Лармана пухăннисене юмах кăтартнă

9 Нарăс, 2019

Чăваш халăх артисчĕ Вячеслав Александров куракансене юбилей каçне пуçтарчĕ. Канаш районĕнчи Энтрияль каччин пултарулăх çулĕ Чăваш патшалăх пукане театрĕнчен пуçланнă. Çартан таврăнсан К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрне вырнаçнă вăл. Çак вăхăтра 100-е яхăн спектакльте вылянă. Эпир Вячеслав Викентьевича хамăрăн тĕпеле чĕнтĕмĕр.
— Йăлтах ачалăхран пуçланать теççĕ. Çапах ăшра артист ăсталăхĕ пытаннине кам асăрханă?
— Ача чухне ял-йыш ал ĕçĕ тума пуçтарăнатчĕ. Çав вăхăтрах пире, пĕчĕкскерне, юмах, хăратмалли тĕрлĕ халап каласа кăтартатчĕç. Каярах кÿршĕ ачи юмах сăнарĕсене хытă хутран касса кăларма пуçларĕ. Эпир спектакль выляса ал ĕç тăвакансен кăмăлне тупрăмăр. Мана юмах сăнарĕсене чикме ятарлă сумка илсе панăччĕ.
Ĕлĕкрех ĕçкĕ-çикĕре ÿсĕрĕличчен ĕçмен. Хăш-пĕр чухне сăрапах çырлахнă. Уява пире те спектакль выляма чĕнетчĕç.
Шкулта Ольга Артемьевна аслă пионервожатăй тăрăшнипе Мускавран пуканесен пуххине çырăнса илчĕç. Çавна май пукане театрĕн кружокне йĕркелерĕç. Вырăсла пьесăсене чăвашла куçараттăмăр. Хамăр та çырма пуçларăмăр. Шкулти кашни уявра пире сцена çине кăларатчĕç. Вăрман уçланкинче юмах кăтартни те асра.
Темиçе колхозăн пĕрлехи мероприятийĕсенчен те хăварман пире. Унта та çĕнĕ спектакльпе каяттăмăр.
Аслă классенче пуканепе выляма пăрахса драма кружокĕ йĕркелерĕмĕр. Шкулта та, клубра та спектакль кăтартма тытăнтăмăр. Премьера мĕнешкел ăнăçлă пулса тухни çинчен эрнипех калаçатчĕç ялта. «Шупашкарти артистсенчен пĕрре те кая мар», — тесе хавхалантаратчĕç.
Хамăр ăсталанă декорацие юнашар ялсене те йăтса çитереттĕмĕр. Вĕрентекенсем те пирĕн пултарулăхпа интересленетчĕç. Пĕррехинче класс ертÿçи Илья Максимович пире лашапа юнашар яла илсе кайрĕ. Унăн унта лекци вуламалла пулнă иккен. Кайран халăхпа пĕрле эпир лартакан спектакле курчĕ. Пирĕн пултарулăх тĕлĕнтерчĕ ăна. Çакăн хыççăн вăл манпа, шкул ачипе, аслă çынпа хутшăннă пек калаçма пуçларĕ.
Малтан пуканеçĕсен, унтан драма кружокне хамах ертсе пытăм. Çак йыша пирĕн класри хастар ачасем пуçтарăннăччĕ. Çав вăхăтрах урăх класс вĕренекенĕсем те кружок ĕçне явăçтарма ыйтатчĕç.
Федор Павловăн «Судра» ĕçне, Леонид Агаковăн пĕр пайлă камичĕсене сцена çине кăлартăмăр. Тĕрлĕ шÿт пуçтарса сатира каçĕсем йĕркелерĕмĕр.
Учительсем культурăна аталантарассишĕн тăрăшатчĕç. Шкулти вĕрентекенсен хорне телевизорпа кăтартатчĕç. Çакă хăйсене те, пире те хавхалантарнă-хăпартлантарнă паллах.
