«Лавккана кĕрсен унти хăтлăх кăмăла çĕклетĕр»
Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр райповĕ Чăвашпотребсоюз тытăмĕнче кăна мар, Раççейри Центрсоюзра та яланах кăтартуллисен йышĕнче пулнине нумай награда çирĕплетет. Вĕсене стена талккăшпех вырнаçтарнă та пурне асăнса тухма хаçат лаптăкĕ çитес çук. Çитмĕл тăхăр ял халăхĕн, 13 пин çыннăн кулленхи ыйтăвне тивĕçтерекен пултаруллă çак коллектив кал-кал ĕçлеме вĕренсе çитнĕ. Ял лавккинче-и, çăкăр пĕçерекенсем патĕнче-и е пылак шыв кăларакан цехра - производствăн кашни сыпăкĕнчех ĕç йĕрки-майне сехет механизмĕ пек хускатса янă та ыранхишĕн пăшăрханмастăн темелле. Çынсем яваплăха туяççĕ, каланине тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Пĕр ĕмĕт-тĕллевпе пурăнакан туслă йыша ертсе пыма та çăмăлрах пулĕ. Халь РФ потребкооперацийĕн тава тивĕçлĕ ĕçченне, Чăвашпотребсоюз правленийĕн Канашĕн членне, райпо пуçлăхне Л.П.Майковăна хăйне сăмах парар.
- Пирĕн ĕçе хаклани лайăх ĕнтĕ, - тет Людмила Петровна. - Çапах мăн кăмăлланас, ыттисем умĕнче пуçа каçăртас йăла çук пирĕн. Пурте ĕçлеççĕ. Элĕксем те, Сĕнтĕрвăррисем те, Етĕрнесем те вăл е ку кăтартупа мала ÿкнĕ. Халь çеç Шупашкартан ырă хыпар пĕлтерчĕç. ЧПС ертÿçи Валерий Михайлович Павлов алă пуснă хут илтĕмĕр. 2014 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче райпосем çамрăк выльăх тата чăх-чĕп туянса сутас енĕпе мĕнле ĕçленине тишкерсе тухнă. Элĕкпе Октябрьски райповĕсем тата Тăвай кооперативĕ пĕрремĕш вырăнта, эпир - иккĕмĕшсем. Эппин, кÿршĕсем вăй-хала шеллемеççĕ, çав вăхăтрах Мăн Сĕнтĕрсем те начар ĕçлемеççĕ.
- Людмила Петровна, çулне илсен сирĕн райпо ыттисенчен аслăрах. Кăçал Муркаш райповĕ 90 тултарнине паллă турĕ, эсир вара пĕр ĕмĕр чикки урлă каçнă коллектив. Çак тапхăр коопераци тытăмĕнче пысăк улшăнусемпе палăрса юлнă.
- Ĕлĕкхипе хальхине мĕн танлаштармалли. Ас тăватăп, ача чухне хуралтă евĕр пусăрăннă пĕчĕк лавккана пылак ĕмкĕч илме, вĕт-шакăрăн чи юратнă çимĕçне - «петушок» тесе калатчĕç, кĕреттĕмĕр. Сивĕрех кунсенче кăмакана вутпа е çĕр кăмрăкĕпе хутса ăшăтатчĕç. Шала ултă-çичĕ çын кĕрсенех пÿлĕмре тăвăрччĕ. Канфечĕпе юнашар пуллине те купаласа хунă, çăнăхне те çавăнтах виçсе параççĕ...
Райпо коллективне Василий Алексеевич Колбасов чылай çул ăнăçлă ертсе пынă. Чыс та мухтав ăна.
Паян пирĕн ял лавккисен хăтлăхне курсан - кăмăл çĕкленет. Тăпăл-тăпăл çуртсене кирпĕчрен купаланă, газпа ăшăтаççĕ, шалта таса та çутă. Çак шая çитрĕмĕр пулсан суту-илÿ культурине ÿстересси çинчен манмалла мар. Канашлура е пухусенче час-часах аса илтеретĕп. Тавар туянма тĕрлĕ çын кĕрсе тухать, кăмăл-туйăмне кура пурне те юрама йывăр. Тархасшăн ан кÿрентерĕр, сăпайлăрах пулăр, тетĕп. Итлеççĕ, тăнлаççĕ пирĕн çынсем, çавăнпа шалăп пулманпа пĕрех.
Юлашки пилĕк çулта ялсенче киввисене юсаса çĕнĕ сăн кĕртес, çĕнĕ лавкка туса лартас енĕпе нумай ĕçлеме тиврĕ. Манăн çум - строительство ĕçне йĕркелекен Валерьян Сергеевич Иванов - тăрăшулăхне уйрăммăн палăртасшăн. Çуллен 15 миллион тенкĕ уйăратпăр аталанăва.
- Ялти кооперацие автомагазин хатĕрĕсем çул хывни - ырă пулăм. Москакассинчи апат-çимĕç лавккинче чылай çимĕçе штрих-кодпа тивĕçтернĕ те - касса патĕнче черет çук. Ĕç хăвăртлăхĕ ÿсни куç кĕрет.
- 55 суту-илÿ предприятийĕнчен 12-шĕнче çĕнĕ хатĕрсем вырнаçтартăмăр. Капла тавар туянакан та, кассир та улталанмасть. Çитес икĕ-виçĕ çулта автоматизаци тытăмне пур çĕрте те хута яратпăр.
Халăхшăн меллĕ пултăр тетпĕр-çке. Тĕслĕхрен, хуçалăхра кирлĕ япала сутакан пысăк лавкка пур пирĕн. Çавăнпа строительство материалĕсене пахалама ятарлă вырăн уйăрса тĕрĕс турăмăр. Пÿрт тăррине витмелли е пÿрт ăш-чиккине çапса илемлетмелли материалсене хăв тытса суйлатăн. Кирлех пулсан киле леçме транспорт уйăратпăр. Меллĕ вĕт, пурин те груз машини çук. Лавкка заведующийĕ Галина Анатольевна Еруханова пек ĕçе чунтан парăннă çынсем татах пур пирĕн. Сăмах май, 36 çул ытла ĕçлет вăл суту-илÿре, ăна Центрсоюзăн Хисеп хутне пачĕç.
Манăн пĕр шухăша палăртса хăварас килет. Союз арканнă, 90-мĕш çулсенчи арăш-пирĕшлĕхре колхоз-совхоз сапаланса кайнă саманара потребкоопераци хăйĕн вăй-хăватне упраса хăварма пултарчĕ, ялта паян ун пек çирĕп те шанчăклă тытăм çук.
- Тĕрĕсех калатăр. Куллен кирлĕ тавар сутнипе пĕрлех райпо халăхран аш-какай, тĕш тырă, пахча çимĕç нумай туянать-мĕн.
- Пирĕн халăх ĕçлеме ÿркенмест. Хушма хуçалăхăн ытлашши продукцине сутса укçа мĕншĕн тăвас мар. 2013 çулта çынсенчен 105 тонна аш-какай, 1122 тонна сĕт, 38 тонна çĕр улми туяннă. Сиплĕ курăк нумай хатĕрленĕ. Кайăк-кĕшĕк туянса сутассипе малтисен ретĕнче пулнине маларах асăннăччĕ. Халăхран куллен виçĕ машина сĕт пухса çÿрет. Укçипе кашни эрнере татăлатпăр. Икĕ-виçĕ ĕне тытакан йышланчĕ, тăпăрчă туса сутни услам кÿрет.
Çăкăр, премĕк-печени, шушкă, сухари, пылак шыв цехĕсем 150 тĕрлĕ издели хатĕрлеççĕ, çак çимĕçсен пахалăхĕ хуларинчен пĕртте кая мар. Технологи оборудованине çĕнетсех пыратпăр, производство культури ÿсрĕ. Кондитера ятарласа вĕреннĕ специалистсем те пур пирĕн, хамăр вырăнта хатĕрленисем те ăсталăха туптаççĕ, аслисенчен вĕренеççĕ.
- Хăвăр та коопераци институчĕн дипломне илсен тÿрех пуçлăха ларман вĕт. Шупашкар район хĕрĕ суту-илÿ картлашкипе майĕпен хăпарса пынă.
- Шетмĕпуçĕнчи вăтам шкул хыççăн коопераци техникумне пĕтертĕм, унтан - институт. Малтанах ревизора илнĕччĕ мана. Каярахпа товароведа куçарчĕç, суту-илÿ уйрăмĕн заведующийĕ, райпо пуçлăхĕн çумĕ... 2003 çулта вара райпо канашне ертсе пыма шанчĕç.
