Куравран - ылтăн медальпе

15 Юпа, 2014

Иртнĕ эрнере йăлана кĕнĕ йĕркепе Мускаври Пĕтĕм Раççейри курав центрĕнче Раççейри агропромышленноç комплексĕн «Ылтăн кĕркунне» куравĕ иртнĕ. Унта Чăваш Ен делегацйĕ те хутшăннă. Ăна ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов ертсе пынă.

Республикăри предприяти-организацисен экспозицийĕ 45 тăваткăл метр йышăннă. Курав стенчĕ çине ял хуçалăх продукцине туса илекен, тирпейлекен предприятисен, фермер ?хресчен% тата хушма хуçалăхсен пахча çимĕçне, сĕт юр-варне тата ыттине вырнаçтарнă. «Етĕрне сĕчĕ», «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ», «Акконд», «Агрохолдинг «Юрма», «Чăваш бройлерĕ», «Муркашри чăх-чĕп фабрики» пĕрлешÿсен паха çимĕçне Мускавра пурăнакансем, хăнасем хапăлласа туяннă.

Куравра пресс-конференцисем, «çавра сĕтелсем», семинарсем иртнĕ. Ĕçлĕ тĕл пулусене Чăваш Ен делегацийĕ те хутшăннă, агропромышленноç отраслĕнчи çитĕнÿсемпе, çĕнĕлĕхпе хаваспах паллашнă.

«Çĕрпÿ беконĕ», «Вурнарец» ?Çĕрпÿ районĕ%, Мăн Явăш, Ыхра Çырми ?Патăрьел районĕ% ял тăрăхĕсем, И. Федоров ?Вăрнар%, В. Малов ?Канаш% фермерсем тата ыттисем тĕрлĕ конкурса хутшăнма кăмăл тунă. Конкурсăн малтанхи кăтартăвĕсем паллă ĕнтĕ. ЧР ял хуçалăх министерстви фермер ĕçне пуçăнакансене пулăшассипе тухăçлă ĕçлесе пынăшăн ылтăн медале тивĕçнĕ. Ыттисен ĕçне те комисси пысăка хурса хакласса шанса тăраççĕ. Ара çулсерен пирĕн ĕçченсем куравран пысăк наградăсемпе таврăнакан. Хальхинче те ылтăн-кĕмĕл медальсемсĕрех юлмĕç.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.