Куравран – 51 медальпе

12 Юпа, 2016

Юпа уйăхĕн 5-9-мĕшĕсенче çĕршывăн тĕп хулинчи Халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравĕнче «Ылтăн кĕркунне - 2016» выставка иртнĕ. Ăна Раççей агропромышленноç ÿсĕмне халалланă.

Форумра РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев агропромышленноçа кăçал пĕлтĕрхинчен кая мар пулăшасса пĕлтернĕ.

Импорта улăштаракан таварсем çĕршывра туса илни ял хуçалăхне усă парать. Паха вăрлăх хатĕрлеме, селекцие аталантарма хушма укçа уйăраççĕ. Ÿсентăрана биологи мелĕпе хÿтĕлекен хатĕрсем туса кăларакан предприятисем те пулăшусăр юлмĕç. Раççей Правительстви çак çул-йĕре малашне те тытса пырĕ.

Форума 63 регионтан 2500 ытла çын, çавăн пекех Абхази, Беларуç, Украина, Германи, Итали, Аслă Британи, Нидерланд, Япони çĕршывĕсенчи предприятисем хутшăннă.

Чăваш Ен делегацийĕ ĕçлĕ программăсен пĕр мероприятийĕнчен те, çав шутра «Çирĕп ÿсĕм сăлтавĕсем тата анлă тупăшас пултарулăх: ĕнер, паян, ыран» агробизнес форумĕнчен те юлман.

Чăваш Ен экспозицийĕ АПКн юлашки вăхăтри çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă. «Юрма» агрохолдинг чи пысăк инвестпроект хатĕрленĕ. Выставка ĕçленĕ кунсенче унпа килĕштерсе ĕçлеме 50 ытла сĕнÿ килнĕ.

Курава республикăри 24 организаци хутшăннă. Çак йышра — Шупашкарти аш-какай комбиначĕпе Элеватор, Муркашри чăх-чĕп фабрики, «Акконд-агро» фирма тата ытти те. 20 предприяти конкурса продукцин 54 тĕсне тăратнă. Пирĕн предприятисем 51 медаль /24 ылтăн, 19 кĕмĕл, 8 бронза/ тата 2 Тав хутне тивĕçнĕ.

Куравра «Манăн çĕр — Раççей» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Чăваш Наци радио журналисчĕ Владимир Егоров /сылтăмран иккĕмĕш/ «Ялти пĕчĕк предпринимательлĕх тата коопераци аталанăвне лайăх çутатнăшăн» номинацире мала тухнă. Саламлатпăр!

В.ВАЛЕНТИНОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.