«Пĕр купа хут» историе юлтăр

15 Пуш, 2019

Раççей Правительствин пуçлăхĕ Дмитрий Медведев ĕçлĕ климат трансформацийĕ çинчен калакан хушăва алă пуснă. Документ предпринимательлĕх сферинчи административлă чăрмавсене сирессине тĕпе хурать. Çак тĕллевпе пурнăçламалли ĕçсене иртнĕ кĕçнерникун ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи инвестици климатне лайăхлатас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕнче пăхса тухрĕç.

Асăннă планра хайхи чăрмавсене сирмелли 12 çул-йĕре çирĕплетнĕ. Анчах вĕсем те — догма мар, документа çулталăкра икĕ хут çĕнетсе пырассине палăртнă. Экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Григорьев пĕлтернĕ тăрăх, ака уйăхĕнчех Чăваш Енре федерацин влаç органĕсен сессине йĕркелеме палăртнă, унта шăпах Атăлçи округĕнчи субъектсенчи ырă инвестици климатне йĕркелес ыйтусене тишкересшĕн. Сергей Вениаминович çирĕплетрĕ: 2018 çул кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Енре тĕллев моделĕсене пурнăçласси 98% танлашнă. Ку Раççейри вăтам кăтартуран /94%/ пысăкрах. Апла пулин те ларура çакăнпа çырлахма юраманни куçкĕрет палăрчĕ.

Бизнес тытса пымалли процедурăсене ансатлатмалли хайхи тĕллев моделĕсен кăтартăвне тата та лайăхрах тума чăрмантаракан сăлтавсенчен пĕри — пулăшу ĕçĕсене электрон мелĕпе кÿрессин шайĕ пĕчĕкки. Строительство министрĕ Алексей Геращенко пытармарĕ: калăпăр, çурт-йĕр çĕклекенсен çĕр лаптăкĕн планне, строительство валли паракан ирĕке Патшалăхăн тата муниципалитетсен пулăшу ĕçĕсен пĕрлехи порталĕ урлă илме пултараççĕ. Анчах çапла тăвакансен йышĕ пĕчĕк иккен — пĕтĕмпе те 2% кăна. Çакна Шупашкар сити-менеджерĕ Алексей Ладыков та çирĕплетрĕ: документсене электрон мелĕпе ыйтмашкăн çакăн валли кирлĕ документсем те электронлă пулмалла. Хут нумай, вĕсене чылайăшĕ электрон носителĕсем çине куçарасшăн мар, хăнăхнă йăлапах ĕçлеççĕ — документ илмешкĕн унчченхилле пĕр купа хутпа хăйсем килеççĕ.

Федерацин регистраци службин республикăри управленийĕн ертÿçи Екатерина Карпеева та пĕлтĕр патшалăх тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем электрон мелĕпе кÿмелли пулăшу ĕçĕсен кăтартăвне пурнăçламаннине çирĕплетрĕ. Электронлин тÿпине 40% çитермелле пулнă, çав шая çĕкленеймен — 27,5% кăна. Çавăнпа татăклă сĕнÿ пачĕ: республикăра вырăнти хăй тытăмлăх тата ĕç тăвакан влаç органĕсене документсем парассине электрон мелĕпе кăна пурнăçлама сĕнмелле — çакă норма шайĕнче пултăр. Иван Моторин премьер шучĕпе, çак сĕнĕве пурнăçа кĕртни чăннипех вырăнлă пулмалла.

Канаш членĕсем тĕллев моделĕсене пурнăçласси районсемпе хуласен администрацийĕсенчен нумай килнине пайăррăн палăртрĕç. Çавна май вĕсен бизнес представителĕсене çĕр лаптăкĕсен хула строительствипе çыхăннă плнĕсене, строительство валли ирĕк илессине, правăна регистрацилессине, кадастр енĕпе шута тăрассине электрон мелĕпе пурнăçламалли майсем çинчен тивĕçлĕ информаци парассине хăйсен çине илмелле.

Электрон мелĕ предприятисене регистрациленĕ чух та пысăк пĕлтерĕшлĕ — ку енĕпе çине тăрса ĕçленине Федерацин налук службин республикăри управленийĕн ертÿçи Марина Петрова çирĕплетрĕ. Вăл ертсе пыракан ведомство пуçарнипе предприятисене регистрацилемелли документсене электрон мелĕпе панă тĕслĕхсенче регистраци вăхăтне чакарма та пултарнă. Çак мерăсем упраление юридици тытăмĕсене электрон мелĕпе регистрациленин кăтартăвĕсемпе Раççейре — пиллĕкмĕш, Атăлçи округĕнче пĕрремĕш вырăнсене йышăнма май панă. Уйрăм предпринимательсене электрон мелĕпе регистрациленин рейтингĕнче вара республика çĕршывра — вуниккĕмĕш, округра виççĕмĕш вырăнсене тухнă.

Паллах, бизнеса ура хуракан ытти чăрмав та пур. Вĕсем пирки сăмах пуçарнă май ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев проект ĕçĕн пахалăхĕпе çыхăннă çивĕч ыйту патне тепĕр хут таврăнчĕ. Тепĕр чух сумлă та пысăк обьектсен строительствин проекчĕсене çиелтен тунă тĕслĕхсем те пулаççĕ. Строительство ĕçĕсене пуçăнаççĕ те — пуçланать вара… «Пĕр объекта та малтанхи проекта улшăнусем кĕртмесĕр хута яни пулман…» - ĕçе тиркесе хакларĕ Михаил Васильевич яваплăха туйман çавнашкал проектировщиксемпе çыхланма юраманни пирки асăрхаттарнă май.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас