Лауреатсем паллă

15 Кăрлач, 2016

Ĕнер Чăваш Республикин Журналистсен союзĕн Çемен Элкер, Николай Никольский тата Леонид Ильин ячĕллĕ премийĕсене парассипе ĕçлекен комиссийĕсен ларăвĕсем иртрĕç, МИХ коллективĕсем çак наградăсене илме тăратнă авторсен ĕçĕсене тишкерчĕç.

Тăлăх ачасене пăхса çитĕнтерессине профилактикăлассипе, ача усрава илекен çемьесен пĕлтерĕшне ÿстерессипе çыхăннă материалсемшĕн «Хыпар» хаçатăн социаллă пурнăçпа вĕренÿ пайĕн редакторне Ирина Ивановăна, экономикăна аталантарассипе, социаллă пурнăçа лайăхлатассипе çыхăннă ыйтусене «Советская Чувашия» хаçатра пичетленĕ материалсемпе «Чăваш Ен» ПТРК эфирĕнчи телепередачăсемшĕн «Советская Чувашия» корреспондентне Леонид Никитина Çемен Элкер ячĕллĕ преми пама йышăннă.

«Хыпар» Издательство çурчĕн «Самант» журналĕнче кун çути кăтартнă чăваш халăхĕн хăйнеевĕрлĕхне упраса хăварассипе çыхăннă материалсемшĕн çак кăларăм редакторĕ Владимир Степанов Н.Никольский ячĕллĕ премие тивĕçнĕ.

Экологи хăрушсăрлăхне, тавралăха хÿтĕлессине халалланă, «Хыпар» тата ытти хаçатра пичетленнĕ статьясемшĕн Россельхознадзор управленийĕн пресс-секретарьне Надежда Васильевăна Леонид Ильин ячĕллĕ преми пама йышăннă.

ЧР Журналистсен союзĕн правленийĕ ĕнерех çак премисене парас тĕлĕшпе ĕçлекен комиссисен йышăнăвне пăхса тухса çирĕплетнĕ. «Хыпар» Издательство çурчĕн коллективĕ ĕçтешĕмĕрсене - Ирина Владимировнăпа Владимир Васильевича тата «Хыпарăн» общество корреспондентне Надежда Вениаминовнăна - професси союзĕн наградисене тивĕçнĕ ятпа ăшшăн саламлать!

Рубрика: 

Новости по теме