Кунçул вучахне сÿнтермен

16 Юпа, 2015

Качча кайнă чух хĕрĕсене вăл ылтăн-кĕмĕл мар, кил хуçалăхĕ ăнтăр тесе пĕрер пăру парнеленĕ. Хăйĕн ĕмĕрĕнче вара унăн виçĕ çурт лартма тивнĕ. Стройка тени халĕ те пĕтме пĕлмест. Пилĕк ачишĕн чун ыратать. "Вĕсем валли туса пĕтерĕн те мăнукусемшĕн шухăшлама тытăнăн", - тепĕр чух шÿтлеме те пăхаççĕ унран.

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шанарпуç ялĕнчи Валентина Петровна Кузьмина пенсие тухнăранпа чылай çул иртнĕ темелле, анчах 63-е ярса пуснă хĕрарăм яланхиллех пăрчăкан пек çÿрет. Вăхăтăн-вăхăтăн çурăм шăмми чăтма çук ыратнине, чĕре яш чиксе аптăратнине те пăхмасть.

Тар юхтарса çĕкленĕ кил-çурт ют çын айăпĕпе çунса кĕлленнине тÿссе ирттер-ха эсĕ? Пĕр тапхăрта Шанарпуçĕнче урамĕпе çуртсем çуннă. Пĕр каçра виçĕ киле çулăм явса илни те пулнă. Кузьминсен те пушарта нимĕн юлман. Урамĕпе инкек кăтартакана каçсерен хурал тăрса аран шыраса тупнă. "Эпĕ Вальăна юратнă. Анчах вăл мана качча тухасшăн пулмарĕ", - çапла сăлтавланă вут тĕртекен арçын Кузьминсен кил-çуртне кĕллентернĕ пирки. Кăшт вăхăт иртсен Валентинăн амăшĕ те хĕрне ÿпкелеме пуçланă, ăна качча кайнă пулсан ун пек инкек курмастăрччĕ тенĕ. Кузьминсем каллех тепĕр вырăнта кил хуçалăхне тĕреклетме тытăннă. "Мана качча тухманшăн инкек кăтартнă пултăр. Ыттисем ăна мĕнпе кÿрентернĕ?", - çав-çавах амăшне канăç паман хĕрĕ. Тепĕр кинемей арçынна сигарет, виççĕмĕшĕ эрех паманран шар курнă-мĕн. Хăйĕн хура ĕçне тĕрлĕ сăлтавпа ăнлантарнă вут тĕртекен. Вăл психика тĕлĕшĕнчен чирлĕ пулни никама та иккĕлентермен. Ăна амăшĕпе пĕрле ялтан кăларса яма йышăннă. Инçетри хулара та лешĕ хăйне кÿрентерекенсене пушар туса тавăрнă. Юлашкинчен, ахăртнех, тарăхса çитнĕскерсем, ăна пурнăçран уйăрнă.

Валентина Петровнăпа Владимир Николаевич 41 çул ĕнтĕ пĕрле пурăнаççĕ. Картиш тулли выльăх усраççĕ. Çулласерен пахчи-пахчипе ?хăйсен тата тăванĕсен% утă çулса хатĕрлеççĕ: упăшки - мотоблокпа, хăй - çавапа. Уйри лаптăксене тракторпа çултарма тивет. Юрать-ха, техникăпа кÿршĕ ялти хунямăшĕ пулăшать. Çĕнĕ Куснарти Лариса Соловьева пекки вунă ялта мар, çĕр ялта пĕртен-пĕрре пулнине палăртать Валентина Петровна. "Малтан мотоциклпа çÿреме хăнăхрĕ, ун хыççăн лаша çинчен çăмăл машинăна куçрĕ. Пĕчĕк трактор рульне тытма вĕренчĕ, халĕ "Беларуçе" çăмăллăнах парăнтарать. Пахчаçимĕç нумай ÿстерет, выльăхĕ те йышлă", - тет хĕрарăм. Ĕçченсен йăхĕ темерĕн - Кузьминсен кинĕ те ял пурнăçне кăмăллать. Налук службинче ĕçлемешкĕн Мускавра аслă пĕлÿ илнĕ, анчах Раççей тĕп хулинче юлас темен. Пĕрлешнĕ хыççăн çамрăксем аслă Кузьминсемпе юнашар çуртра пурăнма тытăннă, çĕр илнĕ. Йышлă выльăх усраса, сутмалăх та пахчаçимĕç çитĕнтерсе малалла талпăнасшăн. Тепĕр чухне яла юлнăшăн ÿкĕнеççĕ те пулĕ. Тар юхтарса, тăкакланса çитĕнтернĕ пахчаçимĕçе йÿнĕпе вырнаçтарма тивсен - пушшех те. Кăçал, авă, купăстана, кишĕре, çĕрулмине 6 тенкĕпех ?1 килограмне% сутнă. Хăйсен трактор çуккипе хальлĕхе нумай çитĕнтереймеççĕ. Çавăнпа хăватлă техника туянма çирĕп тĕллев тытнă.

Валентина Петровна вĕсене кăçатă йăваласа та пулин укçа-тенкĕпе пулăшма тăрă-шать. Çак ĕçе ăна шкулта 5-мĕш класра вĕреннĕ чухнех амăшĕ хăнăхтарнă. Ăсталăх ăруран ăрăва куçать - паян кăçатă йăвалама ачисем те пĕлеççĕ. Упăшкине те вĕ-рентнĕ.

Колхозри йывăр ĕçе пула хĕрарăм халĕ чирлекелет пулсан та пушă вăхăтра çав-çавах çăматă тăвать. Çулла 35-38 градус шăрăхра е çумăрлă çанталăкра теприсем пек телевизор умне ларма васкамасть. Ĕçлеме никам та хистемест ăна. "Ĕçкĕçсем чир аптăратнă чух эрех патне чупаççĕ. Эпĕ кăçатă йăваласа чуна лăплантаратăп, канатăп", - тет çав тери шухă та çивĕч, ларма-тăма пĕлмен ял "пăрчăканĕ".

Ирина НИКИТИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.