Лана Прусакова - çамрăксен Олимп вăййисен чемпионĕ

20 Нарăс, 2016

Чăваш Енри Лана Прусакова фристайлистка Норвегири Лиллехаммерта нарăсăн 12-21-мĕшĕсенче иртекен çамрăксен II Олимп вăййисенче "ылтăн" çĕнсе илнĕ. 15 çулти хĕр, Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăхне туптаканскер, фристайлăн чи йывăр дисциплининче - слоупстайлра - пысăк çитĕнÿ тунă.

Раççейĕн пĕрлештернĕ командин аслă тренерĕн Никита Васильевăн вĕренекенĕ ăмăртусенче 77 балл пухнă. Çакă "кĕмĕл" призерĕн Лу Баренăн /Франци/ кăтартăвĕнчен 4,2 балл ытларах. "Бронзăна" Аслă Британи спортсменки Мэдисон Роулэндс /67,80/ çĕнсе илнĕ.

Лана Прусакова 2016 çулхи Олимп вăййисенче Раççей пухмачне улттăмĕш ылтăн медальпе пуянлатнă.

 

Рубрика: 
Автор: