Куславккара та - ЧНК уйрăмĕ

19 Пуш, 2014

Район администрацийĕн канашлу залне çав кун тăван халăхăмăрăн шăпишĕн пăшăрханакансем, йăли-йĕркине аталантарассишĕн, чĕлхине, юрри-кĕввине упраса хăварассишĕн тăрăшакансем пухăнчĕç.

Ларăва Чăваш Республикинчи муниципалитет йĕркеленĕвĕсен Канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев, Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн членĕ Юрий Зорин, районти «Ялав» хаçатăн тĕп редакторĕ Валентин Константинов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, вĕренÿ учрежденийĕсен ертÿçисемпе ачасене пĕлÿ паракансем, культура ĕçченĕсем хастар хутшăнчĕç.

ЧНК Куславккари йĕркелÿ комитечĕ районта конгресс уйрăмне, правлени йышне тĕрлĕ сферăра вăй хуракан 12 çынран, ертÿçипе çыруçине - райхаçатăн тĕп редакторĕ Валентин Константинов тата районти паллă фермер Василий Семенов - çирĕплетрĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Валентин Колумб ЧНК хастарĕсене пархатарлă ĕçре ăнтăлу сунчĕ, влаç тытăмĕ енчен çителĕклĕ пулăшу парасса шантарчĕ.


Ю.СТЕПАНОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.