Лили тунине касмалла

Лили чечекне кĕркунне лартаççĕ-и? Чечеке каснă хыççăн юлнă лили тунине касса пăрахмалла-и?

Людмила ВАРЛАМОВА.

Вăрнар районĕ.

Лилин сортне кура çурла уйăхĕн варринчен пуçласа юпа уйăхĕчченех лартма юрать. Çĕр шăниччен лили суханĕ тымар ярса тăпрана анма ĕлкĕрет. Кĕркунне лартнă чечек тымарĕ сивве хăнăхать, çуркуннехи сивĕсенче те аптрамасть, хăвăртрах тухса çитĕнме пуçлать, чечеке ларать.

Çак чечек пулăхлă кăпка тăпрана юратать. Хĕвел лекмен вырăнта, йывăр çĕр çинче лили капăррăн çеçкеленнине кĕтсе илеймĕр. Лили лартма йăрана çапла хатĕрлемелле: лайăх çĕрнĕ тислĕк сапса тăпрана кăпкалатмалла. Пĕр-пĕринчен 15 см, ретсен хушшинче 23-26 см хăварса путăксем туса тухмалла. Лили чечекне сухан диаметрне виççе хутласа пулакан тарăнăшне лартмалла. Тĕслĕхрен, сухан диаметрĕ 3 см пулсан ăна 9 см тарăнăшне лартмалла.

Путăксене хăйăр сапмалла, унта сухансене тымарĕсене майласа лартса тухмалла, çиелтен тăпрапа витмелле. Шăнтнă тĕлелле лили йăранне улăмпа е çулçăпа, е пăчкă кĕрпипе витмелле, ăна çуркунне юр ирĕлсе пĕтсенех пуçтарса илмелле.

Лили ÿсекен вырăнта çуркунне шыв пуçтарăнса тăмалла мар. Ытлашши нÿрĕк çĕрте чечек тымарĕ çĕрет. Чечек лартма палăртнă вырăн айлăмра е тăпрари шыв сийĕ /грунтовые воды/ çиелте пулсан унта тăпра сапса çÿллĕлетмелле.

Енчен те выгонка валли хатĕрленĕ лилие туяннă пулсан /ăна хăшпĕр чухне лавккари сутуçăсем те пĕлеймеççĕ, таварпа тивĕçтерекенсем ултавпа кÿрсе пама пултараççĕ/ вăл кĕркуннех шăтса тухать. Кун пек чухне мĕн тумалла-ха? Лили çеçки 15-20 см яхăн ÿссен тĕме кăлармалла та çамрăк çеçкене асăрханса çавăрса суханран туртса кăлармалла. Сухана каялла тăпрана лартмалла, лайăх витмелле. Кун пек чухне лили тепĕр çул çулла çеç, çĕртме уйăхĕнче, шăтса тухать, чечек çурмасан та пултарать.

Лилие çуркунне туяннă тăк ăна, паллах, çуркуннех лартмалла. Çуркуннехи ĕç йĕрки кĕркуннехи пекех.

Чечек çурăлса пĕтсен е чечеке кассан унăн туни юлать. Юлнă тунана çулла касса пăрахмалла мар. Вăл тымара аталантарма кирлĕ. Туна çинчи çулçă сарăхма пуçласан ăна çĕр çумĕнчен 10 см çÿллĕш хăварса касмалла.

Тĕме темиçе çул пĕр вырăнта лартсассăн унăн суханĕ çумĕнчи ачисем йышланаççĕ. Уйрăмах Ази гибричĕсен ачисем йышлă. Çавăнпа тымар çемйине кĕркунне кăларса пайламалла, суйламалла. Унтан каллех тăпрана лартма юрать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.