĕр çамрăкĕсем çинчен çырнă произведенисем пичетленнĕ. Вĕсен пурнăçне, йăли-йĕркине, шухăш-кăмăл-туйăмне сăнласа панă. Пĕр калавĕнче те, повеçĕнче те Çарти салтаксен пурнăçĕ çинчен пĕр сăмах та çук. Ахăртнех, Мускав, Питĕр яш-кĕрĕмĕ Çар хĕсметĕнче пулмаççĕ-тĕр. Ытларахăшĕ университетсенче вĕренеççĕ курăнать. Анчах лайăх тăрăшса вĕренесси çинчен калаçмаççĕ те çав çамрăксем. Хайлавсенче ытларах сăра-эрех ĕçеççĕ, пуçа минретмелли пирки калаçаççĕ, секс ыйтăвĕ - пуринчен те малта. Калаçăвĕсенче усал сăмахсем, çав шутра хĕрарăм писателĕсен ĕçĕсенче те, "тивĕçлĕ" вырăнта. Хĕр писатель çырнă "Сука" калавра хĕрсен калаçăвĕ çапларах: "Вова СПИДпа чирлĕ, - тет пĕри, - пĕлмен, ĕнер икĕ хут патăм". "Эпĕ вара - паян. Унăн тачкинче, ах! сука!" - тет тепри.
Эпĕ шутлатăп, çавăн йышши вĕреннĕ-вĕренмен çамрăксем диплом илеççех ĕнтĕ, Мускаври министерствăсене, ведомствăсене ĕçе вырнаçаççĕ, халăха "ертсе" пыма пуçлаççĕ. Ыррине мĕн кĕтме пулать вĕсенчен?
Мускав - хуçа, эпир тарçăсем пулса юлатпăр.
Ку йĕркесене çав кĕнекене вуланă хыççăн тÿсеймесĕр çыртăм. Библиотекăра ĕçлекенсене çак кĕнекене никама та вулама ан парăр терĕм.
Ревокат МОИСЕЕВ,
Комсомольски районĕ
Комментари хушас