Купăс калама çÿреççĕ

26 Утă, 2018

Настьăпа Таня Семеновăсем Етĕрне районĕнчи Янăмра çитĕнеççĕ. Наташа Ягодиновăпа туслă вĕсем. Виççĕшĕ те шкулта тăрăшса вĕренеççĕ, ĕçре те маттур.
Кĕçех 7-мĕш класа кайма хатĕрленекен Таня каникул вĕçлениччен Канаш районĕнче пурăнакан кукамăшĕ патне çитсе курма ĕмĕтленет. Унта кашни çулах канать хĕр ача. Инçетри районти юлташĕсем Настьăпа иккĕшне тахçанах кĕтеççĕ ĕнтĕ.
— Утă пуçтарса ывăнтăмăр. Пирĕн таврара çырла нумай. Хурăн, çĕр çырли пуçтарса асаннепе Шупашкара сутма çÿрерĕм. Çырла татса Настя та пулăшрĕ. Укçине аннене патăм. Кăçал Шупашкара Республика кунне кайса куртăмăр, — хаваслă çу кунĕсемпе паллаштарчĕ Таня.
— Пирĕн виçĕ ĕне. Касăва çÿретпĕр. Шăрăха пула ĕнесем шыва кĕрсе тăраççĕ. Пире ку тĕлĕнтерет. Мĕнле- ха капла? Ĕне ишме те пĕлет иккен. Анчах вĕсене шывра чылай вăхăт тăратма юрамасть. Мĕншĕн тесен мастит аптăратма пултарать. Çакна асанне каласа кăтартнинчен пĕлетĕп, — тĕлĕнтерчĕ 8-мĕш класа куçнă Настя.
Наташа Ягодинова та утă çинче ĕçлесе ывăннă, касура та самай ĕшеннĕ вăл. Шупашкара кайса кÿлмек хĕрринче савăнма ĕмĕтленет хĕр. Янăмри пĕлÿ çуртне хупнăран кунти ачасем юнашар ялти шкула автобуспа çÿреççĕ. Маттурскерсемпе кивĕ шкул умĕнче тĕл пултăмăр.
— Ялти шкул хупăннăшăн пăшăрханатпăр. Пирĕншĕн вăл çав тери çывăх. Çавăнпа каникул вăхăтĕнче те кунта купăспа калама вĕренме çÿретпĕр. Пире çак шкулта вĕреннĕ чухне музыка предметне ăса хывтарнă Алексей Ятрушев тĕрлĕ инструментпа калама хăнăхтарать. Эпир ун патне хамăр кăмăлпа çÿреме пуçларăмăр. Çавăнтанпа ĕнтĕ сцена çине час-часах тухатпăр. Уйрăмах хĕлле, — пĕлтерчĕ Наташа. Хĕр кĕçех 10-мĕш класа кайĕ.
Туслă виçĕ хĕр ача ĕçлеме кăна мар, канма та пĕлеççĕ. Янăмра плотина пур. Кунта ача-пăча чăмпăлтатать. Каçсерен вĕсем тĕрлĕ вăйă выляççĕ. Хăш-пĕр чухне арçын ачасемпе ялти лапамра футбол мечĕкĕ те тапаççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.