Майковăна пит ырласа çырнине халăх тĕрĕс мар ăнланĕ. Çитĕнÿ никĕсне пирĕн маттур ĕçченсем хываççĕ. Калăпăр, кунта «Суту-илÿ тата пулăшу ĕçĕсен центрĕ» пур. Елена Анатольевна Одинцова - çав тери кăмăллă хĕрарăм. Потребкооперацире 1980 çултанпа вăл. Килен-каянпа тарават. Кама мĕн кирлине пĕлсех тăрать тейĕн. Çуллахи уйăхсем - стройкăн хĕрÿ тапхăрĕ. Стена çыпăçтармалли е сăрламалли мĕнле материал туянсан аванрах тесе килеççĕ те кашнин ыйтăвне тивĕçтерет. Москакассинчи лавкка çĕнĕлле ĕçлени çинчен каларăмăр. Хастар, ÿркенмен йыш. Кăçалах Калмăкасси ялĕнче автоматизаци хатĕрĕсем вырнаçтаратпăр. Шупуçĕнчи лавккана Роза Калистратовна Киселева ертсе пырать. Тавар çаврăнăш калăпăшне ÿстерессишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Нумай пулмасть иртнĕ Акатуйра Киселевăна ЧПСăн Хисеп хучĕпе чысларĕç.
- Суйласа илнĕ профессие чунтан парăннисене хавхалантарни аван ĕнтĕ. Ытти мĕнле майсемпе усă куратăр?
- Санаторисене яратпăр. Сирĕнпе калаçса ларнă хушăра профком председателĕ Алина Волкова кĕрсе тухрĕ. Пĕлетĕр-и, кооперацири чи хитре пикесен конкурсĕнче çĕнтерÿçĕсен шутне кĕме пултарчĕ чăваш хĕрĕ. Унăн шукăль тумĕ, хăйне сцена çинче килĕшÿллĕ тыткалани пурне те кăмăла кайнă. Алина юрă-ташăра ăста. Кану каçĕсемпе уявсене тĕплĕ хатĕрлесе ирттерет.
Ялта пурăнаканăн тĕнчене тухса çÿреме вăхăчĕ çукрах. Пахча, выльăх-чĕрлĕх тата ыт.те. Çу вăхăчĕ сутуçăсемшĕн те питĕ ĕçлĕ тапхăр. Кĕр енне кăштах пушанаççĕ. Çирĕм пилĕк çынна Сочири санаторире канса сипленме ÿкĕте кĕртрĕмĕр. Чиперех кайса килчĕç. Тав тăваççĕ, ара, хăшĕ-пĕри кăнтăрта пĕрремĕш хут, тинĕсре те пуçласа ишсе киленнĕ. «Чăваш Ен» санаторире те сывлăха çирĕплетеççĕ. Путевкăсен хакĕн 20 процентне çеç тÿлеççĕ çынсем, ыттине хамăр саплаштаратпăр.
Ыр кăмăллăх - райпо ĕçĕн уйрăлми пайĕ. Сахал тупăшлă çемьере ÿсекен е тăлăх çитĕнекен ачасем валли çуллен Çĕнĕ çул ăлки йĕркелесси йăлана кĕчĕ. Кашнине пĕчĕк парне, кучченеç çыххи паратпăр. Вĕт-шакăр пит-куçĕ епле савăнăçпа тулса çиçнине курасчĕ сирĕн. Вĕсем аслисен чун ăшшине туйса илчĕç. Питĕ хумхануллă та савăк самантсем чĕрине кĕрсе вырнаçаççĕ.
Çакнашкал уявсене паллă артистсене чĕнетпĕр. Сценине хамăр вăйпа капăрлататпăр. Пĕр тикĕс ĕçлесе пыракан 360 çынлă йыш канăвне йĕркелес тĕлĕшпе хăш-пĕр опыт пур. Ырă тĕслĕх кăтартакансене халăх умне кăларса чыслани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Акă потребкоопераци ветеранĕ, общество апатланăвĕн предприятийĕсен бухгалтерĕ Римма Аркадьевна Яковлева пирки ăшă сăмах нумай каларĕç. Хисепе тивĕçлисене ятран асăнмаллах. Сăмахран, водительсем çине пысăк ĕç тиенет. Андриян Александрович Тойбарсов, Иннокентий Гурьевич Галкин, Михаил Владимирович Симаков тата ыттисем çула тухма яланах хатĕр, техникăна аван пăхса тăраççĕ. Шанчăклă çынсем.
Самантпа усă курса эпĕ потребкоопераци ĕçченĕсене ырлăх-сывлăх, телей, çемьере тату пурнăç, тивлетлĕх сунасшăн, шухăшланă ĕмĕтĕрсем пурнăçланччăр. Ĕçĕр-хĕлĕр ăнса пытăр.
Вячеслав ГРИГОРЬЕВ çырса илнĕ
Комментари хушас