Александра Антоновна завуч учительсемпе пĕрле мана та спектакль курмашкăн Шупашкара илсе килетчĕ. Манран билет укçи те ыйтман. Çакăн тавра каярах калаçу пуçарнăччĕ унпа. Мĕншĕн театрпа çывăхлатнă-ха мана? «Эпир эсĕ артист пуласса ун чухнех пĕлнĕ», — татăклă хурав панăччĕ вăл. Хам та урăх ĕç суйласси çинчен шухăшланине ас тумастăп.
— Сире вĕрентекенсем кăна мар, çывăх çыннăрсем те хавхалантарнă ĕнтĕ.
— Анне Мария Васильевна юрă юрлама юрататчĕ. Вăл ялта кăтартакан пĕр спектакльрен те юлман. Эпĕ те унпа пĕрле клуба кайма тăрăшаттăм. Шăллăм килте юлнă. «Эпĕ те пыратăп», — терĕ хайхискер пĕррехинче. Ун чухне анне мана мар, ăна хăйĕнпе пĕрле илсе кайрĕ. Спектакль курмасăр юлнăшăн куляннăччĕ.
Артиста вырнаçнине килтисене хăвăртрах пĕлтерес килет-çке. Анне икĕ кил урлă пурăнакан кукамайпа кукаçи патне хăнана кайнăччĕ. Вĕсем патне хăвăртах вĕçтерсе çитрĕм. «Пăхсан та артист пекех вĕт-ха эсĕ», — савăнăçа пайларĕ Шупашкартан çитнĕ кукка. «Славик, мĕнле лайăх ĕç тупнă эсĕ: юрласа-ташласа пурăнатăн, çакăншăн укçа илетĕн», — сăмах хушрĕ кума.
— Артистăн ĕмĕрĕ юрласа-ташласа кăна иртет-ши?
— Нумайăшĕ, чăн та, артистăн пурнăçĕ çăмăл та савăнăçлă теме пултарать. «Юратнипе вилмеççĕ» драмăра /А.Додэ/ Фредерие вылясан, сăмахран, пĕр-икĕ кун тăна кĕрейместĕмччĕ. Трагедиллĕ шăпаллă сăнар çакнашкал витĕм кÿретчĕ.
Артист сцена çинче чăн пурнăçа кăтартма тăрăшать. Кĕлетке çакна ăнланасшăн мар. Стреса та, инкеке те чăтса ирттерет вăл.
— «Мунча кунĕ» драмăри А.Тарасов Георгий тата «Чуххăм Ванькка авланать... кай-кай-кай» камитри Гурий тете сăнарĕсем çав тери расна. Çапах куракана култарма е макăртма çăмăлрах-и?
— Драма та, камит те çăмăллăн çуралмасть. Роль калăпланă чухне чăн пурнăçри çынсене евĕрлеме лекет. «Мунча кунĕ» спектакльпе ĕçленĕ вăхăтра сцена çинче тĕлĕнмелле атмосфера хуçаланатчĕ. Эпир пурте пĕрерĕн /дублерсăр/ ĕçлерĕмĕр. Çав вăхăтрах камите пĕçерсе çитериччен шухăша тем тери вĕçтерме тивет.
— Раççей актерĕсемпе паллаштаракан базăра сире романтика сăнарĕсем çывăх пулнине палăртнă. «Чунсене чĕпĕтет çил-тăман» спектакльте И.Бунин хĕрарăмсен чĕрине çунтаракан Алексей офицера вылянине аса илес килет. Артиста тата сăнара танлаштарсан пĕр пеклĕх пур-и?
— Офицер сăнарне калăплани çинчен каласа кăтартас килет. Ун чухне Шупашкарти транспорт чарăнăвĕнче çав спектакльти çар çыннине аса илтерекен çынна курах кайрăм. Ун хыççăн пасара кĕрсе тыткаларăшне, калаçăвне сăнарăм. Вăл мана асăрхаман та пулĕ.
Куракан артиста чунран вылякан сăнарĕ урлă килĕштерме пултарать. Кайран пĕр-пĕрне савса çемье çавăракан та пур. Арăмпа иксĕмĕрĕн юрату историйĕ те çавнашкалах.
