Кушкă ялĕн "батальонĕ"

23 Çĕртме, 2015

Иртнĕ уйăх вĕçĕнче Чĕмпĕр хулинче Пĕтĕм тĕнчери çиччĕмĕш кинофестиваль иртнĕ. Унта пирĕн ентеш Владимир Галошев "Батальон моей Родины" документлă фильмĕпе хутшăннă, ятарлă парнене тивĕçнĕ.

Мĕн çинчен каласа кăтартать-ха йăхташăн ку ĕçĕ? "Батальон моей Родины" - Тăван çĕршывăн аслă вăрçин çулçыравĕн халиччен палăрман тепĕр страници. Нимĕç фашисчĕсене çапса аркатас, Аслă Çĕнтерĕве çывăхлатас тĕлĕшпе Елчĕк районĕнчи Кушкă çыннисем те хăйсен тÿпине хывнă. Ялтан çапăçу хирне 200 ытла çын тухса кайнă. Ĕнерхи хресченсен, учительсемпе трактористсен пĕр туххăмрах алла хĕçпăшал тытма, Мускава, Сталинграда хÿтĕлеме тивнĕ. Курск пĕккинче тăшмана çунтарнă, Европăна ирĕке кăларнă, Берлина штурмланă. Çав вăрçа арçынсемпе танах ялтан виçĕ пике хутшăннă.

Кушкă çыннисен "батальонĕ" çинчен куракансене çак ялта çуралса ÿснĕ Владимир Галошев режиссер хăйĕн фильмĕнче чуна витермелле кăтартса парать. Владимир Петрович - Раççей Журналистсен союзĕн, Чăваш художникĕсен союзĕн членĕ. Вăл - чылай статьяпа кĕнеке авторĕ, фильмсем, видеоклипсем ÿкернĕ. Унăн "Чăваш тĕнчи" ярăмпа ÿкернĕ анимаци фильмĕсене Чăваш наци телекуравĕпе темиçе хут та кăтартнă.

Ку ĕçе хатĕрлеме ăна Илья Трофимов таврапĕлÿçĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи истори музейĕн ертÿçи Ольга Галошева хутшăннă. Илья Матвеевич тăван ял историйĕпе тахçантанпах кăсăкланать-мĕн. Фильмра Чăваш Республикин Асăну кĕнекинчи материалсемпе, Интернет-çăлкуçсемпе тата ыттипе анлăн усă курнă. Фронтовиксен сăнÿкерчĕкĕсемпе вара вĕсен тăванĕсем тивĕçтернĕ. Пултарулăх ушкăнне ку енĕпе ялти шкул ачисемпе вĕрентекенсем те пулăшнă.

Фильм чăваш ялĕн вăрçă çулĕсенчи саманчĕсене уçса парать. Автор ăна хăйнеевĕрлĕ ÿкернĕ. Вăрçă хроникин сĕмĕпе фронтовиксен портречĕсем ылмашăнса пыраççĕ, унтах - вĕсен наградисене кăтартни, званийĕсем, вăрçа хăçан тухса кайни тата таврăнни çинчен калани пур. Фильмра вăрçă вăхăтĕнчи юрăсемпе усă курнипе пĕрлех вырăнти композиторăн - Николай Карлинăн - юрри те янăрать. Фильм вĕçĕнче - Кушкă ялĕн паянхи пурнăçĕ, пуласлăхĕ - ачасем, виççĕмĕш пинçуллăхăн ăрăвĕсем.

Ман шухăшăмпа, "Батальон моей Родины" картина - автор хăйĕн ентешĕсене пуç тайса çĕкленĕ палăк. Вăхăт шăвать, ватă çынсем яланлăхах уйрăлса каяççĕ, çавăнпа пĕрлех - йăх-несĕлпе, вăрçă ветеранĕсемпе çыхăннă астăвăм та.

Владимир Галошев пуçарнă ĕç пирĕнте тăванлăх, патриотлăх туйăмне вăратать. Ытларах пултăрччĕ унашкалли пирĕн хушăмăрта.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.