Кунта килти пекех аван

«Чăваш наци телевидени — Чǎваш Ен»

Мĕн пур лайăххи - ачасене. Иртнĕ канмалли кунсенче Вăрмар районĕнче çĕнĕ ача пахчи хăйĕн алăкне уçрĕ. Халĕ шăпăрлансене садике вырнаçтарассипе районта йывăрлăх çук, черет те чакнă. Хаваслă уява пĕчĕккисемпе савăнăçа пайлама аслисем те пырса çитрĕç - вĕсемпе пĕрле республика пуçлăхĕ те.