Кÿлхĕрри кÿлли

Республикăри çутçанталăк палăкĕсемпе вулакана тахçанах паллаштарас килетчĕ. Вăрнар районĕнчи Кÿлхĕрри библиотекарĕ Альбина Венедиктова хăйсен тăрăхĕнчи паллă вырăнне тишкерсе Раççей конкурсĕнче диплома тивĕçнине пĕлтĕм те - çийĕнчех çула тухрăм.

Çутçанталăк палăкĕсен йышне кĕртнĕ Кÿлхĕрри кÿлли хĕрринчен çын татăлманпа пĕрех. "Çак тема мана çав тери çывăх. Çавăнпах ун çинчен ыттисене те каласа кăтартма шухăш тытрăм", - тет Альбина Валентиновна.

Сăмах май, вăл республика варринче вырнаçнă. Тахçан Шупашкар енчен 15 çемье куçса килнĕ. Пĕрисем хальхи Вăрманкас вырăнĕнче хăтлăх тупнă, теприсем Карăш çырми çывăхĕнче чарăннă, ыттисем - пысăк кÿлĕ хĕрринче. Çапла пулса кайнă Кÿлхĕрри ялĕ. Малтан тĕпленнисем вăрман касса çĕр сухаланă. Çуртсене унта-кунта лартни килĕшÿллех курăнман. 1880 çулта тин ял планне тунă, çавна май урамсем йĕркеленнĕ.

XVIII ĕмĕр вĕçĕнче Нурăсра суту-илÿ аталанма пуçланă. Унта таврари купсасем пуçтарăннă. Çакă çывăхри ялсен экономикине те ырă витĕм кÿнине палăртмалла. Халăх тенкĕ çумне пус хушса вăй илсе пынă. 1886 çулта Кÿлхĕрринче шкул уçăлнă.

Халĕ кунта 300 ытла кил шутланать. Пахча хыçĕнчех - илемлĕ кÿлĕ. Вăл 14 гектар йышăнать. Тарăнăшĕ - вăтамран 5 метр, хăш-пĕр вырăнта - 11 метр. Ахальтен мар ĕлĕк-авал унăн тарăнăшне 12 тилхепепе виçнĕ теççĕ. Йĕри-тавра йăмра, хыр ешерет. Йывăç сулхăнĕнче ытла та канлĕ. Çыран хĕррине 100 тĕрлĕ ÿсен-тăран сăн кĕртет.

Акăш та, пулă та

Ял халăхĕн хур-кăвакалĕ ыр курнине тÿрех асăрхарăм. Кÿлĕри вĕтĕ пулăпах тăранса пурăнать кайăк-кĕшĕк.

Пулăçсем те ирĕн-каçăн кÿлĕ хĕррине анаççĕ. Олег Григорьев, Владимир Ржанов, Александр Софронов... вăлтине уланкă, караç, ратан туртнине пĕлтĕм.

"Çулленех кÿлле акăшсем вĕçсе анаççĕ. Виçĕмçул юр çума пуçличчен пурте кайса пĕтрĕç, пĕри çеç юлчĕ. Ял халăхĕ шеллесе ăна çăкăр çитерчĕ. Çанталăк сивĕтсех яриччен Шупашкартан специалистсене чĕнсе илтĕмĕр. Акăш аманнă иккен, çавăнпа тÿпене çĕкленеймен", - ăнлантарать Альбина Валентиновна.

Темиçе çул малтан кÿлĕре кăкшăм курăкĕ, лили, мăк çурăлнине аса илчĕç хĕрарăмсем. Ун чухне ытла та тутлă шăршă сарăлнă таврана. Хĕлле пăр катăкĕсене Нурăса сĕт сивĕтме турттарнă.

Вăрçă ветеранĕ Николай Родионов кÿлле нумай вĕтĕ пулă янă, хăвăртрах çитĕнччĕр тесе апатлантарса тăнă.

Таса, сиплĕ

Кÿлĕри шыв таса, сиплĕ. Вăл сурана ÿт илме пулăшать иккен. "Ахальтен мар иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче ял халăхĕ килти мунчана пахча вĕçне, кÿлĕ хĕррине лартнă", - теççĕ çĕнĕ пĕлĕшсем.

Вĕсемех мистикăна ĕненни тавра калаçу пуçарчĕç. Инкек пуличчен, 10-15 çулта пĕрре, шыва хĕрлĕ сăн çапать имĕш. Кам та пулсан путма пуçласса систерет çакă. Тата пĕр çул çак вырăнта çил-тăвăл вăй илсе çурт тăррисене илсе пăрахнине аса илчĕç вĕсем. Апла-и, капла-и, шыв хăвачĕ, чăн та, иксĕлми.

Камăн пăхса тăмалла?

Çутçанталăк палăкне, паллах, упрамалла. Çак вырăна тасатса-тирпейлесе тăмалла. Анчах йĕрке тума çăмăл-ши?

Акă шывра кĕленче, тимĕр савăт, кирпĕч... курăнчĕ. Мĕншĕн çÿп-çап пăрахать-ши кÿлле халăх?

Кÿлĕ Нурăс ял администрацийĕн çĕрĕ çинче вырнаçнă. Апла-тăк хăйтытăмлăх органĕн специалисчĕсенех çакăнта йĕрке тумалла.

"Юлашки çулсенче çак вырăна пăхса тăма, çыран хĕррине хăтлăлатма республика укçа уйăрман. 2006 çулта конкурса хутшăнса 40 пин тенкĕ выляса илнĕччĕ. Унпа 2 "беседка" лартрăмăр. Пĕри çĕмĕрĕлсе пĕтрĕ. Теприне те çĕнетсе сăн кĕртме вăхăт çитнĕ. Шашлăк пĕçерме тĕллев тытнисем çыран хĕрринчех вутă шыраççĕ, çутçанталăка сиен кÿреççĕ", - пăшăрханса калаçать ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Людмила Иванова.

Çапах лару-тăрăва лайăх енне улăштарма пулать-ши? Çакна уçăмлатма республикăри çутçанталăк вырăнĕсене тата объекчĕсене уйрăмах сыхлакан дирекцин ертÿçипе Владимир Яковлевпа çыхăнтăм. Вăл ăнлантарнă тăрăх, çутçанталăк палăкĕсене пăхса тăмашкăн хыснаран çулсерен 100 пин тенкĕ уйăраççĕ. 94-а пайласассăн ытла та пĕчĕк укçа лекет. Вăл, паллах, ним тума та çитмест. Çавăнпах çутçанталăк палăкĕсене пăхса тăмашкăн вăл е ку тăрăха темиçе çулта пĕрре çеç укçа куçарса параççĕ.

Владимир Алексеевич Кÿлхĕрри ял администрацин ĕçченĕсене ыттисен опытне ăша хывма сĕнет. Сăмахран, çак çĕре арендăна пама юрать. Арендаторăн çак вырăна хăтлăлатма, çавна май укçа ĕçлесе илме май пур. Вăлах çакăнта йĕрке тăвассине хăйĕн çине илĕ.

Чи малтанах пирĕн, республика çыннисен, таврари илеме хаклама, пуянлăха упрама тăрăшмалла. Эпир хамăр та - çутçанталăкăн пĕр пайĕ.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.