- Чăвашла верси
- Русская версия
Пĕр кунра ывăлĕпе арăмĕсĕр тăрса юлнă
Çулталăк каяллах эпĕ унран, пепкипе арăмне пĕр кунра çухатнăскертен, интервью илесшĕнччĕ. Малаллах тапаçланакан, икĕ ачине амăшĕсĕр ÿстерекен арçын чунне уçма васкамарĕ. Вăхăт сурана тÿрлетет тени тĕрĕсех иккен, кăçал çăва тухсанах Сергей манпа тĕл пулмашкăн килĕшрĕ. Анчах вăрманти утарта вĕлле хурчĕсем тытаканскерпе курса калаçасси ансатах мар: çăвăр хуртсем пуçтарнă май ниепле те ĕçрен уйрăлаймасть-мĕн. "Хамах пыратăп эппин", - тесен те хирĕçлерĕ, унта вăл никама та илсе каясшăн мар. Кайран утă вăхăчĕ пуçланчĕ. Ырă пĕр куна та сая ямасăр тракторпа гектарĕ-гектарĕпе утă çулать вăл. Пĕччен арçыннăн ĕçченлĕхĕ, кăмăл çирĕплĕхĕ пушшех те илĕртрĕç. Çавăнпа тĕлпулăва хăй чĕнессе тем пекех кĕтрĕм...
Отиккăвăра пурăнаканскер кĕçнерникун райцентра, Вăрнара, бройлер чĕппи туянма пырассине пĕлтерчĕ. "Каллех ĕçпе чупать иккен. Эх, мăнтарăн арçынĕ, эрех ĕçмест, пирус туртмасть. Арăмĕн ырă курса кăна пурăнмаллаччĕ те..." - мĕлтлетрĕ пуçра шухăш. Сергейпа эпĕ иккĕмĕш хут тĕл пултăм, малтанхинче те çур сехетрен ытла курнăçманччĕ. Пĕр-пĕриншĕн эпир палламан çынсем тесен те йăнăш мар. Сĕмсĕр ыйтусемпе ăна хăратасран шутсăр хăрарăм. Чăнах, еплерех пуçлас-ши калаçăва? Унăн чунне пачах ыраттарас килмерĕ манăн.
Чун туртăмĕ - утарпа лаша
Ерлыгинсем мĕн ĕлĕкренех хурт-хăмăр ăстисем пулнă. Ашшĕ Александр Степанович, мăн аслашшĕ утар тытнă. Сергей - çемье ĕçне малалла тăсаканĕ. Ача чухнех утара чунĕ туртнă унăн. 5-мĕш класра чухне вăл пĕрремĕш хутчен çăвăр хуртсем пуçтарнă. Çакă епле яваплă та кăткăс ĕç пулнине пыл юхтаракансем пĕлеççех. Ÿссе çитсен хăйĕн профессине пыл туса илессипе çыхăнтарнă вăл: Вăрнарти 29-мĕш училищĕре хурт-хăмăр ĕçне вĕреннĕ, кайран унта мастера кĕнĕ, пулас утарçăсемпе практика ирттернĕ. Утар, пыл хурчĕсем çинчен Сергей чылайччен каласа кăтартма пултарать. Кăçал паха çак çимĕç сахалли, тупăш кăтартманни пăшăрхантарать ăна. Унчченхи çулсенче вара вĕлле хурчĕсен çимĕçне Мускава та сутма çÿренĕ. Вăрман пылĕ унта уйрăмах лайăх хака каять-мĕн.
Тепĕр чун туртăмĕ - лаша. Ку та йăхран куçнă. Александр Степанович совхозра конюхра тăрăшнă. Халĕ те Ерлыгинсен килĕнче - Сергейăн та, ашшĕ-амăшĕн те - лаша пур. Милка ăйăра утланса утара çÿрет вăл. Унта çитме Отиккăвăран - 8 çухрăм, тракторпа пур чухне те, уйрăмах çумăр хыççăн, кĕме çук иккен. Лаша вара - шеп кăна. Милкăна, çамрăкскере, йывăр ĕçе кÿлмеççĕ, хуçине турттарнипех çырлахтараççĕ. Сергей - ăста пулăçă та. "Чунра йывăр чухне кил умĕнчи пĕвене тухса ларатăп та йăлтах манăçать", - тет вăл. Унăн сарлака хул-çурăмĕ вăл ачаранах спортпа туслă ÿснине çирĕплетет. Чăнах та, хăй вăхăтĕнче йĕлтĕрпе те чупнă, штангăпа кире пуканĕ те йăтнă иккен.
1998 çулта салтакран таврăнсан Сергей Вăрнарти техникума водителе ĕçлеме вырнаçнă. Шăпах çав вăхăтра пулас мăшăрĕпе Вальăпа, Вăрнар районĕнчи Мăньял Хапăс хĕрĕпе, паллашнă, вăл та кунтах ăс пухнă. Виçĕ çула яхăн çÿренĕ хыççăн вĕсем чăваш туйĕ кĕрлеттерсе пĕрлешнĕ. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Валя техникумра лаборанткăра вăй хунă. Сергейпа вĕсем килĕшÿллĕ мăшăр пулнă. Пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланнă. Иккĕшĕ пурнăçри мĕнпур йывăрлăха пĕрле çĕнтерсе пынă. Хăйсен вăйĕпех килти хуçалăха йĕри-тавра çавăрса лартнă: мунча, сарай-вите, гараж тунă, çĕнĕ çурт çĕклеме ĕмĕтленнĕ. Юратура 3 пепке çуралнă: Саша, Даша, Паша. Упăшки Мускава çÿренĕ чухне арăмĕ вĕсемпе йăпаннă.
Вальăпа Сергей килте йăлтах туса çитернĕ темелле. Савăнса, ачасене ура çине тăратас тесе пурăнмаллаччĕ вĕсен. Анчах телейлĕ мăшăра вилĕм ĕмĕрлĕхе уйăрнă.
Ачи вилнине амăшĕ тÿсеймен
...Çавăн чухне, килте инкек пулса иртес умĕн, Сергей утарта çĕр каçнă. Çемье пуçĕ кунта юлкаланине килтисем хăнăхнă ĕнтĕ. Ирхине сакăр сехет иртсен ун патне ывăлĕ Саша шăнкăравласа амăшĕ пурнăçран уйрăлни çинчен ĕсĕкле-ĕсĕкле пĕлтернĕ. Кунашкал хыпар никамăн пуçĕнче те шăнăçаймĕ. Ывăлĕ каланине ашшĕ малтанах ĕненмен. Кайран вăл ăнран кайнă тейĕн, киле епле çитнине те астумасть. Сергей тапратса килнĕ трактора кайран ашшĕпе шăллĕ виçĕ кун çунă.
...Сарайĕнче арăмĕ çакăнса тăнă, урайĕнче пилĕк уйăхри вилнĕ ывăлĕ выртнă. Хăрушă ÿкерчĕк 6-ри Дашăпа 9-ти Саша куçĕ тĕлне пулнă. Ачасем çав самантра мĕн туйса ирттернине чухлама йывăрах мар: чуна амантмаллах хăранă вĕсем. Малтанхи çул ашшĕ çук чухне ачасем пÿртре пĕр самант та тăрайман - тÿрех аслашшĕ-асламăшĕ патне тухса чупнă.
Мĕн пулса иртнĕ-ха синкерлĕ çав кун? Валя упăшки утара каяс умĕн: "Ачупа юлашки хутчен выляса юл ĕнтĕ", - тенине шута хумасан инкеке нимĕн те систермен. Эх, çав чĕлхене! Тепĕр чухне мĕн персе янине вăл хăй те пĕлмест-çке. Усал калаçтарать-ши ăна?
Пĕчĕк Пашăн çинĕ хыççăн хăсасси пулкаланă. Амăшĕ ăна ирхи апат çитернĕ. Кăкăрĕ типнĕрен ывăлне Валя ача-пăча хутăшĕпе тăрантарнă. Сергей киличчен кĕленчери шĕвек сивĕнсех çитеймен-ха. Пепке хăсăкпа чыхăнса вилнине каярахпа экспертиза та çирĕплетнĕ. Ахăртнех, тĕпренчĕкĕ сывлама пăрахнине туйнă амăшĕ хăраса ÿкнĕ. Мĕн тумаллине вăл пĕлмен, никамран та пулăшу ыйтайман. Ниçта кайса кĕрейменнипе алла вĕрен тытнă. Хăй çине алă хунин сăлтавне уçăмлатма тухтăрсем консилиума пухăнсан Валентинăн ача çуратнă хыççăнхи депресси пулма пултарнине палăртнă. "Вилнĕ çын хыççăн каяймăн", - теççĕ пулин те Валя пĕчĕк ывăлне леш тĕнчене пĕччен яман, унпа пĕрле вăл та куçне ĕмĕрлĕхех хупнă. Икĕ сехете яхăн... Паша вилнĕ хыççăн çавăн чухлĕ асапланнă хĕрарăм. Çак вăхăтра мĕн туйса ирттернĕ вăл? Ăна халь тин никам та пĕлеймĕ.
Нимĕн те çырса хăварман
Хам та ача амăшĕ, пĕчĕк пепкем чыхăнса кайни халĕ те асран тухмасть. Апат-çимĕç тĕпренчĕкĕ тип пыра кайрĕ те ача сывлама чарăнчĕ, кăвакарма пуçларĕ. Юрать, çав самантра пĕччен марччĕ. Пепкеме кутăн тытса силлерĕç те вăл çари! кăшкăрса ячĕ. Хĕрĕме ыталаса илтĕм те иксĕмĕр пĕрле ларса йĕтĕмĕр... Тавах çÿлти хăватсене çăлса хăварнăшăн. Этем пурнăçĕ çип пекех çинçе, кирек хăш самантра та татăлма пултарать вăл. Кама мĕн чухлĕ пÿрнине Турă кăна пĕлет, шăпаран иртме çук.
