Куравсем йыхравлаççĕ

9 Юпа, 2014

Тĕп хулари Хĕрлĕ тÿремре спортсменсем, спорта юратакансем хуçаланнă вăхăтра Республика лапамĕнче спортпа çыхăннă Пĕтĕм тĕнчери куравсемпе экспозицисем ĕçлеме пуçларĕç. "Спорт литератури, пресса тата мультимедиа" курава "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форум ирттерме тытăнсан йĕркеленĕ. Çапла майпа асăннă профильпе ĕçлекен тĕнчери издательствăсем, мультимедиа хатĕрĕсем тата Интернет çăл куçĕсем хăйсен продукцийĕсене пиллĕкмĕш хут çакăн пек анлăн пропагандăлаççĕ.

"Хальхи вăхăтри спорт: "Инновацисем тата малашлăх" куравăн тĕп теми - спорта пурлăхпа техника тĕлĕшĕнчен тивĕçтересси, регионсен опытне тата хальхи вăхăтри технологие çул уçса парасси. Унта çĕр-шыври тĕрлĕ фабрика паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен хатĕрсене тăратнă. Сăмахран, спорт инвентарĕн "Аналитика" фабрикинех илер. Вăл Раççейре спорт таварĕсем хатĕрлекен чи пысăк компанисенчен пĕри /2000 пин ытла продукци кăларать. Производствăра чи çĕнĕ технологисемпе тата хальхи йышши материалсемпе усă курать/. "Аналитикăн" хатĕрĕсемпе Раççейри 50 ытла регионта тата Никама Пăхăнман Çĕр-шывсен Пĕрлĕхĕнче, çавăн пекех Евроканаш çĕр-шывĕсенче усă кураççĕ.

Пĕр йышши ĕçпе пурăнакансен тĕллевĕсене ăнланмалла: опытпа паллашасси, инвентарьсен комплекчĕсене пахаласси - тĕп вырăнта. Шупашкарти курав ку енĕпе питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ун вăхăтĕнче Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен Спорт министерствисемпе ведомствисен представителĕсем экспонатсемпе паллашаççĕ, çыхăну тытса ĕçлесси пирки килĕшÿсем тăваççĕ.

Тĕрлĕ экспозици ĕçĕ-хĕлĕ пирки те чарăнса тăмаллах пулĕ. Акă çитес çул Хусанта шыв çинчи спортăн тĕрлĕ енĕпе тĕнчен вун улттăмĕш чемпионачĕ иртмелле. Пысăк мероприятие мĕнле хатĕрленни пирки тĕплĕн паллаштарнă экспозицире. Çакна пĕлтĕмĕр: унта 180 çĕр-шывран 2400 спортсмен, 1800 официаллă çын тата 250 судья хутшăнĕç. Унсăр пуçне билетсене хăçан тата мĕнле майпа туянмаллине те ăнлантарса панă. Ĕпхÿ хули 2021 çулта Пĕтĕм тĕнчери вăйăсене ирттерме хатĕрленекен кандидатсен йышĕнче /аса илтерер: вăл Пĕтĕм тĕнчери Олимп комитечĕн пуçарăвĕпе 1981 çултанпа тăватă çулта пĕрре иртет/. Пушкăртстанри спорт тусĕсем çак чыса тивĕçĕç-и? Ун пирки 2015 çулхи ака уйăхĕн 19-24-мĕшĕсенче МОКăн Сочире иртекен съездĕнче пĕлтерĕç.

Курав павильонĕнче çавăн пекех 2018 çулта Раççейре футбол енĕпе иртекен Тĕнче чемпионачĕ пирки те экспозици хатĕрленĕ. Унпа паллашнă хыççăн футбол уявне хăвăн çитсе курас, унти сывлăшпа сывласа киленес килет.

Раççей Олимп комитечĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан, регионсенче спорт енĕпе тунă çитĕнÿсем пирки каласа кăтартакан стендсем те йышлă. Вĕсене Шупашкар çыннисемпе хăнасем çитсе курма пултараççĕ.

Надежда СМИРНОВА

Рубрика: