Кунтан та тертлĕ шăпа пулĕ-ши?
Ял пурнăçĕн иртнĕ кунĕсем çинчен аса илсен куç умне яланах 1941-мĕш çулта пуçланнă хăрушă вăрçă кунĕсем тухаççĕ. Пирĕн ялтан çак тискер вăрçа 226 çын хутшăннă. Вĕсенчен 102-шĕ каялла килĕсене таврăнайман - яланлăхах çапăçу хирĕнче выртса юлнă. Фронта тухса кайнисен хушшинче 2 хĕрача пулнă: Мария Николаева тата Александра Ягненкова. Шел пулин те, Александра Васильевна таврăнаймарĕ. Паян эпир Мария Никитична Николаева çинчен çеç тĕплĕнрех аса илме пултаратпăр. Александра Ягненковăн тăванĕсенчен никамах та юлман.
Мария Николаева
Мария Никитична Николаева 1921 çулхи февралĕн 18-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпÿрт ялĕнче çуралнă. Ашшĕ, Никита Николаевич Николаев, 1886 çулта çуралнă. Амăшĕ, Агафия Васильевна, Мария Никитична çамрăк чухнех вилсе каять. Ашшĕ иккĕмĕш хут авланать. Икĕ арăмĕнчен 11 ача çуралать. Паллах, вĕсенчен чылайăшĕ пĕчĕклех вилнĕ. Малалла вулас...
Комментари хушас