Кÿлĕре пулă та ĕрчемест
Вăрнар районĕнчи Кÿлхĕрри ялне мĕн ачаранах пĕлетĕп. Кунта манăн хĕресне аннепе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ Александр Семенович Карзаков пурăннă. Унăн ывăлĕ Павăл та вăрçа хутшăннă. Унсăр пуçне Нурăсри вăтам шкулта вĕреннĕ чухне хĕллехи вăхăтра хам та унта виçĕ çул пурăннă, çавăнпа палламан çын юлман темелле.
Кÿлхĕррисене çутçанталăк кÿлĕ пиллесе панă тейĕн. Пулăçсен бригадирĕнче Терентий ятлă арçын ĕçлетчĕ. Çав вăхăтра сысна çури пысăкăш карпсем тытатчĕç, пĕр пулли 11 кг ытла тайнăччĕ. Ун чухне колхоз председателĕ Яков Ефремович Ефремов хуçалăха çирĕп тытса пыратчĕ. Колхозăн хăватлă урхамахĕсем халĕ те куç умĕнче, ташласа кăна тăратчĕç. Вĕсене кÿлнĕ хуплă çуна çине те, тăрантас çине те пĕрре кăна мар ларса курнă. Мĕншĕн тесен хĕресне атте ăйăрсем пăхатчĕ.
Паян Кÿлхĕрри манăçа тухнă ял тесен те юрать. Арканса пыракан, хуçасăр кил-çурт туллиех, ял ватăлать. Кÿлĕре карпсем те ĕрчемеççĕ. Хăй вара ытарма çук илемлĕ вырăнта çуталса выртать. Шел, унăн шăпи паян никама та пăшăрхантармасть. Вăй-хал, укçа-тенкĕ çителĕклĕ пулсан ачаран пыракан ĕмĕтĕме пурнăçлама тăрăшăттăм та... Çÿллĕ çыран еннелле чăрăшпа хыр вăрманĕ лартса ÿстерĕттĕм, виçĕ-тăватă кану çурчĕ хăпартса лартăттăм, тĕрлĕ пулă ĕрчетĕттĕм. Канма килекенсем çулла шыва кĕрсе савăнĕччĕç, хĕлле йĕлтĕрпе е конькипе ярăнса сывлăха çирĕплетĕччĕç. Пачах пурнăçлайман ĕмĕт мар вĕт. Хальхи пурнăçра майсем çителĕклех. Ял халăхĕ те ĕç вырăнĕллĕ пулĕччĕ. Çамрăксенчен ĕçе пуçăнакан çук, пурăнма вĕренсе çитеймерĕмĕр.
Нумаях пулмасть юлташăм патне шăнкăравларăм. Телефон кĕпçине арăмĕ тытрĕ: "Килте çук-ха вăл, Çĕмĕрлери больницăра выртать. Хырăм ыратнăран илсе кайрĕç, операци тунă терĕ. Çул пăрлаклине пăхмасăрах ыран ун патне çитсе килесшĕн-ха".
Çĕмĕрлене çитме хĕрĕх çухрăм. Аппендицитпа операци тума хальхи вăхăтра çавăнта илсе каяççĕ иккен. "Çÿллĕ шайри пулăшу илнине пĕлтерет çакă", - те шÿтлесе, те чăнласах каларĕ мана пĕрле ĕçленĕ, халĕ хирурги уйрăмĕн пуçлăхĕнче тăрăшакан пĕлĕшĕм.
Эпĕ ĕçлеме пуçланă чухне Вăрнар районĕнче 45 пин çын пурăннă, вĕсенчен 11 пинĕшĕ - поселокра. Район тĕп больницинче 120 койка вырăнĕччĕ, сыватмăш çурчĕсем кĕç-вĕç йăтăнса анасла ларатчĕç, çапах та медицина пулăшăвне пысăк шайра тытса пынă. Пурăна киле больницăна йăлтах çĕнетрĕмĕр, субботниксенче стройкăра сахал мар ĕçлерĕмĕр.
Паян вара район тĕп больницине 2-мĕш категорине антарса лартрĕç, поликлиника шайĕнче çеç хăварчĕç.
Мана, хресчен пурнăçĕпе пиçĕхсе çитĕннĕскере, çакна ăнланма йывăр. Пархатарлă, пысăк та хăватлă çĕршыва аркатса рынок экономики çулĕпе утма тытăнтăмăр. Унтанпа чĕрĕк ĕмĕр иртрĕ ĕнтĕ, анчах капитал тĕнчи пире темшĕн хăй ретне йышăнмасть. Мĕнле çулпа утмалла-ши хресченĕн паян? Никам та татăклăн калаймасть. Ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхнипе Чăваш Республики Раççейре 22-мĕш вырăнта иккен. Ăçта çитсе тухăпăр? Хресчен ĕçсĕр юлчĕ, кахалланса кайрĕ, канлĕ пурнăçпа пурăнасшăн. Ялта сумлă çын юлмарĕ.
"Çитмĕл çул ытла эпир пĕр тĕллевсĕр пурăнса ирттернĕ", - тесе ĕнентерме хăтланаççĕ реформаторсем, анчах хăйсем пурнăçланайман улшăнусем тума сĕнеççĕ. Шалт тĕлĕнмелле йăла пуçланса кайрĕ: пурне те капиталистсем пек тăвас килет, анчах чухăна юлнă халăхшăн çакă юрăхсăр.
Медицина пулăшăвне, сăмахран, тĕнчери чи пысăк шайри тесе шутлатчĕç. Инфарктпа виççĕмĕш хут аптранă çынна 40 çухрăм таран машинăпа больницăна ăсатнине мĕнле хакламалла? Чĕрепе çыхăннă шока пула мĕскĕн 18 çухрăмранах упăшки аллинче вилсе каять. Çакна ăнланман тухтăра чирлĕ çын патне яма юрамасть. Халĕ йывăр вăрçă çулĕсем мар-çке. Совет тапхăрĕнчи ырă тĕслĕхсемпе мĕншĕн усă курас мар?
Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче темиçе çул усă курман çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртмелли çинчен аса илтерчĕ. Кун пирки унччен миçе хут каламан пулĕ, ĕç паян кун та вырăнтан тапранаймасть. Çак япала йăлтах ĕç хакне хаклама пĕлменнинчен килет.
Эстрада юрăçи фонограммăпа пĕр йĕркене çĕр хут юрласах кĕсье тулли укçа пуçтарать. Çĕр çинче нуша курса патшалăх вăйне тĕреклетнĕ çын вара ватлăхра уйăхсерен паракан 6-7 пин тенкĕ пенсипе пурăнать. Çакна мĕнле ăнлантармалла?
Умра - 2016 çул. Кĕçех Патшалăх Думине депутатсем суйламалли вăхăт çитет. Пулас депутатсене пирĕн халех хак пама вĕренесчĕ.
В. КОЖАНОВ, пенсионер.
Комментари хушас