Леонид Черкесов депутат Шупашкарта сасăларě

РФ Патшалăх Думин Чăваш Енрен суйланнă депутачĕ Леонид Черкесов Президент суйлавне Шупашкарта хутшăнчĕ — хăй калашле, «тăван шкулта» вырнаçнă 2070-мĕш суйлав участокĕнче сасăларĕ.

«Эпĕ кунта регистрациленнĕ — çак шкул çумĕнчех вырнаçнă çуртра пурăнатăп. Яланах çак участокра сасăланă. Хальхинче те хамăр çуртра пурăнакансемпе пĕрлех сасăлас терĕм — вĕсенчен çурри суйлава килме те ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Мăшăрăмпа Надежда Николаевнăпа пĕрле килтĕмĕр. Ывăлăм Антон маларах сасăларĕ, кĕçех хĕрĕм Анна та суйлав участокне çитĕ», — пĕлтерчĕ вăл халăх нумаййине кура бюллетень илме кăштах черет кĕтме тивнĕ май.

Кабинăна кĕрсе тухнă хыççăн бюллетене урнăна ярсан, паллах, унран вăл мĕншĕн сасăлани пирки ыйтрăмăр.

Тăнăçлăхшăн, республикăра тата çĕршывăмăрта пурăнакансен пурнăç пахалăхне лайăхлатассишĕн, ыранхи кунпа çыхăннă çирĕп шанăçшăн сасăларăм. Тата — Раççейĕн кашни çыннин ырлăхĕшĕн тăрăшма тивĕç, Раççейĕн çутă малашлăхĕшĕн пĕтĕмпех тума хатĕр вăйлă Президентшăн, — пулчĕ хурав.

Леонид Ильич суйлав кунĕнче чăннипех уяв атмосфери пулнине палăртрĕ: «Паçăр хула урамĕсемпе çаврăнса килтĕмĕр. Çынсем хаваслă, суйлав участокĕсене утакан нумай. Эпĕ суйлавсемпе пайтах ĕçленĕ — паянхи пек çын йышлă пулнине астумастăп. 60-мĕш шкулта та, акă, хăвăрах куратăр, çын нумай — сасăлава хастар хутшăнаççĕ».

Унăн сăмахне 2070-мĕш суйлав участокĕн председателĕ Вера Ефремова та çирĕплетрĕ: «Графикпе килĕшÿллĕн черетлĕ пĕтĕмлетĕве 11 сехет те 45 минутра тумалла — шутлама иртерех-ха. Анчах халăх нумаййи умĕнхи пĕтĕмлетÿ тăрăх та курăнать: 9 сехет те 45 минут тĕлнех суйлавçăсен 15% саслама ĕлкĕрнĕ. Пирĕн участокра суйлавçăсен шучĕ 2 пин çынран та иртет, тĕп йыш сасăлава хутшăнасси пирки иккĕленместĕп».
 

Николай КОНОВАЛОВ. Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас