КУРĂКСЕМ СЫВЛĂХА ЛАЙĂХЛАТАÇÇĔ
Пÿре шыççи пиелонефрит тертлентерсен халăх мелĕсем сиплĕ витĕм кÿреççĕ. Эмел курăкĕсем анальгетик витĕмĕпе палăрса тăраççĕ, шăк хăвалаççĕ, вĕрилентернине чакараççĕ, бактерисене вĕлереççĕ, сывлăха пĕтĕмĕшле лайăхлатаççĕ.
Сар çип ути /зверобой продырявленный/. 1 апат кашăкĕ курăка тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. 5 минут вĕретмелле, çулăм çинчен илсен 1 сехет лартмалла та сăрăхтармалла. Кунне 4 хут чĕрĕкшер стакан ĕçмелле. Курăка бактерисене хирĕç кĕрешнĕшĕн, шăк вăйлă хăваланăшăн, шыççа чакаракан витĕмлĕ пулнăшăн хаклаççĕ.
Кĕтмел /брусника/. Шăк хăвалакан паха ÿсен-тăран. 1 апат кашăкĕ çулçине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, çур сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 4 хут стаканăн виççĕмĕш пайне ĕçмелле.
Ăвăс /осина/. Шыçнипе лайăх кĕрешет. Тĕпрен илсен, çулçипе, хуппипе тата çамрăк турачĕпе усă кураççĕ. 200 миллилитр шыва 1 апат кашăкĕ ăвăс хуппи ямалла. 10 минут вĕретнĕ хыççăн тĕплĕ сăрăхтармалла. Кунне 3-5 хут çуршар стакан ĕçмелле.
Шурă хурăн. Шăк хăвалама папкинчен е çулçинчен шĕвек хатĕрлеççĕ. 1 апат кашăкĕ папкана е 2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ çулçа тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла. Кăшт кăна апат соди хушмалла, вăл пулăшнипе ăвăсри сухăрлă япаласем ирĕлеççĕ. Унтан пĕр сехет лартмалла. Кунне 4 хут апат умĕн çуршар стакан ĕçмелле.
Арпус. Хуппине типĕтмелле. Ăна ярса вĕретнĕ шыва организмран ытлашши шĕвеке кăларма, пÿресене тасатма ĕçмелле.
Уртăш /можжевельник/. Çак авалхи меслет манка çемçелсе тухассине, апат ирĕлессине, шăк тухассине лайăхлатать. 10 грамм уртăш çырлине 200 миллилитр шыва ярса вĕретмелле. Кунне 2 хут çуршар стакан ĕçмелле.
Йĕтĕн /лен/ вăрри. 200 миллилитр шыва 30 грамм йĕтĕн вăрри ярса вăйсăр çулăм çинче 10 минут вĕретмелле. Унтан 2 кун кашни икĕ сехетре çуршар стакан ĕçмелле.
Упа çырли /медвежье ушко, толокнянка/. Вĕтетнĕ типĕ 30 грамм çулçине çур литр шыва ямалла, 5 минут вĕретмелле. Çулăм çинчен илсен çур сехет ăшă вырăнта лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут çуршар стакан ĕçмелле.
Сĕлĕ. 200 грамм сĕлле 2 литр сĕте ярса малтанхи виçи çурри таран хухиччен вĕретмелле, сăрăхтармалла. Юлнă сĕте кашни кун чĕрĕкшер стакан ĕçмелле. Сĕллипе тепĕр хут та усă курма юрать.
Комментари хушас