Лицей ачасене кĕтет

22 Чÿк, 2016

Тĕп хулари Г.С.Лебедев ячĕллĕ чăваш наци лицейĕн çурчĕ тавра калаçу, шăв-шав чылай пулчĕ. Тĕплĕн шухăшланă-виçнĕ хыççăн Шупашкар хулин администрацийĕ кунта кăнтăр-хĕвеланăç районĕнче вырнаçнă 4-мĕш лицейĕн иккĕмĕш корпусне хута ямашкăн йышăннă.

Çапла çулталăк каялла, 2015 çулхи юпа уйăхĕнче, тĕплĕ юсав ирттерме пикеннĕ. Строительсем 500 ача вырнаçмалăх çурт вĕренÿ ĕç-хĕлне пуçăнма хатĕррине çак кунсенче çирĕплетнĕ. Чÿк уйăхĕн 18-мĕшĕнче асăннă вĕренÿ учрежденийĕн пуçламăш класĕсем вĕренмелли, хушма пĕлÿ илмелли пÿлĕмĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çитсе курчĕ. Юсав хыççăнхи улшăнусемпе республикăн вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев та, Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков та паллашрĕç.

Виçĕ хутлă капмар çуртра пысăк та çутă классемсĕр пуçне спорт, гимнастика, хореографи залĕсем, сенсор пÿлĕмĕ, робототехника класĕ, медиатека, столовăй вырнаçнă. Хальхи вăхăтра хута каякан çĕнĕ шкулсенчи пекех коридорсенче вăйă лапамĕсем йĕркеленĕ.

Юсав хыççăнхи çуртра 4-мĕш лицейĕн Шкул тулашĕнчи ĕç-хĕл центрĕ те вырăн тупĕ. Хушма пĕлÿ парасси 11 педагог тăрăшнипе пулса пырĕ. Занятисене асăннă шкул ачисем кăна мар, кăнтăр-хĕвеланăç районĕнчи кирек хăш вĕренÿ учрежденийĕнче пĕлÿ пухакансем те çÿреме пултараççĕ.

4-мĕш лицей директорĕ Наталия Коновалова хушма вĕренÿ занятийĕсем çурта уçнă хыççăнах пуçланасса пĕлтерчĕ. Уроксем ирттермешкĕн вара хальлĕхе тăхтама тивĕ — çакăн валли шкулăн лицензи илмелле. Кĕçĕн классенчи 170 ача кунта вĕренÿ çулĕн виççĕмĕш чĕрĕкĕнче куçĕ, вĕренекенсен тепĕр пайĕ вара — çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче. Çурт лаптăкĕ пысăк, çавăнпа пÿлĕмсен пĕр пайне асăннă районти 50-мĕш шкулăн пуçламăш класĕсем валли уйăрма йышăннă.

Çĕнĕ корпус уçнине халалласа ирттернĕ савăнăçлă мероприятире /унта ашшĕ-амăшĕ йышлă хутшăнчĕ/ Михаил Игнатьев вĕренÿ тытăмне аталантарасси патшалăх политикин приоритетлă тĕллевĕ пулнине черетлĕ хутчен аса илтерчĕ.

— Ĕмĕртен çапла шухăшланă — ачисем ашшĕ-амăшĕнчен çивĕчрех, ăслăрах, çаврăнăçуллăрах пулмалла. Пирĕн тĕллев — çакăн валли условисем йĕркелесси, майсем тупасси. Унсăрăн цивилизаци пĕр тикĕссĕн аталанса пыраймĕ. Шкулсене тĕпрен юсас, çĕннисене хута ярас юхăм пуçланчĕ. Анлă программăна тĕрĕс-тĕкел пурнăçлама республика вăй çитересси пирки иккĕленместĕп, — терĕ Михаил Васильевич.

Ирина ПУШКИНА.

Б.ФИЛАТОВ сăнÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.