Лаша спорчĕн шкулĕ çĕнелет

27 Çурла, 2014

Çĕнĕ Шупашкарти лаша спорчĕн комплексĕн строительство лапамĕнче çак кунсенче тăрăллă манежа, администраци корпусне, выльăх апачĕ хатĕрлемелли ангара туса пĕтереççĕ.

Асăннă ĕçсене пурнăçлама укçа-тенкĕн пĕр пайне республика Федерацин «Раççей Федерацийĕнче 2006-2015 çулсенче физкультурăпа спорта аталантарасси» тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн илет.

Аса илтеретпĕр: 2011 çулта Çĕнĕ Шупашкарта икĕ лаша витине, выльăх апачĕ упрамалли ангара хута янă, тренировка ирттермелли вырăнсене хăтланă. Кунта ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче вĕренекенсем ăмăртусене хатĕрленеççĕ. Шăпăрлансем спорт шкулне тÿлевсĕрех çÿреççĕ. Строительство ĕçĕсене авăн уйăхĕнче вĕçлеме палăртаççĕ. «Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче ачасене спортăн çак тĕсĕпе ăсталăха ÿстерме майсем ытларах пулĕç. Тăрăллă, хутса ăшăтмалли манеж, тренерсем валли администраци корпусĕ, автостоянка пулĕ. Çакă çулталăк тăршшĕпех тренировкăсем ирттерме, республика тата Раççей шайĕнчи ăмăртусене хутшăнма май парĕ», - тенĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ Валерий Краснов.

Р.ИВАНОВА.

Рубрика: 
Автор: