Ленский сысна çурипе ÿкерĕннĕ, Московский Сочире каннă

Урамра тин çеç çулла хуçаланатчĕ. Сисмерĕмĕр те — кĕркуннене кĕтĕмĕр. Халĕ шăпах иртнĕ уйăхра çăлтăрсен пурнăçĕнче мĕн пулса иртнине тишкермешкĕн вăхăт. Мĕнпе асра юлнă вăл? Çак ĕçре пире Инстаграм пулăшĕ. Астăватăр пулĕ: ку соцсетьре çынсем хăйсен сăнÿкерчĕкĕсене вырнаçтараççĕ. Кашни самант, кашни пулăм пирки ыттисене пĕлтерме тăрăшаççĕ вĕсем. Çăлтăрсен пурнăçĕ пирки халех тĕплĕнрех пĕлĕпĕр.

Кĕркунне тесенех шкула çул такăрлатни куç умне тухса тăрать. Чăваш эстрада артисчĕсем те тĕпренчĕкĕсене пĕлÿ çуртне пĕрремĕш хут ăсатнă. Евгений Григорьев шоуменăн ывăлĕ Рома кăçал 1-мĕш класа кайнă. «Вĕренĕвĕн 1-мĕш эрни гимназире ăс пухакан Ромăна çĕнĕ пĕлÿ, çĕнĕ шухăш-кăмăл, çĕнĕ тус-юлташ, йăрăмлă çĕнĕ шăлавар парнелерĕ. Пĕр эрне иртрĕ ĕнтĕ, нумаях юлмарĕ — 11 çул çеç», — çапла çырнă паллă шоумен ывăлĕн сăнÿкерчĕкĕ айне. Унăн тĕпренчĕкĕ ирĕклĕ кĕрешÿ секцине çырăннă пулмалла. Ывăлĕпе ашшĕ кил ăшшин управçи валли ятарласа видео ÿкернĕ: кĕрешÿре Рома ашшĕне çĕнтерет. Тĕрлĕ уяв, концерт ертсе пыракан Женя Григорьев канăва çемйипе пĕрле хаваслă ирттерме тăрăшать. Иртнĕ канмалли кун вăл ывăлĕпе пĕрле кăмпа пуçтарнине сăн ÿкерсе Инстаграма вырнаçтарнă. Вĕсем маттур пулнине пĕлтерсе чылайăшĕ комментарни хăварнă. Анчах чи интересли çакă: «Кăмпана — шурă костюмпа. Эсĕ — паттăр», — çырнă пĕри. Чăнах та, Евгений вăрмана шурă тумпа вĕçтернĕ!

Çулла вулаканăмăрсене Алексей Московскин Инстаграмри страници çинчен çырса кăтартнăччĕ. Юрăç хаçат страницине ÿкерсе хăйĕн аккаунтне вырнаçтарнăччĕ, «Вăт Инстаграм мĕн тăвать!» — тесе çырнăччĕ вăл. Ун чухне унăн сăнÿкерчĕкĕсене 4700 яхăн çын пăхса тăратчĕ. Халĕ ку хисеп 5500-тен иртнĕ! Иртнĕ уйăхра Алексей аккаунтне чылай видео вырнаçтарнă. Вĕсенчен нумайăшне тишкерсен çакă паллă: тĕрлĕ юрăпа чапа тухнă юрăç чупма тытăннă. Çапла-çапла, халĕ вăл сывă пурнăç йĕркине пăхăнать. Алексей Московский кашни ире тренировкăран пуçлать, тĕп хулари тĕрлĕ стадиона васкать. Ку ĕçе вăл эстрадăри юлташне Алексей Шадрикова та явăçтарнă. Елчĕк районĕн арĕсем ыттисене те спорта юратма вĕрентеççĕ. Алексей Московский чупнă чухне телефонри ятарлă сарăмпа /приложени/ усă курать. Вăл пулăшнипе дистанцие миçе минутра вĕçленине пĕлме пулать. Алексей 5 километра çур сехетре чупса тухнă. Тĕлĕнмелле те, вăл Сочири Олимп паркĕнче те чупнă. Астăватăр пулĕ: çулла юрăç хăйĕн страницинче çемйипе пĕрле канма каясси пирки пĕлтернĕччĕ. Халĕ Московскисем хăш хулара хĕвел айĕнче хĕртĕннине пĕлтĕмĕр. Юпа уйăхĕнче концерт йĕркелеме хатĕрленекен артист Сочире каннă, Абхазие те çитнĕ. Тăван тăрăхĕнче те ахаль лармасть вăл: Елчĕк районне кайсан кашни ире спорта халаллать. Хăй ÿснĕ вырăнсенче чупнă май вăл ачалăхне аса илнине çырса пĕлтернĕ. Иртнĕ канмалли кун юрăç вăрмана кăмпа татма кайнă. Юлашки вăхăтра çумăр çусах тăчĕ. Эппин, Алексей витри-витрипех кăмпа татнă пулĕ-ха.

