Купăстана йӳнĕллех сутма тивет

10 Нарăс, 2017

Красноармейски районĕнчи Çеçмер ялĕнчи Валерий ШУМИЛОВ хресчен-фермер хуçалăхĕ çуллен пахчаçимĕç çитĕнтерсе сутать. Ăна мĕнле ыйтусем шухăшлаттараççĕ-ха?

— Пĕлтĕр пуçлă купăста 5 гектар çинче касса ăсатрăмăр, — терĕ вăл. — Анчах хакĕ йӳнĕ пирки кашни килограма 4-5 тенкĕпех сутма тиврĕ. Пайтаçăсенчен ытларах ыйтрăмăр — хушса тӳлемерĕç. Пахчаçимĕç управĕллĕ фермерсем Çĕнĕ çул уявĕ иртсен, çуркунне хаклăрах сутаççĕ. Сывлăш температурине сивĕтсе пĕр шайра тăратакан управ тума 10-шар миллион тенкĕ кирлĕ. Ăна валли кредит илсен кашни уйăхра банка укçа чылай тавăрса памалла. Кредитпа татăлма, ĕçлекенсене ĕç укçи тӳлеме, ытти тăкака саплаштарма ялта куллен тупăш илмелли çăлкуç — ферма — кирлĕ. Пĕчĕк лаптăкра пахчаçимĕç, тырă çитĕнтернипе çеç процентлă кивçене тавăрмалăх кĕмĕл ĕçлесе илейместпĕр. Купăста халĕ те 4-5 тенкĕлле çеç сутăнать.

В.Шумиловăн 200 гектар ытла çĕр. Иртнĕ çул чылай хуçалăх çĕрулмин пĕр пайне пухса кĕртеймен. Ку ХФХра юр айне пĕр сотка та хăварман. Çанталăк йĕпене кайиччен 8 гектар çинчен пуçтарса илнĕ. Çакă техникăпа тухăçлă усă курнине, çынсене ĕçлеттерме пĕлнине çирĕплетет.

Фермер нумай çул ӳсекен курăка çулса, типĕтсе, пресс-подпорщикпа тĕркелесе, 100 гектар тырă çитĕнтерсе ял-йыша сутать. 2016 çулта кĕрхи культурăсене 80 гектар акнă.

— Тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртмелли комбайн, пилĕк МТЗ тата гусеницăллă тракторсем, тăпрана сухаламалли, кăпкалатмалли агрегатсем пур, — трактор-машина паркĕпе паллаштарчĕ Валерий Николаевич. — Хуçалăха ял çыннисем, çав шутра ачасем пулăшаççĕ. Ĕçлекен çук тесе пăшăрханмастăп.

Валерий Шумилов иртнĕ çулсенче Шупашкар районĕнчи пушă выртнă 100 гектар çĕре тара илсе пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Курăнса выртакан Муркаш районĕнчине те сухаласшăн. ХФХ пуласлăхĕ пур. Район ертӳçисем вăл производствăна ӳстерессе кĕтеççĕ.

Сергей МИХЕЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.