Куç умне ачин виллине тытнă Валя тухса тăчĕ. Унăн вырăнĕнче пулсан кирек кам та çухалса кайĕ. Пурнăçпа сывпуллашас умĕн нимĕн те çырса хăварман вăл, халат кĕсйине ухтарнă чухне куççуль шăлнă салфеткăсемсĕр пуçне /вĕсем вара кĕсье туллиех пулнă/ пĕр хут татки те тупайман. Икĕ ачине, упăшкине, тăванĕсене яланлăхах пăрахса хăвармашкăн епле хевте çитнĕ-ха унăн?
"Валя пурăннă чухне унпа хăй çине алă хуракансем çинчен калаçнăччĕ. "Хăрушă вĕт-ха. Епле пултараççĕ-ши çынсем?" - тĕлĕнетчĕ вăл. Хăй те çапла майпах пурнăçне татни пуçра шăнăçаймасть", - терĕ Сергейăн йăмăкĕ Алина. Вăл инкĕшĕпе нихăçан хирĕçсе, урлă сăмах каласа курман, туслă пурăннă унпа.
Вальăпа Пашăна уйрăмшар тупăкра, пĕр шăтăка, пытарнă. Вилтăпри çине пĕр палăк вырнаçтарнă. Унта - амăшĕпе ывăлĕн сăнÿкерчĕкĕ. Пĕр килтен харăсах икĕ виле илсе тухни Отиккăвăра тахçан, темиçе çул каялла, пулнă-мĕн. Ун чухне нÿхрепри сывлăшпа наркăмăшланса çут тĕнчерен ашшĕпе ывăлĕ уйрăлнă.
Чăтăмлăхне кура-ши?
Вальăпа Пашăна ĕмĕрлĕхе çухатнă хыççăн килтисем чылайччен тăна кĕрсе çитеймен. "Ачасем тăтăшах чирлерĕç. Сывалса çитеççĕ кăна - каллех амак çапса ÿкерет. Çулталăка яхăн çапла асаплантăмăр. Хам та юн пусăмĕ вылянипе, пуç ыратнипе вырăнпах выртрăм. Валя тăтăшах тĕлĕке килетчĕ. "Мĕн туса хутăн-ха?" - тесе ыйтсан шăп тăратчĕ. Çапла нумай аташрăм. "Эсĕ вилнĕ вĕт-ха", - тесе тĕлĕкрен хамах хăваласа ятăм... Халь тин кăна кăштах лăплантăмăр", - куçне тартрĕ Сергей пулса иртнине аса илнĕ май.
Çапах пуç вĕçĕмех ыратать-мĕн унăн. Хуйхăран ытла сывлăха нимĕн те хавшатмасть çав. Алина каланă тăрăх, пиччĕшĕ çавăн хыççăн сăнран та улшăннă, чĕмсĕрленнĕ. Инкеке чăтса ирттермешкĕн юлташĕсем чылай пулăшнине Сергей пытармарĕ. Вĕсем ăна канма е ĕçлеме яланах пĕрле чĕннĕ, пĕчченлĕхре хăварман. Çавăншăн тусĕсене вăл чунтанах тав тăвать.
"Чăтăмлăхне кура Турри йывăрлăхне парать теççĕ. Манпа та çавнашкалах пулчĕ ĕнтĕ", - хаш сывларĕ икĕ ачипе тăлăха юлнă арçын. "Пурнăç малаллах шăвать. Тепĕр хутчен кама та пулин юратассăн туйăнать-и?" - кăсăклантăм эпĕ. Çамрăк-ха вăл, 37-ре кăна. Малашлăхри кунсенче телей кăна сунас килчĕ ăна.
"Эпĕ - пĕр хĕрарăма кăна юратакан çын", - хуравларĕ вăл.
"Тепĕр хутчен çемье çавăрасси пирки мĕн шухăшлатăн?"
"Пĕлместĕп, нимĕн те татăклăн калаймăп. Шăпа - Турă аллинче", - терĕ çеç вăл кĕскен.
Сергей тинех хăйне алла илнине пытармарĕ. "Нимĕн те тăвас килместчĕ, алă ĕç патне пымастчĕ, хам валли вырăн тупаймастăм, макăрнă та, каçсене чалкăм куç хупмасăр пайтах ирттернĕ... Темĕн те пулнă. Килти ĕçсене пурнăçланă май арăм вĕсене епле йăлтах туса ĕлкĕрнинчен тĕлĕнеттĕм: пĕр харăсах апачĕ те пиçет, кĕпе-йĕм те çăвăнать тата ытти те. Халĕ хам та çавсене пурнăçлама хăнăхрăм", - чунне уçрĕ арçын. Халĕ вăл ĕçсĕр пурăнаймасть, ĕç пурăнма вăй-хăват хушать ăна, хуйха-суйха манăçтарать. Паян та Сергей вăрман уçланкинчи уйра тракторĕпе утă çулать, тавăрать, çынсене пулăшать...
Алина ИЗМАН.
Комментари хушас