Московские кура Иван Архипов та спорта парăннă. Инстаграмра 1000-е яхăн «çырăнакана» пухнă артист ир-ирех ращана çул тытать. Хăвăртлăхне кунран-кун ÿстерет вăл, çавăнпа ăна хăваласа çитеймĕн. Ара, 10 километра 51 минутра парăнтаракан спортсменпа епле танлашăн? Кăçал куракан патне «Ан хурлан, тăван», «Ытарайми аннем», «Шăпчăксем манпа юрлаççĕ», «Ĕмĕтсенчен килтĕн», «Кÿршĕ» юрăсем илсе çитернĕ Иван спортпа интересленме çеç мар, уявсене ертсе пыма та вăхăт çитерет. Кун çинчен вăл тÿрех Инстаграмри страницинче пĕлтерет. Красноармейски районĕнче çуралса ÿснĕскер юбилейри, туйри сăнÿкерчĕксене вырнаçтарать. Вĕсене пăхсан юрăç канмалли кун ахаль ларманнине ĕненетĕн. Пушă вăхăта вара вăл çемйине халаллать. Унăн страницинче хăйне евĕр сăнÿкерчĕк курма май килчĕ. Пит çинчи хура пÿрлешкесенчен хăтăлас тесе Иван мăшăрĕн мелĕпе усă курнă: хура маска сĕрнĕ. «Хитре пулас тесен мĕн кăна тумастăн-ши?» — çырнă вăл сăнÿкерчĕк айне.

«Кĕрхи кун хĕлĕпе тăрантарать», — тени тĕрĕсех мар-и вара? Шăпах çак тапхăрта тĕп сакай пахча çимĕçпе тулать. Чăваш эстрада артисчĕ Катя Петрова кавăнлă пулнă. Нумаях пулмасть вăл машина багажникне кавăн тултарнă та ун умĕнче сăн ÿкереннĕ. Ăна тÿрех Инстаграмри страницине вырнаçтарнă. Комментари те çырнă вăл: «Куракансен парни». «Саламлатăп», «Шурă чечексем» юрăсемпе халăх юратăвне çĕнсе илнĕскер ку соцсетьре 3 уйăх каялла çеç регистрациленнĕ. Апла пулин те 100-е яхăн «çырăнакана» пухма ĕлкĕрнĕ. Катя Петрова çемйипе, тăванĕсемпе, сцена çинчи ĕçтешĕсемпе сăн ÿкерĕнме кăмăллать. Килĕнчи тăватă ураллă тусĕсемпе те «çырăнакансене» паллаштарать вăл. Чĕрчунсене юратни тÿрех сисĕнет. Страницăна вырнаçтарнă юлашки сăнÿкерчĕкре Василий ятлă шурă кушака курма май пур. Чикша ятлă хам-хам та хуçипе сăн ÿкерĕннĕ.

Данила Ленский шоуменран тахçанах тĕлĕнме пăрахнă ĕнтĕ. Тĕрлĕ мероприятие хутшăнма, вĕсене ертсе пыма вăхăчĕ ăçтан çитет-ши тульккăш? Туй ертсе пырать, шоу-программăна хăнасене чĕнет, проектсем шухăшласа кăларать… Çаксене çирĕплетсе вăл Инстаграмри страницине тĕрлĕ сăнÿкерчĕк вырнаçтарать. Халĕ тулли кĕлеткеллĕ хĕр-хĕрарăм хушшинче иртекен «Мисс-Шарм» конкурса хĕрсе кайсах йĕркелет. Нумаях пулмасть вăл вĕсен ăсталăхне тĕрĕсленĕ. Пĕри Ленские пĕçернĕ сысна çурипе тĕлĕнтернĕ. Данила унпа сăн ÿкерĕнсе тÿрех Инстаграма вырнаçтарнă. Сăмах май, паллă шоумен страницине 3 пине яхăн çын «шĕкĕлчет», вĕсенчен вăтамран 200-ĕшĕ сăнÿкерчĕкĕсене «лайк» пусать.

Инстаграмра ытларах çамрăксем ларнинчен тĕлĕнмелли çук. Çĕнĕ технологисем аталаннă май вĕсем телефона алăран ямаççĕ, компьютер умĕнче нумай лараççĕ. Чăваш эстрадинче сулмаклă утăмсем тăвакан Кристина Софроновăн Инстаграмри страници куç умне лекрĕ. Любовь Афанасьева юрăçăн мăнукĕ кăçал 11-мĕш класа куçнă. Апла пулин те вăл куракансен юратăвне çĕнсе илме, юрă хыççăн юрă çыртарма, эстрадăри паллă юрăçсемпе дуэт юрлама ĕлкĕрнĕ. 700-е яхăн çын пăхса тăракан страницăра Кристинăн шкул пурнăçĕпе çеç паллашмастăн. Пике юлташĕсемпе сăн ÿкерĕнме кăмăллать. Вăл тусĕсемпе урамра уçăлса çÿрет, кафере тутлă апатпа сăйланать. Унсăр пуçне Кристина тутлă пĕçерме ăста. Унăн çывăх çыннисем вăл бананпа шăккалатран хатĕрленĕ торта çисе киленнĕ, Инстаграмри «çырăнакансем» вара «лайк» пусса çеç çырлахнă.

Инстаграма шĕкĕлчесен çын пурнăçĕпе тĕплĕнрех паллашма май пуррине ĕнентĕр-и, вулаканăмăрсем? Унта çăлтăрсен кашни утăмне йĕрлеме пулать. Çапла майпа хăвăра килĕшекен артист сирĕнпе çывăхрах пулĕ. Хальлĕхе чăваш эстрадинчи хăш-пĕр юрăçăн страницине çеç тишкертĕмĕр. Çăлтăрсем сцена çинче юрланисĕр пуçне тата мĕн ĕçлеççĕ? Тепрехинче кун çинчен тĕплĕнрех пĕлĕпĕр.

Юрăçсен Инстаграмри

страницисене

Ирина КОШКИНА тишкернĕ.

 

"Çамрăксен хаçачĕ" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.