Театра тăтăш çÿрекен Галина «Юратнипе вилмеççĕ» драмăра вылянине курса килĕштернĕ мана. Çакăн хыççăн эпĕ вылякан кашни спектакле çÿренĕ. Сцена çине тухса мана чечек çыххи парнеленĕ. Тĕрĕссипе, эпĕ вăтаннипе ун çине пăхман та. Ĕçтешĕмсем кашни спектакльте мана пĕр хĕр чечек çыххи тыттарнине сăнанă. Вĕсем каланăран эпĕ те çав хĕре паллакан пултăм. Тĕл пулса туслашсан çемье çавăртăмăр.
— Мăшăр спектакль вăхăтĕнче урăххисене ыталанăшăн кĕвĕçмест-и?
— Урлă-пирлĕ калаçу пулман. Артистпа мĕнле пурăнни çинчен унран пĕлĕшĕсем те ыйтаççĕ-мĕн. Упăшкине юратакан, ăнланакан, шанакан çын кĕвĕçмест. Çакна пĕр иккĕленмесĕрех çирĕплетме пултаратăп. Сăмах май, ача чухне Галина хăй те ташă ансамблĕнче пултарулăхне туптанă.
Мăшăр, бизнес йĕркеленĕскер, канмалли кунсенче те ĕçлет. Вăл отпуск илнине те ас тумастăп. Килте вăл — юратнă арăм, ĕçре — хисеплĕ пуçлăх. Пĕртăванĕсем ăна амăшĕ вырăнне хурса сĕнÿ-канаш ыйтаççĕ. Вăл манăн питĕ уçă чунлă — хăй пултарнă таран пурне те пулăшма тăрăшать. Тепĕр çынна усă тăвассишĕн хыпкаланакан унашкал çынна урăх курман. Вăй-хăвачĕ ăçтан тупăнать-ши унăн?
Пушă вăхăтра мăшăрпа иксĕмĕр дачăра çĕр ĕçĕпе аппаланма юрататпăр. Тем тĕслĕ чечек çитĕнтересси арăмăн чун киленĕçне çаврăнчĕ.
— Эсир пĕр вăхăтра ача-пăчапа çамрăксен радиокăларăмĕсене ертсе пынă. Çак вăхăт мĕнпе асра юлчĕ?
— «Пирĕн Славик театрта ĕçлеме пăрахса радиона вырнаçнă», — текен сас-хура та сарăлнă ялта. Чĕнсен кăна радиона кăларăм çырма кайнине ăнлантарса каланăччĕ. Кăларăмра сăвă, калав нумай вуланă.
— Каччă пекех йăрăс пÿллĕ те — сире 60-а çитнĕ тесе кам калатăр?
— «Эсĕ пĕрре те улшăнман вĕт-ха», — сăмах пуçараççĕ яла кайсан та. «Çакă йăлтах арăмран килет», — тетĕп вара.
Шкулта чухнех спортпа туслашнă. Çăмăл атлетикăпа ăмăртусене хутшăннă. Шкул культура енĕпе кăна мар, спорт тĕрлĕ тĕсĕпе те малти вырăнсене йышăнатчĕ.
Физкультура вĕрентекенĕ /халĕ шкул директорĕ/ Аркадий Гурьев спорт секцийĕсем йĕркелерĕ. Эпир район шайĕнче мала тухса республика ăмăртăвĕсене хутшăнма пуçларăмăр. Унăн вĕренекенĕсенчен хăшĕ-пĕри тренера вырнаçрĕ.
— Сцена çине мĕнле сăнарпа тухас килет?
— Çамрăк чухне уйрăм роле выляс килетчĕ. Ĕмĕтленни тÿрре тухни те пулнă. Çапах кама мĕнле сăнар памаллине режиссер лайăхрах пĕлет. Килĕшекен роль нумай манăн. Çавăнпах ÿпкелешмелли сăлтав çук.
Марина ТУМАЛАНОВА калаçнă.
Сар.ru тата Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.