Кунашкал завод çĕршывĕпе те çук

31 Юпа, 2014

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кĕçнерникун Çĕнĕ Шупашкарта çурт тулашне капăрлатакан плитка туса кăларакан производствăна хута яма хутшăнчĕ. Савăнăçлă мероприятире çавăн пекех ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин, Çĕнĕ Шупашкар хула ертÿлĕхĕ, «Çар - Промышленноç Банкĕ» АХО директорсен канашĕн председателĕ Юрий Колток пулчĕç.

Республика Пуçлăхĕ чăваш усламçисем тата банк пĕр-пĕринпе ăнланса çыхăну тытнине, ыранхи куншăн ĕçлекен инвестици проекчĕ шанчăклă пулнине палăртрĕ.

- Çĕнĕ Шупашкара аталанма çĕнĕ майсем уçăлаççĕ. Урăх шайри ĕç тухăçĕллĕ, пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем пулаççĕ. Шалу шайĕ çакăнтан килет те, - терĕ Михаил Игнатьев. - Заводăн ку чухнехи линийĕсенче туса кăларакан продукци çĕршывра тек çук. Унччен Раççей строителĕсем ăна Евросоюз çĕршывĕсенчен туяннă. Кунта 170 çын ĕçе вырнаçнă, ытларах - çамрăксем. Вăтам ÿсĕм 36 çулпа танлашать.

Юрий Колток пысăк пĕлтерĕшлĕ предприяти тума пур енлĕн пулăшнăшăн республика ертÿлĕхне тав турĕ. Кунта туса кăларакан таварпа ытти регион та тухăçлă усă курасса систерчĕ. «Банк çĕршыв, халăх умĕнче яваплăх тытать. Эпир Раççейĕн экономикине пулăшма тивĕç. Ачасем тата мăнуксем валли промышленноçа аталантармалла. Чăваш Енре ку енĕпе лайăх услови туса хунă. Республикăри производствăна аталантарма малашне те пулăшăпăр».

«Экоклинкер» ООО гендиректорĕ Александр Краснов импорта ылмаштаракан производствăна хута ярас шухăш 2009 çултах çуралнине, компани малашне Чăваш Енре çакнашкал тата 2 комплекс çĕклессе пĕлтерчĕ.

Комплекса Çĕнĕ Шупашкарта туни ăнсăртран мар. Инвестицин лайăх лару-тăрăвĕ, пысăк квалификациллĕ специалистсем пурри тата чĕртавар çăлкуçĕ çывăхра пулни пулăшнă. Кунта 2 завод пулмалла. Пĕрне виçĕм кун хута ячĕç ĕнтĕ. Тепри 2015 çулхи çу уйăхĕнче ĕçлеме тытăнмалла. Инвестици калăпăшĕ 855 млн тенкĕпе танлашать. Кунта брусчатка тата кирпĕч туса кăларĕç. Паллах, вăл ахаль йышши мар. Клинкер сăмахпа çыхăннă. Клинкер керамики пысăк пахалăхлă, çирĕп, сивве тÿсĕмлĕ.

Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май çакна палăртрĕ: «Мĕнпур усламçа аталанма пĕрешкел услови туса панă. Республика Пуçлăхĕн, министрсен, муниципалитет йĕркеленĕвĕн пуçлăхĕсен предпринимательсен пулăшуçисем пулмалла. Мĕншĕн тесен вĕсем çĕнĕ производство йĕркелеме хăйсен пурлăхĕпе, харпăрлăхĕпе теветкелленеççĕ. Влаç енчен ырă лару-тăру туса хурсан, ыранхи куна çирĕп шанма май парсан вĕсем хăйсен проекчĕсене пурнăçлаççех».

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Рубрика: