Купăста пахчинчи качака

12 Пуш, 2014

Çапла пулмасăр! Ăна саккунлăха тивĕçтерме шаннă, вăл вара çав шанăçпа усă курса хăй саккуна пăснă - пайта курассишĕн. Сăмах - суд приставĕ пулнă çамрăк çын пирки.

Ун пирки пуçарнă уголовлă ĕçе Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тĕпчекен пайĕ тĕпчесе пĕтернĕ ĕнтĕ. 27 çулти Михаил Албутова Уголовлă кодексăн темиçе статйипе айăплаççĕ.

Следстви версийĕпе килĕшÿллĕн 2010-2011 çулсенче Албутов производствинче икĕ «Линкольн» лимузин хуçинчен парăм шыраса илмелли ĕçсем пулнă. Укçа шыраса илекенĕн представителĕ Радий Александров бизнесмена суд приставĕсем хайхи автомобильсем тĕлĕшпе усă курнă ареста пăрахăçлаттарма, вĕсене сутса парăма татма шантарнă. Çапла вара Александров суд приставĕсен службинчен суд йышăнăвĕсене пурнăçламалли хутсене илнĕ, машинăсене туянакансене тупнă, парăмлăскер лимузинсене сутнă хыççăн укçана Александрова панă.

Çакăн хыççăн пăнчă лартмалла пек. Анчах Александров çав хутсенех тепĕр хут пурнăçлама тăратнă. Çакна лайăх пĕлнĕ пулин те Албутов саккуна пăсса лимузинсене каллех арестленĕ - саккунлă çĕнĕ хуçасенчен туртса илсе Александрова панă. Ултавлă çак схемăпа усă курса каварлашнă туссем лимузинсен çĕнĕ хуçисене 670 пин ытла тенкĕлĕх сиен кÿнĕ.

Суд приговорĕпе Александрова ултавшăн айăпласа условнăй майпа 5 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварнă. Албутов вара 2012 çулхи çу уйăхĕнче тарса çухалнă - шыравра пулнă. Следстви тĕлĕрмен. 2011 çулхи пуш уйăхĕнче вăл Александрова хупă кăтартусен базинчи информаципе тивĕçтернине те, унран 1 пин тенкĕ взятка илнине те тĕпчесе пĕлнĕ.

Вĕренĕн вĕçĕ пур. Кăçалхи кăрлачра Албутова шыраса тупнă, хупса хунă. Кĕçех вăл суд умне тăрĕ.


Н.СТЕПАНОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.