Лайăхрах хатĕрленме пулăшĕ
10 Mar, 2017 | Вĕрентÿ | Экзамен

Вĕрентÿпе ăслăлăх тытăмĕнчи надзор служби социаллă сетьсем урлă "100 балл пухакансен сĕнĕвĕ" акцие çул панă.

Унта "Раççейри ăс-хакăл пуянлăхĕ" клуб ĕçне хутшăнакансем патшалăхăн пĕрлехи экзаменне мĕнле майпа лайăх хатĕрленсе тытмалли çинчен каласа параççĕ. Пĕр е темиçе предметпа чи нумай балл пухакансен пĕрлешĕвне 2016 çул вĕçĕнче Пĕтĕм Раççейри пĕрремĕш форумра йĕркеленĕ. "Экзамен кампанийĕсем юлашки çулсенче май пур таран ултавсăр, тĕрĕс иртеççĕ. Çав вăхăтрах 100 балл пухакансен йышĕ хушăнать: 2014 çулта — 3,6 пин, 2016 çулта 5,1 пин çамрăк. Хăйсен пĕлĕвĕн шайĕ чăнласах пысăккине çирĕплетеççĕ. Ырă тĕслĕхĕ, опычĕ, пĕлĕвĕ шкул пĕтерекенсене ППЭне лайăхрах хатĕрленме пулăшасса шанатпăр", — тенĕ клуб ертÿçи Сергей Кравцов.

www.hypar.ru

 

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Комментари хушас