Лагерьсенче ятарлă сменăсем те уçăлĕç

15 Çу, 2018

Республикăра ачасен çуллахи канăвĕпе сиплевĕн реестрне кĕртнĕ 451 организацирен 20-шĕ сывлăха çирĕплетмелли стационарлă учреждени, 357 шкулти, социаллă ыйтусене тивĕçтерекен тытăмсен никĕсĕ çинче йĕркеленĕ кăнтăрлахи тата талăкĕпех ĕçлекен — 10, палаткăллă — 62 лагерь, ĕçлевĕн — 1, хутăш 2 лагерь шутланать. Кăçалхи канупа сиплев вăхăтне ирттермешкĕн республика бюджетĕнчен — 115,6409 миллион, муниципалитет районĕсемпе хула округĕсен хыснинчен — 180 миллион, бюджет тулашĕнчи çăл куçсенчен 178,8 миллион тенкĕ тăкаклама палăртнă.

102 пин ытла вĕренекене

ЧР Вĕрентÿ министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2018 çулта шкул ÿсĕмĕнчи ачасен 65 процентне /102 пин ытла вĕренекене/, çав шутра йывăр лару-тăрăва лекнĕ çул çитмен 48 пин çамрăка çуллахи канупа тата сиплевпе тивĕçтермелле. Çакăн валли ятарлă е профильлĕ 13 смена 950 ачана хутшăнтарма палăртнă.
«Звездный» лагерьте — «Çамрăк арми», «Фаворит», «Арт-çу кунĕсем», «Кадетсем», «Нанохула — Ч», «Чикĕсĕр хутшăну», «Ылтăн пучахра» — «Экологи», «Робот техники», «3d моделировани», «Олимпиада.ру», «Раççейри шкул ачисен юхăмĕ» «Созвездире» — чĕлхе, «Хĕвелре» — «Ачасен пĕрлештернĕ хорĕ», «Шурă чулра» «Компетентлă олимпиада» ятарлă сменăсем уçăлĕç.
Профильлĕ сменăра канмалли путевка хакĕ — 15750, ахаль йышшинчи 14318 тенкĕпе танлашать.

Тупăша кура

Сăмах май, шкулта вĕренекенсен çуллахи канăвне тата сиплевне йĕркелесе ирттерессишĕн ЧР Вĕрентÿ министерствипе пĕрле ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерстви яваплă уполномоченнăй орган шутланать. Сергей Димитриев министр çирĕплетнĕ тăрăх, çул çитменнисен санаторипе курорт организацийĕсенчи тата санаторипе сывлăха тĕреклетмелли лагерĕсенчи 21-24 кунлăха палăртнă канăвăн пĕр талăкĕн тăкакĕсем пĕр ача пуçне — 895, ятарлă лагерьсенче 7-21 куна тăсăлакан сменăра 750 тенкĕпе танлашаççĕ.
Хула тулашĕнчи организацири канупа сиплевшĕн ашшĕ-амăшĕ /ачан саккунлă пред-ставителĕ/ саплаштарать: шкул ÿсĕмĕнчи ача çуллахи вăхăтра — 21, çурхи, кĕрхи, хĕллехи каникулсенче 7-шер куншăн сахал тупăшлисем /вĕсен йышĕнче — ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисем, сывлăх тĕлĕшĕнчен хевтесĕр çул çитмен çамрăксем, çар хирĕç тăрăвне е нацисен хушшинчи тавлашусене, экологи лару-тăрăвне, техногенлă инкеке, çут çанталăк синкерне пула нушана лекнисем, урăх вырăнтан ирĕксĕр тарса килме тивнисем, сахал тупăшлă çемьере çитĕнекенсем тата ытти ушкăна кĕрекенсем/ путевкăн вăтам хакĕн 5%; çемьери кашни çын пуçне тивекен вăтам тупăш Чăваш Республикинче пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçен 150 процентĕнчен иртменнисем — 20%; çемьери кашни çын пуçне тивекен вăтам тупăш Чăваш Республикинче пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçен 150-200 проценчĕпе танлашакансем — 30%; асăннă кăтарту 200 процентран пысăкраххисем 50% тÿлеççĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.