Курав: тĕрĕре - чăваш пурнăçĕн йĕрĕ
Çак сăмахсем суя маррине чăваш тĕррине тĕпченĕ ăсчахсем çирĕплетнĕ. Ламран лама куçса пынă çак çырура пирĕн несĕлсем хăйсен пурнăçне, шăпине, йăли-йĕркине сăнланă, пин-пин çул хушши утса тухнă çул-йĕрне шăрçаланă. Телее, паян та çак çырăва малалла тăсакансем пур-ха. Уйрăм ăстасем кăна мар, професси тĕлĕшĕнчен çÿллĕ шайри художниксем, тĕрĕçсем тытса пыраççĕ ăна. Вĕсенчен пĕри — ÿнер промыслисен «Паха тĕрĕ» фирми. Ăна йĕркелесе янăранпа çак кунсенче 95 çул çитрĕ. Çавна май паян чăваш тĕррин музейĕнче курав уçăлчĕ.
Унта Алькеш фабрикин пĕрремĕш ÿнерçисен ĕçĕсем вырăн тупнă. Çакскерсем чăваш наци музейĕн фондĕнче упранаççĕ. Е.И.Ефремова, М.С.Симакова, Т.И.Петрова, Н.Ф.Ильина чун кĕртнĕ ахах-мерченпе юнашарах паянхи художниксемпе дизайнер-конструкторсен еткерĕ те куракана тыткăнлать. Юнашарах чи-чи малтанхисем — Л.Г.Яковлевăпа К.А.Матвеева ÿнерçĕсем, маçтăрсем — çинчен каласа кăтартакан сăн ÿкерчĕксем, ытти документ. Чăваш тĕррине професси шайне çитерсе малалла аталантаракан фабрикăн çул-йĕрĕ çинчен каласа кăтартакан стенд та кунтах.
Куравра Чăваш патшалăх истори архивĕн хăйне евĕрлĕ докуменчĕ — чăваш поэчĕсемпе писателĕсем И.В.Сталин патне янă çыру — пур. Ăна чăваш эрешĕсемпе Е.И.Ефремова илемлетнĕ. Экспозиципе паллашакансемшĕн çавăн пекех çĕвĕ фабрики 1937 тата 1939 çулсенче кăларнă чăваш çĕввисемпе эрешĕсен эскизĕсен альбомĕ кăсăклă пулчĕ. Унта Л.Г.Яковлева, К.А.Матвеева, Е.И.Ефремова ĕçĕсем упранса юлнă.
Паллă пулăма халалланă савăнăçлă мероприятире çавăн пекех «Паха тĕрĕ» фирмăн гимнне тата фирма çинчен ÿкернĕ «Паха тĕррĕн» çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕнчи ĕмĕрхи эрешĕсем» документлă фильма презентацилерĕç.
Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.
Комментари хушас