Кунта çĕршыв историйĕ çырăннă

3 Чÿк, 2015

Чăваш наци библиотекинче ЧНК президенчĕн заместителĕн, агропромышленноç ветеранĕсен ертÿçин Петр Ивантаевăн «Возвращение к истокам» кĕнекине пахаларĕç.

Уява ЧНК президенчĕ Николай Угаслов, унăн пĕрремĕш заместителĕ Валерий Клементьев, президиум членĕсем, авторăн ентешĕсем, çыравçăсем, таврапĕлÿçĕсем, артистсем хутшăнчĕç. Уява Петр Ивантаевпа пĕр ялта çуралса ÿснĕ Земфира Яковлева ертсе пыракан «Çĕньял» фольклор ушкăнĕ пуçларĕ. Ĕçлĕ калаçăва Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн сотрудникĕ, ЧНК информаци комитечĕн ертÿçи Алексей Леонтьев ертсе пычĕ.

Петр Васильевич кĕнекене пилĕк çул каяллах çырма пуçланă. Çак ĕçе пуçăнма ăна хăй çуралса ÿснĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Сурăм ялĕ пĕчĕкленсе пыни, унăн пуян историйĕ çинчен ниçта та çырманни хистенĕ. «Возвращение к истокам» кĕнекере вăл архивсенчи документсемпе ĕлĕкхи сăнÿкерчĕксемпе анлă усă курнă, çавăн пекех ялта пурăнакан чылай паллă çемье йăх-тымарĕн историйĕ вырăн тупнă.

«Ку кĕнекене автор ĕç çыннине хисеплесе, пур пулăма та чĕри витĕр кăларса çырни туйăнать», - терĕ Порфирий Афанасьев паллă çыравçă. ЧНК Ваттисен Канашĕн председателĕ Василий Шадриков сумлă çак ĕçе автор экономика никĕсĕ çине тайăнса, çĕршывра пулса иртнĕ пулăмсемпе çыхăнтарса, анлă пĕтĕмлетÿсем туса çырнине палăртрĕ, тăван халăхăн пуян историне малалла та тĕпчеме, унпа мухтанма тата çамрăксене ыррине кăна вĕрентсе пыма чĕнсе каларĕ.

Зоя ЯКОВЛЕВА,

ЧНК пресс-службин ертÿçи.

Рубрика: