Лашана чăпăрккапа мар, сĕлĕпе хăвалаççĕ

«Рассвет» акционерсен уçă обществин директорне Виталий Русскова, хуçалăх ĕçĕпе Йĕпреçе килнĕскере, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕнче тĕл пултăм.

«Виталий Николаевич, çулталăк вĕçленсе пырать. Ĕç кăтартăвĕсемпе кăмăллă-и эсир?» — тесе ыйтсан районти чи лайăх хуçалăхсенчен пĕрин ертÿçи салтак пек кĕскен: «Кăмăлсăр, — терĕ. — Производство пур — тупăшĕ çук».

Тупăш çуккине директор республикăна таçтан килнĕ Африка мурĕ чăрмантарнипе сăлтавларĕ. «Карантина пула сысна какайĕн хакĕ кĕске хушăрах анса ларчĕ. Пире çав тери вăйлă ура хучĕ.

«Рассвет» общество — районта кăна мар, республикăра та сысна самăртакан пысăк хуçалăхсенчен пĕри. Ăна 40 çул ĕрчетсе йĕпреçсем пысăк опыт пухнă. Паянхи кун комплексра — 9300 пуç. Ун пек пысăк йыша пăхса тăма апат сахал мар кирлĕ. Уйрăмах — тырă.

«Кăçал тĕштырă 1310 гектар çинче акса çитĕнтертĕмĕр. Пÿлмене 3484 тонна хыврăмăр. Йывăрлăхсемсĕр пулмарĕ. Çу шăрăх тăчĕ. Çурхисем япăх çитĕнчĕç, тухăç кĕтнĕ чухлĕ туса илеймерĕмĕр. Тулă вырăнĕ-вырăнĕпе 12 центнертан ытла тухмарĕ. Çĕрĕ те пирĕн тăрăхра пит чаплах мар: 20 сантиметртан тарăнрах сухаласан арлан тăпри тухать. Çавăнпа удобрени нумай ыйтать. Вăл вара çулсерен хакланса пырать. Пĕрех укçа çитерсе кирлĕ чухлĕ туянма тăрăшатпăр».

Кĕрхисем пирки сăмах хускатсан Виталий Николаевич сăнĕ çуталчĕ: «Вĕсем çеç савăнтарчĕç: тухăç гектартан 35 центнерпа танлашрĕ. Выльăха выçă тытмăпăр. Хамăр арманта комбикорм кирлĕ чухлĕ авăртатпăр. Хĕрĕх çул ĕçлет пулин те чăхăмламасть-ха».

Çĕртме туса хăвармасан пысăк тухăç туса илме çуккине питĕ лайăх пĕлет опытлă ертÿçĕ. Механизаторсем тырпула пухса кĕртсенех 941 гектар çĕре сухаласа хăварнă.

Техника çитмест тесе пăшăрханмалли çук «Рассвет» ĕçченĕсен: паркра Агросс-530, Дон-1500 хир карапĕсем, юнашарах — тăватă Т-150, МТЗ-сем. Автомашинăсем те çителĕклĕ. Юлашки çулсенче вĕсен 40 процентне çĕнетме вăй çитернĕ.

Пысăк хуçалăха ертсе пыма аслă пĕлÿллĕ, хăй ĕçне чунтан парăннă специалистсем кирлĕ. Вĕсем те пур кунта. Пурте хăй ĕçне пĕлсе, юратса пурнăçлаççĕ. Тăрăшса вăй хуракан 110 çынна иккĕленмесĕрех пĕр команда теме пулать. Вуншар çул алла-аллăн тытăнса ĕçлеççĕ. Пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланма вĕреннĕ ветерансем çамрăксене хăйсен вырăнне хăварма хатĕрлеççĕ. Апла пулсан хуçалăхăн пуласлăхĕ пур.

«Пирĕн пата таврари 14 ялтан ĕçе çÿреççĕ, — пĕлтерет В.Руссков. — Ирхине автобуспа илсе килетпĕр, каçхине леçсе яратпăр. Уйăхри вăтам ĕç укçи — 15 пин тенкĕ. Столовăй пур. Кунне иккĕ çитеретпĕр. Уйра вăй хуракансене — тÿлевсĕрех».

Ертÿçĕ пысăк коллективри кашни çынна, уйрăмах нумай ĕçлекенсене хушамачĕ-ашшĕ ячĕпе пĕлет. Кăçал Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен уявĕнче Нина Павловăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ зоотехникĕ» хисеплĕ ят парса чысланă. Вăл «Рассветра» 30 çул ытла тăрăшать.

Виталий Николаевич Нина Агеева тĕп бухгалтера, Анатолий Гаврилов механизатора, Клавдия Иванова оператора, Любовь Кадышева ветеринари фельдшерне ырăпа асăнать. Вĕсем те хуçалăхра 30 çултан кая мар ĕçлеççĕ, тăваттăшĕ те РФ Ял хуçалăх министерствин Хисеп хутне тивĕçнĕ.

«Вунă çултан кая ĕçлекен сахал хуçалăхра. Стажшăн хушса тÿлетпĕр, — тет директор. — Икĕ çул ĕçлекенсене — 8%, ытларах вăй хуракансене 25% таранах».

Мĕнех калайăн? Тĕрĕс тăвать. «Лашана чăпăрккапа мар, сĕлĕпе хăвалаççĕ», — теççĕ халăхра. Виталий Николаевич хăй йывăр лава кÿлĕннĕренпе кăçал 11 çул çитнĕ. «Çынран юлмасăр ĕçлесчĕ», — тет мал ĕмĕтлĕ ертÿçĕ, Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Василий СОРОКИН

Василий СОРОКИН

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.