Лайăх пурнăç - пуласлăхăн çирĕп никĕсĕ

13 Утă, 2016

Мускаври «Купина» Издательствăра «Если я расскажу о них...» кĕнеке пичетленсе тухнă. Авторĕ — ЧР Профессионал писательсен союзĕн членĕ Валентин Смирнов.

Валентин Андреевич кĕнекен жанрне хальхи вăхăтри çыравçăсен тĕрленчĕкĕсем тесе палăртнă. Вăл кăларăма республикăри паллă журналистсен хастар, чунпа çирĕп, ĕненÿ енĕпе вăйлă ĕç çыннисем çинчен çырнă статйисене вырнаçтарнă.

Кĕнекене кун çути курма пулăшнă тĕллев — «Чăваш Республикин 100 çулне — ĕçри 100 çĕнтерÿ» чĕнÿ. Автор çавăн пекех архив докуменчĕсемпе /1920 çулта Чăваш автономине йĕркелени çинчен/, республика промышленноçĕ ура çине тăнине çирĕплетекен материалсемпе усă курнă.

Çĕнĕ кăларăмра пире, вулакансене, вырăс балечĕн сумне çĕклеме пулăшнă СССР халăх артистки Надежда Павлова, тĕнче уçлăхне икĕ хут парăнтарнă Андриян Николаев космонавт летчик, Геннадий Волков академик, хăйсен ĕçĕпе тăван республикăна аталантарнă хастарсем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнă ентешсем, республика тулашĕнче пурăнакан маттур та харсăр йăхташсем çинчен кăсăклă каласа кăтартнă.

Автор шухăшĕпе — Чăваш автономийĕн юбилейне ĕçри çĕнĕ çитĕнÿсемпе кĕтсе илмелле, çав тĕллевпе ĕç коллективĕсенче ăмăртусем, смотр-конкурссем йĕркелемелле. «Пирĕн тĕллев пур, ăна пурнăçлама ăнтăлмалла. Тăван çĕршыва ĕненекен тата юратакан вăй пире пур инкеке те çĕнтерме пулăшĕ. Халăха лайăх пурнăç туса памалла, çакă Раççейпе чăваш халăхĕн пуласлăхĕн шанчăклă никĕсĕ пулса тăрĕ», — тет Валентин Смирнов писатель.

Надежда СМИРНОВА.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.