Лабораторире тĕрĕслеççĕ

4 Нарăс, 2016

Хаçатра таса шыв ĕçмелле теççĕ. Мĕнле шыв-ши вăл, таса шыв? Эпир, ял çыннисем, килте çăл чавнă, ялти башня шывне киле кĕртнĕ, вăл йĕркеллех ĕçлесе çитереймест.

Çăл шывне вĕретсе ĕçмелле-ши е тÿрех çăлтан ăснине ĕçмелле? Кунне 2-3 литр ĕçмелле теççĕ тата.

Геннадий ВАСИЛЬЕВ.

Элĕк районĕ.

 

 

Çыру авторĕ «чăваш хырăмĕнче пăта та çĕрет» текен принциппа пурăнманни савăнтарать. Пирĕн сывлăх эпир мĕн çини-ĕçнинчен нумай килет-çке. Эппин, апата та уяса, виçеллĕ çимелле. Мĕнле шыв ĕçнине те пĕлмелле, ĕçмелли нормăна тĕрĕс йĕркелемелле. Çын организмĕ 70: яхăн шывран тăрать. Çавăнпа мĕнле шыв ĕçнин пĕлтерĕшĕ пурах.

Шыв мĕнле пахалăхлă пулнине куçпа пăхсах пĕлме çук. Çапах та унăн тути, тĕсĕ, вĕретнĕ хыççăнхи улшăнусем шыв мĕнлереххине палăртма пулăшаççĕ.

Тĕслĕхрен, ăснă шывăн тути аванах мар, кăштах шăршă кĕрет-тĕк унта сероводород, хлор пур. Çакă çăлта тĕрлĕ микроорганизм ĕрченине пĕлтерет. Кун пек чухне çăла тасатмалла, дезинфекцилемелле. Ăна специалистсемпе канашласа пурнăçласан аванрах.

Вĕретнĕ хыççăн савăтра шурă лĕкĕленет, вăл савăт стенки çумне вăйлă çыпçăнать-тăк шывра кальци тата магни хутăшĕ нумай. Кунашкал шыва халăхра «çемçе шыв» теççĕ.

Вĕретнĕ хыççăн шыв сарă тĕспе лĕкĕленет пулсан унта тимĕрпе марганец нумай. Кунашкал шыв - «хытă».

Эмальленĕ витрепе ăсса лартнă шыв виçĕ-тăватă сехет ларсассăн çÿхе пленкăпа /шыва тип çу тумлатнă пек/ витĕнет-тĕк шывра тимĕрĕн тĕрлĕ окисĕсем, ытти органика япалисем пур.

Эсир апатра усă куракан шывра асăннă тĕслĕхсем палăраççĕ пулсан ăна анализ тутарса тĕрĕслемелле. Анализа Республикăри Роспотребнадзор органĕсем тăваççĕ. Анализа икĕ-виçĕ кунтах пурнăçлаççĕ. Шыв мĕнле иккенне пĕлни ăна тасатмалли меслете суйлама пулăшать.

Шыва çак йĕркепе анализ тутармалла. 1,5 литр кĕрекен таса пластик е кĕленче савăт кирлĕ. Газировка е сĕткен пулнă пластик савăт шыва анализа пама юрăхсăр. Вĕсем анализа тĕрĕс мар кăтартма пулăшаççĕ. Савăта икĕ хутчен вĕри шывпа çумалла, тĕрĕслеттермелли шывпа чÿхемелле, шыва савăта чалăштарса пĕчĕккĕн, шапăртаттармасăр, тултармалла. Çÿлтен пĕрĕхтерсе тултарнă шыва сывлăш лекет, вăл анализа тĕрĕс марлăх кÿме пултарать. Савăта туллиех тултарса таса хупăлчапа хупмалла, хĕвел лекесрен хура пакета лартмалла, çав кунах лабораторие леçсе пама тăрăшмалла. Тÿрех леçеймесен, хура пакета хурса пĕр талăк холодильникра тытма юрать.

Шыв апата усă курмалли нормăна тивĕçтерет-тĕк - питĕ аван. Ăна ятарласа фильтрлама кирлĕ мар. Нормăна тивĕçтермест пулсан ăна мĕнле тасатмаллине, мĕнле фильтр кирлине специалистсемпе канашласа палăртмалла.

Хăвăр усă куракан çăлти шыва, е башня шывне малтан килти меслетсемпе /маларах çырнă/ тĕрĕслесе пăхăр. Иккĕлентерет-тĕк лабораторире тĕрĕслеттерĕр.

Шыв мĕн чухлĕ ĕçессине вара тухтăрсем палăртаççĕ. Çитĕннĕ çыннăн вăтамран 2,5-3 литр шыв организма пымалла. Çакăн шутне сĕт-кефир, шÿрпе-яшка, ытти шĕвеке те кĕртмелле.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.