Лайăххине те, начаррине те хак патăмăр
29 Jun, 2015 | Ял хуçалăхĕ

Чăваш автономине туса хунăранпа 95 çул çитнине, Республика кунне çÿллĕ шайра паллă турăмăр. Хамăра тата хăнасене Чăваш Ен экономикинчи, социаллă пурнăçĕнчи, культуринчи çитĕнÿсемпе ÿсĕмсене кăтартрăмăр та ĕçлеме, пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме пĕлнĕшĕн савăнтăмăр.

Иртнĕ эрнере тĕрлĕ отрасльти специалистсемшĕн усăлли чылай пулчĕ. Чăваш наци библиотекинче "Агропромышленноç комплексне лайăхрах аталантарма май паракан çулсем" "çавра сĕтел" хушшинчи калаçу иртрĕ. Сергей Павлов вице-премьер унта ялхуçалăх производствин ÿсĕмне "АПК аталанăвĕ" наци программине пурнăçа кĕртнипе /ял çыннисене çăмăллатнă йĕркепе ирĕккĕн кредит панипе/, патшалăх выльăхран продукци ытларах туса илме субсиди уйăрнипе, хуçалăхăн пĕчĕк тĕсĕсене тĕревленипе, чылай çĕрте ялăн социаллă инфратытăмне хывнипе çирĕплетрĕ. Ыйтăва сÿтсе явма Пенза облаçĕн ялхуçалăх министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Андрей Бурлаков та хутшăнчĕ. Унтах республикăри АПК организацийĕсен 2014 çулхи ĕç-хĕлне хакласа "Агро-100" клуба кĕртнисен списокĕпе паллаштарчĕç. Унта - ăнăçлă ĕçлекен 100 предприяти. Кăçал та чи ăнăçлă ĕçлекенни - "Авангард" обществăн "Çĕрпÿ беконĕ" филиалĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Вăрнарти аш-какай комбиначĕпе "Ольдеевская" агрофирма йышăннă. Пĕрремĕш теçетке йышĕнче - "Коминтерн" ЯХПК /Хĕрлĕ Чутай/, "Çĕрулмине мухтав-Елчĕк" АФ /Елчĕк/, "Çĕрулмине мухтав" АФ /Комсомольски/, "Чăваш бройлерĕ" АУО /Шупашкар/, Муркаш районĕнчи чăх-чĕп фабрики, "Комсомольски пахчаçимĕçĕ", "Санары" /Вăрнар/.

Клубра: Елчĕк районĕнчен - 15, Комсомольскисен - 13, Шупашкар районĕнчен - 11, Вăрнарсен - 9, Патăрьел енрен - 8, Етĕрнепе Муркаш тăрăхĕсенчен - 6-шар, Красноармейскисен - 5, Пăрачкавпа Канаш районĕсенчен - 4-шар, Элĕк, Йĕпреç, Хĕрлĕ Чутай, Çĕрпÿ, Куславкка тăрăхĕсенчен - 1-ер. Унта Улатăр, Çĕмĕрле, Вăрмар районĕсенчи организацисем лекеймен.

Шупашкар варринчи 4-мĕш микрорайона çутçанталăк газĕпе тивĕçтерме пăрăх тăсса çитернине июнĕн 23-мĕшĕнче савăнăçлăн паллă турĕç. Иккĕленÿ çук, кунта кăвак çулăм пулатех.

ЧР Строительство министерстви "Хальхи строительство: çĕнĕ майсемпе ÿсĕм çăлкуçĕ" "çавра сĕтел" хушшинчи калаçу ирттерчĕ. ЧР строительство министрĕн заместителĕ Сергей Безруков иртнĕ 5 çулта тĕрлĕ майпа явăçтарнă укçапа республикăра - 4,29 млн, вăл шутра 2014 çулта 862,1 пин тăваткал метр /2013 çулхинчен 3% нумайрах/ пурăнмалли вырăн тунине пĕлтерчĕ. Пĕлтĕр республика ăна кашни 1000 çын пуçне тăвассипе федерацин Атăлçи округĕнче малти вырăнсенчен пĕрне, Раççей регионĕсенчен 12-мĕш вырăна йышăннă.

Транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов ирттернĕ "Автоçулсен отраслĕнчи инновацисем" дискуссире халиччен отрасльте чикĕ леш енчен илсе килнĕ тавар вырăнне хамăр çĕршывра туса кăлараканнипе усă курмалла, транспорт инфратытăмĕн объекчĕсен хăрушсăрлăхне тивĕçтермелле, инноваципе нанотехнологие ĕçе кĕртмелле текен шухăш тĕпре пулчĕ.

Июнĕн 24-мĕшĕнче çĕрле Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери фейерверксен фестивалĕ пулчĕ. Тĕп хулари "Пироснаб-Поволжье" команда çĕнтерчĕ. Малти вырăнсене Беларуçран, Сергиев Посад /Раççей/, София хулисенчен /Болгари/ килнĕ ушкăнсем çĕнтерчĕç.

Вăрнар районĕнчи Çĕнĕ Юнтапа ялĕнче ФАП уçни ялйышшăн пысăк парне пулчĕ. Уявччен Комсомольски районĕнчи Элпуç ял тăрăхĕнчи ашшĕ-амăшне 165 ача вĕренмелли, 40-ĕн садике çÿремелли шкул тума пуçлани савăнтарчĕ. Михаил Игнатьев Муркашпа Пăрачкав районĕсене пушар сÿнтермелли икĕ автоцистернăн çăра уççисене пачĕ. Пĕтĕмлетсе çапла калас килет: республика влаçĕпе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем кăçалхи çур çулта халăхăмăршăн ырă ĕç нумай турĕç.

RAEX рейтингсен агентстви Чăваш Ен кредит илсе ĕçе кĕртесси, ăна процент ставкипе пĕрле тавăрасси наци хаклавĕн АÇ шайĕпе /кредита экономикăна явăçтарасси, тавăрса парасси питĕ йĕркеллĕ/ пулса пырать тесе пĕтĕмлетнине "Хыпар" пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Кунсăр пуçне çав агентство республика валли виççĕмĕш çумшай туса унăн рейтингĕ пĕтĕм тĕнчери хаклавăн ВВ шайĕнче /нумай вăхăтлăха илнĕ кредита тавăрса парасси вăтам хаклава тивĕçлĕ/ тесе пĕтĕмлетнĕ. Çав рейтингсен прогнозĕ: республикăна инвестици хываслăх пуласлăхĕ аталануллă.

Мĕнех, ку ĕç кăçалхи иккĕмĕш çур çулта та вăй илессе, Европа хуптĕрлевне /санкцине/ пула производствăна чакарнă промышленноç предприятийĕсем çĕнĕ кредит илсе аталану шайне кăçалах тухасса шанас килет.

Юрий МИХАЙЛОВ

Юрий МИХАЙЛОВ