«Лайăх кăтартусемшĕн ĕçлемелле»

14 Чÿк, 2016

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен черетлĕ планеркăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй РФ Патшалăх Канашĕн ларăвне хутшăнни, ун умĕн федераци влаç органĕсен ертÿçисемпе тĕл пулни çинчен каласа кăтартнинчен тĕплĕнрех — паянхи номерте пуçларĕ.

Лару Ярославльте иртнĕ. Михаил Игнатьев çав хулари Планетари тĕнчери чи лайăх объектсенчен пĕри пулнине палăртрĕ. Чăваш Енре Планетари тăвас ыйту мĕнле шайра пулнипе кăсăкланчĕ. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Герман Александров проект хатĕррине пĕлтерчĕ. Республика Пуçлăхĕ ку объекта Шупашкар хулине никĕсленĕренпе 550 çул çитнĕ тĕле хута яма палăртнине аса илтерчĕ, çавна май строительство ĕçĕсене тепĕр çул пуçламаллине асăрхаттарчĕ.

Республикăн авариллĕ çурт-йĕрте пурăнакан граждансене çĕнĕ хваттерсене куçарассипе çыхăннă адреслă программи мĕнле пурнăçланни пирки ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Михайлов доклад турĕ. Ку программăн III тапхăрĕпе /2015-2016 çулсем/ килĕшÿллĕн 393 çынна /13,8%/ çĕнĕ çĕре куçарнă. Министр çивĕч ыйтусене хускатрĕ. Вĕсенчен пĕри — нумай хваттерлĕ çуртсем тăвас ĕçĕн хăвăртлăхĕ пĕчĕк пулни. Çакă Йĕпреç, Куславккапа Сĕнтĕрвăрри районĕсенче тата Улатăрпа Шупашкар хулисенче палăрать. Программăн IV тапхăрĕнче /2016 çул-2017 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ/ сакăр муниципалитет йĕркеленĕвĕнчи ишĕлес патнех çитнĕ 182 çуртра пурăнакан 3495 çынна çĕнĕ çĕре куçармалла. 2016 çулта республикăна çак тĕллевпе 239,1 миллион тенкĕ çитнĕ, ку нухрат — Куславккапа Шупашкар районĕсемшĕн тата Çĕмĕрлепе Шупашкар хулисемшĕн аванс. Муниципалитетсем 264 пÿлĕм /хваттер/ тĕлĕшпе контракт тата килĕшÿ тунă, хăйсене куçарса панă укçаран 9,4 миллион тенкипе усă курнă. Хальлĕхе 23 çынна çĕнĕ çĕре куçарнă.

Программăна пурнăçа кĕртнĕ май тĕл пулакан йывăрлăхсем çинче Владимир Михайлов тĕплĕн чарăнса тăчĕ: вырăнти бюджетсен укçи-тенки çитменни /Çĕмĕрле районĕ/, муниципалитет йĕркеленĕвĕсем пурăнмалли çурт-йĕр строительстви /туянăвĕ/ пирки контракт тăвассин тата нумай хваттерлĕ çуртсем хăпартас ĕçĕн хăвăртлăхĕ пĕчĕкки /Канаш, Куславкка, Комсомольски, Шупашкар, Çĕмĕрле, Етĕрне районĕсем, Çĕмĕрле тата Шупашкар хулисем/. Михаил Игнатьевăн ыйтăвне хуравланă май Владимир Юрьевич кăткăслăхсем пур вырăнсене тăтăшах çитсе килнине, подрядчиксен ĕçне тĕрĕслесех тăнине пĕлтерчĕ. «Чăнласах та, хăшпĕр çĕрте строительство хăвăртлăхĕ питĕ пĕчĕк, çавăнпа стройка путланса ларас хăрушлăх та пур», — пытармарĕ докладçă. Республика Пуçлăхĕ пысăк укçа ĕçлесе илме ĕмĕтленекен подрядчиксен патшалăх программисене хутшăнмасан аванраххине палăртрĕ. «Патшалăх программипе шÿтлеме юрамасть! Ăна вăхăтра пурнăçламалла. Таса мар чунлă подрядчиксене улăштарăр е хăвăртрах ĕçлеме хистĕр. Çав хушăрах ĕçсен пахалăхĕ пĕтĕм стандартпа норматива тивĕçтермеллине шута илĕр. Пурин те кăтартусем пулччăр тесе ĕçлемелле!» — асăрхаттарчĕ Михаил Васильевич.

Канашлура иртнĕ эрнере пăрлă çумăра пула Шупашкарти тротуарсемпе çулсем çинче, больницăсенче мĕнлерех лару-тăру хуçаланни пирки сюжет кăтартрĕç те — Михаил Игнатьев ЧР сывлăх сыхлавĕн министрне Алла Самойловăна, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Герман Александрова тата яваплă ытти çынна халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси малти вырăнта пулмаллине аса илтерчĕ. Пуçлăхран ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрне Михаил Резникова аэропортра чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнче пулнă пăтăрмаха /тĕплĕнрех — 2-мĕш страницăра\ вăхăтра пĕтерес тесе мерăсем йышăнманшăн хытах сăмах тиврĕ.

Санкт-Петербургри Импорта хамăрăн таварсемпе улăштарассин тата локализаци центрĕнче Чăваш Республикин презентацийĕ мĕнле иртнипе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин паллаштарчĕ. Центрăн курав лаптăкĕсенче Чăваш Республикин коллективлă экспозицийĕсене кă-тартнă: унта регионта импорта хамăрăн таварсемпе улăштарас енĕпе мĕн туни, промышленноçра, ял хуçалăхĕнче, туризмпа сервис сферинче пурнăçланакан проектсем, инноваци инфратытăмĕн объекчĕсем, промышленноç предприятийĕсемпе электротехника кластерне пулăшас тесе мĕн туни пирки информаци вырнаçтарнă. Малта пыракан предприятисен курав экспозицийĕсене йĕркеленĕ. Чăваш Ен компанийĕсем хăйсен продукцийĕпе, пулăшу ĕçĕсемпе тĕплĕн паллаштарнă. Санкт-Петербургри предприятисем чăваш çĕрĕнчи организацисемпе çыхăнса ĕçлеме кăмăл пуррине палăртнă.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА